Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел хушшине атаманпа писарӗн икӗ айӑккине хисеплӗ стариксем — кӗмӗл кӑвак сухаллӑскерсем — кӗрсе ларчӗҫ, ҫамрӑкрах казаксем темӗн тӗрлӗ сухаллисем те сухалсӑррисем те тепӗр ушкӑна чӑмӑртанса тӑчӗҫ, пуҫӗсене ӑшӑ сурӑх тир ҫухавийӗсенчен кӑларса, шавлама тытӑнчӗҫ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапӑҫун уйрӑм-уйрӑм тӗлӗсем Дарья куҫӗ умӗнче таткаланса пӗтнӗ тӗрлӗ тӗслӗ лӑнчашкасем евӗр мӗлтлетеҫҫӗ: чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Митька Коршунов хӑй умӗнчен чупса иртекен Сергей Платоновича тимӗр винтӑпала янлаттарса янине курчӗ вӑл, курчӗ те тӗлӗнмерӗ; лешӗ, хӑлаҫланса пыракан аллисене сарса ярса, тараса пӳлӗмнелле рак пек чакма пуҫларӗ; ӑна ура кӗллисемпе таптаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн йӑвалантараҫҫӗ…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кашни ирех, пит ҫунӑ хыҫҫӑн столовӑя, стена ҫинче темӗн пысӑкӑш тупӑк пек ҫакӑнса тӑракан сехет айне пӗр йӗркерен тӑрса тухнӑ, амӑшӗ хыҫала тӑнӑ, вара, спальнӑран ашшӗ кӗххӗм-кӗххӗм туса ӳсӗркелени илтӗнсе кайсанах, йӑлӑхтарса ҫитернӗ тӗрлӗ сасӑпа «Эй, турӑ, хӑвӑн этемӳсене ҫӑл», унтан «Эй, ҫӳлти аттемӗр» юрӑсене юрлама тытӑннӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӗҫсемпе, тӗрлӗ ҫӗре кайса ҫӳресе, вӑхӑт иртнӗ: е Мускава каймалла, е Чулхулана, е Урюпинскине, е тата станицӑсенчи ярмаркӑсем тӑрӑх ҫӳремелле.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрлӗ, кӑвак, шупка-хӗрлӗ витӗсемпе тумлантарнӑ лашасем, ҫилхисемпе ҫамкисем ҫине хутран тунӑ чечексем, тӗрлӗ лентӑсем ҫивӗтлесе ярса капӑрлантарнӑскерсем, хӑнкӑрмисене хӑнкӑртаттарса, кӑпӑк чӑмаккисем тата-тата ӳкерсе, ҫул тӑрӑх ҫил пек ыткӑнаҫҫӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каҫсерен тем тӗрлӗ те шухӑшласа хурать вӑл, типӗ куҫӗсемпе мӑчлаттарса, тӗттӗмлӗхе пӑхать.По ночам передумывала вороха мыслей, моргала сухими глазами в темь.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑтипеле чуптуса илнӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич сӗтексӗр, шанса кайнӑ хӑяр татӑкӗ чӑмласа ҫӑтрӗ те темӗн тӗрлӗ кӑмӑлсем пӗр ҫӗре эшкерленнипе йӗрсе ячӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑйӗн пуҫӗнче арӑмне асаплантармалли пин-пин тӗрлӗ май хатӗрлесе выртатчӗ вӑл, вара хӑйӗн шӑлӗ хушшине шултра кӗрпеклӗ хӑйӑр лекнӗ пек туйса илетчӗ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казаксем унпала пӗрле хӑйсен килйышӗсемпе хурӑнташӗсене саламсем, тӗрлӗ сӗнӳсем-наказсем парса ячӗҫ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кун пек тӗлӗнмелле хӑтланнин тупсӑмне тупма пикенсе, хутор темӗн тӗрлӗ те шутласа пӑхнӑ, хӗрарӑмсен, яланах ҫакӑн ҫинчен тӑрӑлтатнипе, пӗр-пӗрне пуҫ пӑхса яма та вӑхӑт пулман.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑнасем вара карчӑкпа хӗрсем хыҫҫӑн хӑна пӳлӗмне утрӗҫ: хӑйсем апат умӗн эрех ӗҫнӗ сӗтел урӑхланнӑ: ун ҫине тӗрлӗ йышши варенисем тултарнӑ пӗчӗк чашӑксем, арбузсем, чие ҫырлисем тата дыньӑсем хунӑ пысӑк чашӑксем лартса тултарнӑ.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Иртнӗ каҫ пулса иртнинчен те хытӑ тӗлӗнчӗ; ҫӑвӑнчӗ, мӗн май килнӗ таран лайӑхрах тумланчӗ, хайхи леш, запорожецсенчен илнӗ тумтирне тӑхӑнчӗ, арчаран вил путек тирӗнчен решетиловкӑра ҫӗлетнӗ кӑн-кӑвак тӳпеллӗ ҫӗнӗ ҫӗлӗкне кӑларчӗ, Полтавӑра пурӑннӑ чух туяннӑранпа та тӑхӑнманччӗ-ха вӑл ӑна, тӗрлӗ тӗслӗ йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пиҫиххине те кӑларчӗ; ҫаксене пурне те саламачӗпе пӗрле тутӑрпа чӗркерӗ те вара, тӳрех Чуб патне тухса утрӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӗринче ун тем чухлӗ туйӑм, тем тӗрлӗ туйӑм, пӗринчен-пӗри ытларах кӑмӑла хуҫать, пӗри тепринчен салхуллӑрах, ӑшӗ вӑркани вара сӑнран пӑхсах паллӑ: куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем чӗтренсе тӑраҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кусен вара пуҫӗсем ҫинче лавккари пекех тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем, мӑйӗсенче кӗмӗл тенкӗсемпе хӗрессем, пӗчӗкҫӗ медаль пекрех пӑхӑр тенкӗсем лӑк тулли.У которых на головах намотана была целая лавка лент, а на шее монист, крестов и дукатов.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗр ҫӗрте йӗкӗтсем хӗрсене хупӑрласа илчӗҫ: шавлаҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ; пӗри юр чӑмӑрккипе перкелешет, тепри юлташӗсенчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫҫине туртса илме хӑтланать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗрӗсем кулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, каччисем те тем тӗрлӗ шӳт те шухӑшласа кӑларӗҫ.Хохочущих и поющих девушек и между парубками, готовыми на все шутки и выдумки.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӑн та, хурлӑхан ҫулҫи яраҫҫӗ ӗнтӗ, ытти тӗрлӗ курӑк та яркалаҫҫӗ, анчах канупер сапаҫҫӗ тенине… ҫук, илтмен эпӗ ун пеккине.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ку ытла япӑхах мар-ха, — шухӑшларӗ асатте, сӗтел ҫинче сысна ашӗ, колбаса, тӑварланӑ купӑстапа сухан тата тем те пӗр тӗрлӗ тутлӑ ҫимӗҫ пуррине курсан, — ку усалсем типӗ тытмаҫҫӗ пулмалла».
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, ярмӑркасенче ҫапла ӗнтӗ вӑл, тем тӗрлӗ халӑх та пур.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ялти ҫынсем хушшинче урлӑ-пирлӗ калаҫаканнисем те пур, ҫав хӗрарӑм голован хӗрпултӑрӗ те мар, хурӑнташӗ те мар, теҫҫӗ; анчах эпир хамӑрах куртӑмӑр ӗнтӗ, голована курайман ҫынсем нумай, вӗсем ун ҫинчен тем тӗрлӗ элек сарма та хатӗр.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.