Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, тепӗр минутранах усадьбӑпа ҫыран хушшинчи тӗмескесем ҫинче хохолӑн кӗрнеклӗ кӗлетки курӑнса кайрӗ, вара каҫхи шӑплӑхра таҫта ҫитиех унӑн сасси янӑраса кайрӗ:
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӗсем каҫ тӗттӗмӗнче темӗнле мӗлкесем пек ним сас-чӳсӗр иртсе пыраҫҫӗ, «Хведько» пекех темшӗн макӑраҫҫӗ, тен ҫавӑнпах-и, ҫамрӑк мӑшӑрне салтак чӗлӗмӗпе тата ҫапӑҫу хирӗсенчи йывӑрлӑхсемпе улӑштарнӑ «необачнӑй козачина» ҫинчен Иохим юрлакан юррӑн тунсӑхлӑ кӗвви те йӗрсе-макӑрса, тусемпе айлӑмсем ҫийӗн янӑраса тӑрать пулӗ.
XIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вара аваллӑх ҫинчен калакан ҫак юррӑн тӑсӑккӑнрах илтӗнекен сыпӑкӗ хумхана-хумхана янӑраса каять те сывлӑшра ҫухалать, вара, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ҫын мӗлкисене каҫ сӗмлӗхӗнчен чӗнме ӗмӗтленсе, кӗҫех тепӗр хут янӑраса каяссӑнах туйӑнать.
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех, суккӑр ача кашни сасӑрах тата темӗнле урӑхларах пӗлтерӗш тупнӑн туйӑнса каять: унӑн алли айӗнчен ҫӳлти регистрти хаваслӑ та уҫӑмлӑ нота янӑраса вӗлтӗртетет те, ҫав ҫӑмӑл та ҫунатлӑ сасса таҫта ҫӳлелле ӑсатнӑ евӗр, ача хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан питне те ҫӳлелле кӑнтарать.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сывлӑшра хӗлӗхӗн чӗтрекен сасси янӑраса кайрӗ.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Акӑ вӗсем пӗр тикӗссӗн те йывӑррӑн пусса утса кайрӗҫ, кашни утӑм тумассеренех вӗсен пуҫӗсем ҫийӗн темскер кӗрлесе, мӑрӑлтатса, янӑраса каять.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӗсем вилес умӗнхи пек хурлӑхлӑн, ҫав тери хыттӑн янӑраса татӑлатчӗҫ те, лашасем хӑйсем те темле кӗҫенсе яратчӗҫ, тарӑхнӑ хуҫа еннелле тӗлӗнсе пӑхатчӗҫ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сасартӑках ут вити енчен, кӑнтӑрти каҫ шӑплӑхӗпе пӗрлешсе, хуллен-хуллен, илемлӗн кӗвӗленсе, шӑхличӗ сасси янӑраса кайрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗвелӗн ӑшӑ ҫупӑрлавне тахӑшӗ хӑвӑрттӑн вӗлкӗштерсе сирет те, ҫил касси вара хӑлхара янӑраса, питҫӑмартисене, тӑнлавсене тата пуҫа ӗнсе патне ҫитиех ҫупӑрласа, ачана хӑй курма пултарайман таҫти тӗнчене ҫӗклесе каясла ун тавра явӑнать, мӗн-пур ӑс-тӑнне сиресле, ҫӗр ҫинче мӗн пурне мантарасла чечен ачашлӑхпа вӗртерет.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Таврари ҫиҫсе, хускалса, янӑраса тӑракан тӗнче суккӑрӑн пӗчӗк пуҫне пуринчен ытла сасӑсем тӑрӑх кӗрсе вырнаҫатчӗ, вӑл мӗнле пӗлме-ӑнланма пултарни те ҫавӑнтанах килетчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл ирӗксӗрех ҫав еннелле пӑхкаласа илчӗ, хӑлхинче вара: «Ыран — суд, тепӗр кунне — гильотина» тени, виле пытарнӑ чухне юрлакан юрӑ пекех янӑраса тӑчӗ.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӑвӑллӑн алӑ ҫупни янӑраса кайрӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Библиотекӑри кӗнеке шкапӗн чӳречисем ҫурӑлаҫҫӗ те янӑраса урайне ӳксе ванаҫҫӗ.Стекла в библиотечных шкафах лопались и со звоном падали на пол.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тимӗрпе сӑрнӑ арча мӑлатукпа ҫапнӑ пекех янӑраса тӑчӗ, ҫав сасӑ ҫынна пытарнӑ чухне юрлакан юрӑ пекех туйӑнчӗ.
XI. Вилме пӳрнисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӗр-пӗрне ҫапӑнакан хӗҫсем чанклатни, пӗр вӗҫӗмсӗр пӑшал пени янӑраса тӑчӗ.Потом лязг скрещивающихся сабель, и один за другим — залпы ружей, несущие смерть.
IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Говэн команда пани янӑраса кайрӗ: «Малалла!»
IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл хупӑ та таҫтан малтан тухакан сасса илтрӗ; сасӑ ҫӗршыв хӗрринченех килсе, ҫак тӳрем вырӑн тӑрӑх кӗмсӗртетсе янӑраса кайнӑн туйӑнчӗ.Раздался глухой и утробный глас; он шел откуда-то издалека, его подхватило и донесло сюда эхо.
V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл чӗркуҫҫийӗсем хутланнине туйса илчӗ, ҫак хӑрушӑ та чӗрчунсӑр ирӗклӗхре хӑй пулӑшусӑр иккенне ӑнланса, шанӑҫ ҫухатнӑ мӗскӗн хӗрарӑм пачах ӑсран кайрӗ те пушхирте тӗлӗнмелле янӑраса каймалла кӑшкӑрчӗ:
V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Параппан тӑнкӑртатни янӑраса кайрӗ.
II. Вилӗм калаҫать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӗррехинче каҫхине, тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуталма пуҫласан, ҫывхарса килекен ҫуллахи каҫ тӗттӗмӗнче, ҫутҫанталӑк шӑплӑхӗнче, вӑрманти ҫулҫӑсем чӗлтӗртетни те, тӳремри курӑксем чӑштӑртатни те илтӗнмен вӑхӑтра, сасартӑк труба сасси янӑраса кайрӗ.
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.