Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗс суд тӑватӑн пулсан, эсӗ пурин умӗнчех суд ту — мӗнрен хӑрамалла?Ежели ты судишь справедливо, ты суди при всех — чего бояться?
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна ман куҫ умӗнчех ҫапрӗҫ, тытӑҫса кайнӑ халӑх хушшинчен туртса кӑлартӑм ӑна…
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑйӗн куҫӗсем умӗнчех вӑл Ольгӑн тарӑхнипе чарӑлса кайнӑ куҫӗсене, унӑн тарӑхпа сывлакан тутисене курчӗ.Перед самыми глазами она видела большие, расширенные от гнева глаза Ольги и ее дышащие гневом губы.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Малтан вӑрӑмтуна пек кӑначчӗ, унтан шана пек пулчӗ, куҫ умӗнчех ӳссе пысӑкланса пырать.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Амӑшӗн куҫӗ умӗнчех унӑн тирне сӗвмеллеччӗ, унӑн хӑлхисене касса татмаллаччӗ, куҫӗсене чиксе шӑтармаллаччӗ.Надо было на глазах матери сдирать с него кожу, отрезать уши, выколоть глаза.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тырӑ пани — ҫӗре тӑшмана сутни, хамӑр ҫынсене сутни, пӗтӗм тӗнче умӗнчех нимӗҫ — ылтӑн пек тыр-пул паракан Украина ҫӗрӗн господинӗ, Украина ялӗсенче хуҫа пулса тӑрать, тесе йышӑнни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унта пӗр нимӗҫ салтакне кӗтес хыҫӗнчен пенӗшӗн нимӗҫсем посёлока тӑватӑ енчен хыптарса янӑ, вутран сиксе тухакан хресченсене пере-пере пӑрахнӑ, амашӗсен куҫӗ умӗнчех пӗчӗк ачасене ҫулӑм ӑшне ывӑтнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ир еннепе ӑна чӳрече умӗнчех илтӗнекен сасӑсем вӑратрӗҫ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вара тарӑхса кайнӑ Роджерс ретсем хушшинчен алӑ айне лекнӗ темиҫе ҫамрӑка туртса кӑларчӗ те ҫавӑнтах, строй умӗнчех, персе пӑрахрӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мӗн пулса иртнине пӗлсен, вӑл мӗн тери кулянасси куҫӑм умӗнчех.Воображаю себе ее горе, когда она узнает о том, что случилось!
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
МТС работникӗсем пӗр ҫӗре пухӑнса ларнӑ, вӗсеке куҫ умӗнчех.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл Валентинӑна хӑй патнелле хыттӑн туртса илчӗ те ун пичӗ умӗнчех кулса ячӗ:Решительным жестом он притянул ее к себе и засмеялся ей в самое лицо:
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Чир хӑвӑрттӑн вӑйланса пычӗ, старик куҫ умӗнчех сӳнме пуҫларӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӑнтӑрлапа, пӗр виҫӗ сехет тӗлнелле, Двина ҫине «Аттентив» крейсер пырса кӗчӗ те пӗтӗм хула халӑхӗн куҫӗ умӗнчех чарӑнса тӑчӗ.Около трех часов дня на Двине показался крейсер «Аттентив» и остановился на виду у всего города.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ледоколсем ман куҫ умӗнчех майӗпен шыва путрӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кунтах, уйрах, уйри хуран умӗнчех апатланчӗҫ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗвел пӑхнипе, ҫил вӗрнипе ҫӗр куҫ умӗнчех типсе пырать.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫил пӗлӗтсене хытӑ хӑваланипе ҫав йӗр куҫ умӗнчех пысӑкланса пыма пуҫларӗ, Валентинӑпа палламан колхозник шӗвек тӑпраллӑ уйра ҫывӑх туссем пек йӑл кула-кула, хӑйсен пичӗсем тӑрӑх ҫумӑр тумламӗсем юхнине те асӑрхамасӑр, ҫав йӗр ҫине пӑхса тӑчӗҫ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпӗ сире куҫ умӗнчех мухтанӑшӑн каҫарӑр эсир мана, — терӗ вӑл Авдотьйӑна, унӑн аллине хыттӑнрах чӑмӑртаса, — анчах эпӗ тӗрес калатӑп вӗт-ха!
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Купӑсҫӑ ҫине халӗ уйрӑмах кӑмӑллӑн пӑхрӗҫ, унӑн арӑмӗпе уйрӑмах ӑшшӑн та кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ, — вӑл пассажирсен куҫӗ умӗнчех, пӗр самант хушшинче ӳссе кайса, тӑруках пысӑк ҫын та илемлӗрех пек пулса тӑчӗ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.