Поиск
Шырав ĕçĕ:
Часах акӑ малтанах вӑйсӑр та сайра, унтан шавлӑн алӑ ҫупни илтӗнсе кайрӗ.Наконец раздались рукоплескания, сначала слабые и редкие, затем все более шумные и дружные.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Иккӗшӗ те шурӑ халатпа, сукмак пуҫланнӑ ҫӗре ҫитсен, командир юр ҫине выртнӑ та шума пуҫланӑ, пульӑсем сайра хутра шӑхӑра-шӑхӑра иртнӗ.
«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Тинӗс хӗрринчи ханкӑрсенче пурӑнакансем те унӑн сӑнне — улла калаканскере — чул хысакӗсенче каса-каса кӑлараҫҫӗ, ҫав хушӑрах хӑш-пӗр йӑх ҫул пуҫӗсем кӗтӳҫе пуҫ ҫапакансене вӗлерни те сайра мар, мӗншӗн тесен унӑн вӗрентӗвне ӑссӑрла та хӑрушла тесе пӗтӗмлетеҫҫӗ.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Гусев ҫаврӑнчӗ те аялтанах — ҫӗр ҫумӗнченех — вирхӗнсе чупакан чӗр чун еннелле шаплаттарчӗ; сайра йӑрӑмлӑ хӑмӑр ӳт, тӑватӑ ура кӗтесленсе ҫӗкленнӗ.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кузьмин куҫӗсене хӗсрӗ, сайра сухалне силлекелесе ҫурма сасӑпа чӗнчӗ:Кузьмин, сощурившись, мотнув редкой бородкой, сказал в полголоса:
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тахҫан ӗлӗк вӑл Сучанри кӑмрӑк кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ те, ҫавӑнтан вара унӑн сайра тӗл пулакан йӑласем юлнӑ: вӑл ниҫталла та пӑхман, анчах пурне те курнӑ, ҫав вӑхӑтрах темиҫе кун хушши пӗр сӑмах та калаҫман.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Вӑл вӑхӑтсенче вӗсем сайра тӗл пулакан аван каччӑсем пулнӑ.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Эпӗ вӑл хӑҫан пырса тӑнине курмарӑм, тата ӑна тӳрех палласа та илеймерӗм; эпир темиҫе ҫул хушши пӗр хуларах пурӑннӑ пулсан та, сайра хутра ҫеҫ, ӑнсӑртран та наччаслӑха ҫеҫ хирӗҫ пулкалаттӑмӑр.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл эрех сайра ӗҫетчӗ тата нихҫан та тенӗ пек ӳсӗрӗличченех ӗҫместчӗ; хӑйӗн ӗҫне пит аван пӗлсе тӑратчӗ, ӗҫе юратса ӗҫлетчӗ, ун аллинче кирпӗчсем вӗҫсе кӑна тӑратчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамая эпӗ сайра кураттӑм; вӑл ватӑлнипе сӳтӗле-сӳтӗле каякан кукаҫее тӑрантарса, ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлетчӗ, куккасен ачисемпе аппаланса пурӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Капендюхин вӑл — сайра ҫеҫ тӗл пулакан боец, ӗҫ ӑнманни ҫынна ҫилентерет ӗнтӗ, эпир чухлатпӑр!Капендюхин — редкий боец, а неудачи злят человека, мы понимаем!
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑшпӗр чухне, пирӗн мастерскойри чи лайӑх личник Жихарев сӗннипе, чиркӳ юррисене юрлама хӑтланса пӑхатчӗҫ, анчах ҫавӑ сайра пулкалатчӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юрлассине вӑл сайра юрлатчӗ, анчах ун сатурланса юрлакан юррисен влаҫӗ яланах пӗр пек ҫӗнтерӳллӗччӗ, унтан хӑтӑлмалли ҫукчӗ; ҫынсен тем пекех ӑш ҫунать пулсан та, вӑл вӗсене ҫӗклентерсе, хӑпартлантарса яратчӗ, пурте пӗтӗм вӑйӗсене пуҫтарса, хӗрӳллӗн пӗрле пӗрлешнипе вӑй-хӑватлӑ орган пекех пулса тӑратчӗҫ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗҫессе вӑл сайра ӗҫет — ҫулталӑкра ик-виҫӗ хут ҫеҫ, анчах та вара вӑйлӑ, чӑн-чӑннипех ӗҫсе лартать, вӑл та праҫниксенче кӑна пулать.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Ытти вӑхӑтсенче вӑл ялан тем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрерӗ, сайра хутра, ним каламасӑрах, такама пӳрнипе юнаса илчӗ.Все остальное время дня он о чем-то думал, изредка грозил молча кому-то пальцем.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Чӑнах вӗт, пӗртен-пӗр сӑмахран тарӑн шухӑшлӑ предложени тума сайра ҫын пултарать, анчах та вӑл пултарать, ҫитменнине мӗнле пултарать-ха тата!
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Петя вӑрман тӑрӑхӗ хӗррипе пирӗн паталла енчен енне сулӑнкаларах утса килет, сайра хутра чарӑнса тӑрса йывӑҫсем ҫине хуҫалла пӑхкаласа илет.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Унтан ывӑҫ тупанӗпе ҫамкинчен пуҫласа ӗнсине ҫити шӑлса илчӗ, — ҫавна пула сайра ҫӳҫӗсем пӗр тӗлте пухӑнса автан киккирикӗ пек пулса тӑчӗҫ, — ҫамки ҫинчи хутламӗсене аялалла антарчӗ, янахне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те тӳрех ҫапӑҫма юратакан, анчах тӗсне ҫухатнӑ, сӑхса пӗтернӗ киккириклӗ автан пек пулса тӑчӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Унӑн сайра та шурӑ ҫӳҫӗсем пуҫӗн пӗр енчен милкӗ вӗҫӗ пек тухса тӑраҫҫӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Вӑл «фальша» тесе калать пулсан, иконӗ хаклӑ та сайра ҫеҫ тӗл пулаканскер пулатчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.