Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах аттен контузипе хупланса пӑсӑлнӑ хӑлхи илтмен пирки вӗсен ӑшӑ калаҫу пуласса шанмарӑм, тӗл пулу пурнӑҫланаймарӗ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Хваттер алӑкӗ ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑлнӑ-хупӑннине никам та илтмен.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Эпӗ унран ҫынна хурланине илтмен, хӑйне пысӑка хунине те курман.
Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Чӑваш ятне илтмен вырӑн та ҫук тесе ҫирӗппӗнех калама пулать.Можно с уверенностью сказать, что нет места, где не слышали про чуваш.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Митта Ваҫлейӗн ҫак сӑвӑ йӗркисене илтмен ҫын, ахӑртнех, ҫук.Не найти, наверняка, того, кто бы не слышал строки из стихотворения Василия Митты.
Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Хусанти илтмен тата япӑх илтекен ачасен 6№ шкул-интерначӗн директорӗ В.Лапшин та ачасем валли пысӑк пахалӑхлӑ илтекен аппаратсем туянма ӗмӗтленет ҫакнашкал акцисем вӑхӑтӗнче.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Билетсем сутса пухӑннӑ укҫан пысӑк пайне шӑпах ырӑ тӗллеве пурнӑҫлама ячӗҫ те, сцена ҫинчех Хусанти пулӑшу кӗтекен социаллӑ учрежденисене – илтмен тата япӑх илтекен ачасен 6№ шкул-интернатне, тӑлӑх ачасен 11№ шкул-интернатне, «Апрель» реабилитаци центрне, «Гаврош» социаллӑ приюта, Муковисцитозпа чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине, тӑлӑх тата йывӑр чирсемпе асапланакан ачасене валеҫсе пачӗҫ.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Шалӑвӗ пӗчӗкки пирки те пӗр ҫынран ҫеҫ илтмен.
Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
«Пуля» ӑна ҫара «тачка вырӑнӗнчен» самаях хытӑ лекрӗ пулмалла — нихӑҫан илтмен сӑмахсемпе тахҫанчченех ҫухӑрашрӗ.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Ҫамрӑк ӑру, тен, Кӗҫтук Кольцов ятне илтмен те.
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
30. Куракан пулнӑ ҫын вӗсене хуравласа каланӑ: ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр; 31. эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет; 32. суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен; 33. Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ, тенӗ.
Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир вара Унӑн сассине те нихӑҫан та илтмен, Унӑн сӑнне те курман, 38. Унӑн сӑмахне те хӑвӑр ӑшӑрта тытмастӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир Вӑл Янӑскере ӗненместӗр.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сана Крит утравӗ ҫинче акӑ мӗн тума хӑвартӑм: санӑн туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемелле, кашни хулана, эпӗ хушнӑ пек, пресвитер лартмалла: 6. пресвитер таса пурӑнакан, пӗрре авланнӑ ҫын пулмалла, унӑн ачисем ӗненекенсем, аскӑн ят е чарусӑр ят илтмен ҫынсем пулччӑр.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑн ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: ¦¦ «Турӑ Хӑйне юратакансем валли хатӗрлесе хунине куҫ та курман, хӑлха та илтмен, ҫакна этем чӗри те туйман» тенӗ.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илтмен мар!
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах ху ӗненмен Турра епле асӑнас? ху илтмен Турра епле ӗненес? вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтес?
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Манпа пӗрле пыракансем ҫутӑ курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ, анчах вӗсем манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен.9. Бывшие же со мною свет видели, и пришли в страх; но голоса Говорившего мне не слыхали.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӑна: эпир Таса Сывлӑш пур тенине те илтмен, тенӗ.Они же сказали ему: мы даже и не слыхали, есть ли Дух Святый.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ханаанра ун ҫинчен илтмен те, Феманра ӑна курман та.22. Не было слышно о ней в Ханаане, и не было видно ее в Фемане.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакна Иаков килӗнче пӗлтерӗр, Иудейӑра хыпарлӑр, ҫапла калӑр: 21. эй куҫу пулсан та курман, хӑлху пулсан та илтмен ухмах та ӑссӑр халӑх, итле ҫакна: 22. эсир Манран хӑрамастӑр-им, тет Ҫӳлхуҫа, Ман умӑмра чӗтреместӗр-им?
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.