Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫийӗнчи кӗрӗкне вӑл йӳле янӑ, начар кӑна атӑ тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине тарласа хуралнӑ хӗрлӗ околышлӑ кивӗ картус лартса янӑ.На нем был расстегнутый кожух, плохие сапоги, старая фуражка с засаленным дочерна красным околышем.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унтан, ҫавӑнтах рельс ҫине ларать те, ҫара ура ҫинчен кантрапа каркаласа тӑхӑннӑ резина калошӗсене салта пуҫлать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл вутра ӗннӗ ҫӳҫӗсемпе — ҫара пуҫӑнах, хӑй ҫине симӗс коленкортан ҫӗлетнӗ жилет тӑхӑннӑ.Он был без шапки с обгоревшими волосами, в стеганом жилете из зеленого коленкора.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кунта тӗрлӗрен халӑх тӗрткелешсе тӑрать, хӑшӗ-пӗри — ури тупаннех ҫитекен вӑрӑм пальто тӑхӑннӑ, теприсем — ял кӗрӗкӗ е окопра йӑваланса выртнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк шинель уртса янӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кӑвак жупансемпе хӗлхем евӗр хӗп-хӗрлӗ шалавар тӑхӑннӑ гайдамаксем тикӗс хирте вара тем вӑхӑтченех, никам тирпейлемесӗр йӑваланса, ҫӗрсе выртнӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сарӑ ҫӑмӗсем сӑтӑрӑлнӑ Питӗр кӗрӗкне тӑхӑннӑ Марьяпа ланкашка ӗнселлӗ ырхан Алешка тата ҫӑм тутӑрпа хӗресле туртса ҫыхнӑ пӗчӗк Машка урам урлӑ каҫса кайнӑ чух, казак, хапхине хупнӑ май, хура ҫӳҫ пайӑрки айӗнчи куҫӗсемпе ыррӑн мар пӑхса тӑрса юлать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Алӑкӗ кӑшт ҫеҫ уҫӑлать те ун умне — хулӑн кӗленчеллӗ куҫлӑх тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын, ҫунакан ҫуртине аллипе хупласа, тухса тӑрать.Дверь приоткрылась, заслоняя свечу, появился молодой человек в очках с толстыми стеклами.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тепри — лутра кӑна, нӑкӑ ҫын, хӗп-хӗрлӗ сӑн-питлӗскер, лайӑх бекеша тӑхӑннӑ, — нимӗнле революцирен те шикленмесӗр — ҫаврака ҫӗлӗкне вӗҫкӗнӗн, хӑлхи ҫинелле лартса янӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Бушлатсемпе шинель тӑхӑннӑ ҫынсене такшин вӗрентсе тӑни уҫҫӑнах паллӑ: пӗр ҫӗр ҫынна яхӑн харӑсах Ленин поезчӗ патнелле хусканать.Людям в бушлатах и шинелях явно давались указания: человек сто решительно двинулось к поезду Ленина.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Перрона тасатма хушатӑп! — кӑшкӑрса пӑрахать вӑл, карандашне матрос бушлачӗсемпе салтак шинелӗсем тӑхӑннӑ, усаллӑн кӗрлесе тӑракан ҫынсем енне тӑсса.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫурҫӗр тӗлӗнче ҫеҫ «патша павильонӗ» умӗнчи перрон ҫинче ҫынсем курӑнаҫҫӗ, вӗсен хушшинче: Халӑх комиссарӗсен совечӗн ӗҫӗсене пӑхса тӑракан, вӑлах Ленина сыхлакансене асӑрхакан, ҫывӑх куҫлӑ, тимлӗхлӗ, калаҫма юратакан ҫын; унпа пӗрлех — аллине хулӑн ҫыхӑллӑ алҫырӑвӗсем тытнӑ Владимир Ильич, салтак шинелӗпе хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Сталин, тата хура сухаллӑ, чирлӗ, шуранка сӑнлӑ Свердлов тӑраҫҫӗ…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пуҫтарӑннӑ халӑх хушшинче хӗрарӑмсем те нумай — вӗсем шаль пӗркеннӗ, тутӑр ҫыхнӑ, полушубкӑсем тӑхӑннӑ, хӑшӗ-пӗри винтовка тытнӑ.Было много женщин — в шалях, в платках, в полушубках, иные с винтовками.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Нимӗҫ салтакӗсем, вагон чӳречисене уҫа-уҫа пӑрахса, — тӑвайккисем тӑрӑх ҫаралнӑ сад-пахчисем хушшинче сапаланса ларакан — улӑм ҫӗлӗк тӑхӑннӑ шурӑ хатӑсем ҫине, лутра кӗлетсем ҫине, кураксем хӑйсен пӗлтӗрхи йӑвисем таврашӗнче темрен хӑранӑ пек вӗҫсе ҫӳрени ҫине — хавассӑн пӑхкаласа пыраҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Февраль уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче Брест-Литовскра, мир ҫинчен калаҫакан ларусем туса ирттерекен залра, кӑвак свиткӑпа смушковӑй ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ икӗ ҫамрӑк ҫын — Любинскипе Севрюк курӑннӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Коридор тӑрӑх Иван Гора патне, ҫӗрлехи шӑплӑхра чул урайне атти кӗллисемпе хыттӑн шаклаттарса, пӗр бекеш тата смушковӑй ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын пырать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Коридорта, кӗрӗкне хулпуҫҫийӗсем ҫине уртса янӑ ҫын пыни палӑрчӗ, — васкаса утать, вӑл каракуль ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ пуҫне тайнӑ, шӑнса кайнӑ аллисене брюки кӗсъисене чикнӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ӑс-тӑнӗпе пулсан, Иван Гора ӗненет, анчах ҫӗтӗк бекеш тӑхӑннӑ ӳт-пӗвӗ, сивӗпе чӗтрекенскер, иккӗленчӗклӗ хирӗҫ шухӑш енне сулӑнать.Головой Иван Гора верил, а тело, дрожавшее в худой бекеше, клонилось в противоречие.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл хура сукнаран ҫӗлетнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пӗр, фин ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ, пысӑк уссиллӗ лутра ҫеҫ этем, йӗрес пек сассипе темиҫе хутчен: «Калаччӗ эс — мӗскер тумалла? Кала, мӗн тумалла пирӗн?» — тесе тархаслать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Амфитеатрти пек лартса тухнӑ саксем ҫинче хӗсӗк те шавлӑ, унта салтак шинеллӗ фронтовиксем, полушубкӑллӑ, мулахайлӑ тата ваткӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ рабочисем ларса тулнӑ.