Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӗнпур сăмах пирĕн базăра пур.
мӗнпур (тĕпĕ: мӗнпур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халех пама укҫи ҫук пулсан, Ивановӑн икӗ ят ҫӗрне, вырса илмен тырри-пуллине, пилӗк сурӑхне тата кил хушшинчи мӗнпур ҫурт-йӗрне туртса илмелле тума ыйтатӑп!

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр ҫинче мӗнпур этем унӑн ачи тенӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки ҫав-ҫавах ним туймасӑр ҫывӑрнине курсан, унӑн мӗнпур ҫилли ун ҫине куҫрӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӑл, упӑшкине ҫилленес вырӑнне, мӗнпур айӑпне Кӗтерук ҫине йӑвантарчӗ:

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗн чӗри ку шухӑша мӗнпур ҫамрӑклӑхӗпе хирӗҫлерӗ.

Помоги переводом

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн мӗнпур ырӑ ӗмӗт-шухӑшӑм сан ҫинчех.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнпур инкек ман ӑраскал-телей ҫук пирки сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шухӑшӗ йӗркене кӗрсен, хӑйӗн мӗнпур ӑнӑҫсӑр пурнӑҫне, ҫӗклейми хуйхине тӗпрен ӑнланса илчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӳкесрен сӗтелтен тытма хӑтланса, ҫиттие сӗтӗрсе антарчӗ, унпа пӗрле сӗтел ҫинчи мӗнпур япалана урайнелле сирпӗнтерчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, мӗнпур инкек хӑй аллинчен вӗҫерӗнме хӑтланса тӑракан улшуҫран килнӗ пек шутласа, ҫулӑмлӑ куҫӗпе ун ҫине тинкерчӗ:

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан арӑмӗ Татьяна, Лукарье юсавне те курмасӑр, юнашар тӑракан хӗрарӑмсем калаҫнине те илтмесӗр, мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗпе турӑ ҫинчен шухӑшласа кӗлтурӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн мӗнпур пурлӑх Атӑл ҫинче выртать.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

90 ытла ачана явӑҫтарнӑ номер мӗнпур вӑрҫӑ паттӑрне аса илтерчӗ, мирлӗ пурнӑҫ кирлӗлӗхне кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

«Автохула» станцире вара мӗнпур хӗрача-инспекторсенчен Ангелина Алексеева пӗрремӗш пулнӑ.

Помоги переводом

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Анчах кашни шӑпӑрланӑнах ачалӑхӗ телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен пирӗн, аслисен, мӗнпур вӑя хывмалла.

Помоги переводом

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Юрӑ уявне мӗнпур ӳсӗмри ҫын йышлӑ хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Хӑйӗншӗн кӑна мар, чи малтанах пассажирсемшӗн, ытти мӗнпур ҫул-йӗр участникӗсемшӗн хӑрушлӑх кӑларать вӗт ӳсӗр ҫын.

Помоги переводом

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Сахар пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, шӑпӑрт кӑна картишне тухрӗ, витесен алӑкӗсене уҫа-уҫа хучӗ те — мӗнпур выльӑх кил хушшине кӗпӗрленсе тухрӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑҫта кайин каймӗ, мӗнпур тавара кооператива леҫсе парар.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней