Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хул сăмах пирĕн базăра пур.
хул (тĕпĕ: хул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гарикӗн хул мускулӗсем вырӑнтан вырӑна мӑкӑльт-мӑкӑльт куҫаҫҫӗ.

Мышцы на руках Гарика перекатывались.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вялов Ульяна Баймаковӑна хул айӗнчен тытнӑ та ӑна каласа кӑтартнӑ май, Петр патнелле ҫывхарнӑ.

Вялов приближался к Петру, ведя под руку Ульяну Баймакову, рассказывал:

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Йӑтӑр, ҫӗклесе кӗрӗр, — хушрӗ Алексей; Никита ашшӗне хул айӗнчен тытрӗ, анчах ҫав вӑхӑтра унӑн ури пӳрнисем ҫине такам ҫав тери хытӑ пусрӗ те, вӑл пӗр минутлӑха нимӗн курми пулса ларчӗ.

— Поднимайте, несите, — командовал Алексей; Никита подхватил отца под локоть, но кто-то наступил на пальцы ноги его так сильно, что он на минуту ослеп.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Хамӑн ҫулланса пӗтнӗ ҫӗтӗк пальтона, ҫӑмӗ ҫаралса пӗтнӗ мулаххая тӑхӑнтӑм, инструментсем хуракан ешчӗке илтӗм, хул айне кӗленче листи катӑкӗсене хӗстертӗм, туя тытрӑм.

Надел свое замасленное рваное пальтишко, облезлую шапку-ушанку, взял рабочий ящик, куски стекла подмышку, палочку.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вӑл Ковшова хул айӗнчен сасартӑк ҫавӑрса тытрӗ.

Он порывисто взял Ковшова под руку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫӗрле Николай Михайлович пӗр страницине хутпа чӗркесе хул айне, кӗнеке хӗстернӗ пек, хӗстерет те аялти хута, хӑй ӗҫлекен вырӑна, илсе каять.

Ночью Николай Михайлович удачно завернул в бумагу первую страничку набора и понес подмышкой, как книгу, к своему рабочему месту в нижний этаж.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Типшӗм ҫурӑмӗ ҫинче хӑпарса тӑракан шӗвӗр хул калакки шӑммисенчен пуҫласа пилӗк таранах тӳрленмен ҫӗвӗксем.

Худенькую спину с острыми лопатками покрывали свежие рубцы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Тахӑшӗ ӑна хул лапаткинчен питӗ хытӑ тӗртрӗ.

Кто-то сильно толкнул его в плечо.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Командир, Борина хул айӗнчен тытса, пӑртакҫӑ аяккалла илсе кайрӗ.

Командир взял под руку Борина и немного отвел его в сторону.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пуҫӗнче ун пӳтек ҫӑмӗнчен йӑваласа тунӑ шӗлепке, пушӑ аврине хул хушшине хӗстернӗ те вӑл, пушши вӗҫне тӗвӗлет.

В поярковой шляпе и, локтем придерживая кнутовище, связывал кнут.

1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Хӑрах алли пачах ҫук ун: хул тӗпӗнченех тӑпӑлса тухнӑ вӑл.

Руки у него совсем нет: она вылущена в плече.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Шур саппун ҫакнӑ икӗ санитар Михеева ик хул айӗнчен тытрӗҫ те, ҫӗклесе тухнӑ пекех кабинетран илсе тухрӗҫ.

Два служителя в белых фартуках подхватили Михеева под руки и почти вынесли на руках из кабинета.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вилнӗ ҫыннине хул айӗпе чӗркуҫҫи айӗнчен тытса ҫӗкленӗ те хутлатса ерипе шӑтӑка антарнӑ.

Взяли мертвого под мышки, да под лытки, перегнули, спустили полегонечку,

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан Нефед пичче, тупӑка илсе, хул хушшине хӗстерчӗ те пытарма йӑтса кайрӗ.

Потом дядя Нефед взял гробик под мышку и понес хоронить.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапла каларӗ те Дина, хӑма татӑкне хул хушшине вашт хӗстерсе, садалла вӗҫнӗ пек кӗрсе ҫухалчӗ.

Сказав это, Дина, плотно сжав дощечку под мышкой, скрылась в саду.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Типшӗм хул-ҫурӑмӗ ҫинчи вараланчӑк шалпар сӑхманӗ хӗрес юпи ҫинчи пек ҫакӑнса тӑрать, хул калакӗсем шӑкӑлтах палӑраҫҫӗ.

Длинный, грязный армяк болтался на худом теле, как на кладбищенском кресте, на спине выпирали острые лопатки.

Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Пӗр сӑмах-юмах, чеччерен те хул кастарман.

И вообще — оспа не привита.

Сифилис // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 134–142 с.

Йӑлтах сар ҫу — юхать валакри пек ик хул хушшипе.

и течет по желобу промежду лопаток.

Литейщик Козырев Иван хӑйне ҫӗнӗ хваттере вырнаҫтарни ҫинчен каласа пани // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 88–92 с.

Иккӗшӗ хул хушшийӗсене пуснӑ хурсем хӗстернӗ, тепри — курпунне кӑларса, шинельне йӳле янӑскер, ҫурӑмӗ ҫинче михӗ йӑтса пырать; тепӗр иккӗшӗ, автомат ҫакнӑскерсем, ахалех ҫӑмӑллӑн утаҫҫӗ.

Те, кто был без оружия, несли под мышкой битых гусей, один, согнувшись и расстегнув шинель, тащил на спине мешок, а остальные двое шли налегке, с автоматами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Пысӑк та ӑшӑ аллисемпе вӗсен пуҫӗсене хӑй умне пӑчӑртарӗ, шӗвӗр хулпуҫҫисене, тӑратса тӑракан хул калакӗсене хыпашласа тупрӗ, кашнинех куҫран пӑхрӗ:

Большими теплыми руками прижала к себе их головы, ощупала острые плечи, торчащие лопатки, заглянула каждому в глаза:

56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней