Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫта пӑрахса кайма кӑна мар, тепӗр чухне шыва сиксе вилес килет.

Да порой не то что уйти, а в воду ухнуть бывает охота.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук хыҫҫӑн ҫурални, вун ик ҫулхи чӗлхесӗр Ярмул, ҫулла шыва кӗнӗ чух ашшӗ куҫӗ умӗнчех пӗвене «путса» вилнӗ…

Родившийся после Ивука немой Ярмул «утонул» двенадцати лет от роду летом на речке, прямо на глазах у отца…

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑшсем пек ярӑнса Анчӗҫ шыва сар хӗрсем.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Сетнер, таврӑн хӑвӑртрах, Шыва анать пӗр арӑм…

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Шыва анать витрепе Нарспи куллен ирхине.

Помоги переводом

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑл нимсӗр халӑха хӑварчӗ: Ҫӗр ҫук — шыва халь сик те пут».

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унтах арман; ун патӗнче Шыва кӗме те вырӑн пулӗ».

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ сахал-и тар кӑларнӑ, Сахал-и кайнӑ йӑванса, Лачкам шыва ӳксен те ларнӑ Сивве пӑхмасӑр вӑл шӑнса.

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ку шыва ахаль сиктермелле мар.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла юрать-и, Натали тӑлӑх арӑм тесе ун умӗнче сарҫу евӗр ирӗлсе шыва сикмелле-и?

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн тӑвас, Натали, хамӑр бригадӑнне те ҫапла шыва чикес-и? — салтӑннӑ михӗ ҫӑварне хыттӑн туртса ҫыхрӗ Сехре.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ку сӑмаха Маринерен темиҫе хутчен те илтнӗччӗ, анчах бионтизаци кун пек пулассине шутлама та пултарайман: сӑра хуранӗ ҫакса янӑ та вире вӗри шыва чике-чике кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вире мар, пӑрҫана вӗри шыва чикмелле пулӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе кунтан вара Сехре Иванӗ бригадӑран шыва путнӑ пекех ҫухалчӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫитиччен пӗр канмасӑр ӗҫлерӗ, ҫынсем кӑнтӑрлахи апат турӗҫ, пӑртак ларса канчӗҫ, ҫамрӑкраххисем уҫӑлмалла шыва кайса кӗчӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта ҫанҫурӑмпа лӗп шыва кӗрсе ларнӑн туйӑнать.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе ача шыва кӗрсе кайнӑ та, кӑвакалсем пек, вӗҫӗмсӗр шыв айнелле чӑмаҫҫӗ, вӗсем кунта ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ирех килсе тухнӑ та мӗн каҫченех ҫапла выляҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ, хурӑн ҫырли татаҫҫӗ, шӑхлич тӑваҫҫӗ, киле илсе кайма шыв хӗрринче шапа хуранӗ пек япаласем пуҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре тухса кайсан, Кӗтерне кӑнтӑрла мӗнле те пулин сӑлтав тупса Марине патне те кӗресшӗнччӗ, анчах хӑйӗн дояркисем ӑна Марине шыва хутнӑ кантӑра кӑларма кайнӑ терӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Людмила кӗсменсем шыва шӑмпӑрт! шӑмпӑрт! тутарса харӑссӑн ыткӑннине чылайччен савӑнса пӑхса тӑчӗҫ, Людмила каччӑсене таҫта аякка ӑсатнӑ пек аллине те сулкаласа илчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила халь-халь шыва сикес пек чӗтресе тӑрать.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней