Поиск
Шырав ĕçĕ:
— «Ҫути пур та, ӑшши ҫук» — ман шутпа, ҫапла аванрах пек туйӑнать, — терӗ Эльгеев.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вуллинчен шутласан, ку йывӑҫ, темиҫе ҫӗр ҫул хушши асапра ӳснӗ пулин те, сӗткенне упранӑ: ҫирӗп тымарлӑ пек туйӑнать.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӗнчере сансӑр пуҫне урах хӗрача та ҫук пек туйӑнать.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Улӑх енчен тӗллӗн-тӗллӗн йӑваш ҫил вӗрнӗ вӑхӑтра тутлӑ шерпет ӑша ҫемӗҫтернӗ пекех туйӑнать.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юханшыв урлӑ курӑнакан улӑхри утӑ капанӗсем те ун чухне тӗнче илемне капӑрлатма кана унта-кунта купаланнӑ пек туйӑнать.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Лапсака кӗрен пӗлӗтсем хушшинчен курӑнакан кӑвак тӳпе вӗҫӗ-хӗррисӗр пек туйӑнать ӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Темскер пытарать пек туйӑнать мана пичче ку ҫырура…
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Михал Васильч ачи пек туйӑнать?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халӗ Соньӑшӑн пурнӑҫ тӗллевӗ те, ҫемье ҫыхи те арканнӑ пек туйӑнать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ, ҫил-тӑман тухассӑн туйӑнать.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Чӗре ҫунни ҫинчен ҫырмашкӑн халӑх чӗлхинчен ырри ҫук пек туйӑнать мана, Павлуш?
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Те ӳслӗк эмелӗ пур вӑл табакра, те хӑнӑхнӑран ҫеҫ ҫавӑн пек туйӑнать, — ҫӗрулмисене ҫавӑркаларӗ Ахах Иванӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ахаль куҫпа пӑхсан, нимӗнле улшӑну та курӑнмасть пек туйӑнать.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл хамӑр ялти нуша тӳсекен хресченсене чӗнсе каланӑ пек ҫеҫ туйӑнать мана.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ӗнер кӑна ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, паян уяртас пек туйӑнать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл, хӑмӑр сӑрӑпа сӑрланӑскер, йывӑҫсем хӳттине пытаннӑ пек туйӑнать.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах Совет влаҫне хирӗҫлемест пек туйӑнать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чебоксаров профессор Эльгеева темшӗн чӑваш евӗр туйӑнать.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Матильда тени мӑшкӑлланӑ пекех туйӑнать.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Старикпе курнӑҫса калаҫнӑ пекех туйӑнать, — чей ӗҫнӗ май сӑмахларӗ вӑл.