Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Сигон [Есевон патши] вара хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе Яаца хули патне пире хирӗҫ ҫапӑҫма тухрӗ; 33. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, ӑна [пирӗн алла] ӳкерчӗ, эпир ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те, унӑн пӗтӗм халӑхне те ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, 34. ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр, мӗнпур хулине, арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех тупаларӑмӑр, пӗр ҫынна та чӗрӗ хӑвармарӑмӑр; 35. хамӑр валли тупӑш вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне анчах, хамӑр ҫӗнтернӗ хуласенче мӗн туртса илнине анчах илтӗмӗр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2. унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3. вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тилҫи ҫын ӳт-тирӗ ҫинче ҫеҫкеленсе каяс пулсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури патне ҫитичченех, священник куҫӗ курма пултарнӑ таранах, хупласа илес пулсассӑн, 13. священник унӑн пӗтӗм ӳтне тилҫе хупласа илнине курӗ те чирлӗ ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех шап-шурӑ пулса кайнӑ: вӑл таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн, 3. е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн, 4. ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр; 5. е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр; 6. хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр; 7. священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн шӑпах ҫак ҫула суйласа илнине ӑнланмашкӑн Крым историне, Раҫҫей - Крымшӑн, Крым Раҫҫейшӗн мӗнешкел пысӑк пӗлтерӗшлине пӗлни те ҫителӗклӗ.
Эпир пурте - яланах пӗрле! // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова ватӑсенчен укҫа шыраса илме суда тухнӑ тавӑҫсене каялла илнине ӗнентернӗ.Глава Фонда Олимпиада Епифанова убедила, что они отозвали все дела в судах подобного характера.
Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html
Таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗнчи тупӑшу еплерех вӑй илнине уҫӑмлатас тӗллевпе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче мониторинг ирттернӗ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ялсенче суту-илӳпе ӗҫлекенсем тупӑшӑн 25-30% шӑпах алкоголь продукцийӗнчен илнине аса илтерекен те тупӑнчӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№