Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫма та эпӗ санпа тем тӗрлӗ те пултаратӑп.

И разговаривать с тобой я могу по-всякому.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йытӑсем ӳлеҫҫӗ, ҫур ҫӗр ҫитиччен чылай маларах автансем тӗрлӗ сасӑллӑн авӑтма пуҫлаҫҫӗ.

Выли собаки, и задолго до полуночи вразноголось начинали перекликиваться кочета.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ Петро пасарнӑ пит-куҫсем ҫине, тем тӗрлӗ ҫӗлӗк, мулаххай, кубанка, карттус тӑхӑннӑ пуҫсем ҫине ӳссе кайнӑ мӑйӑхне вӗчӗрхенӳллӗн ҫыртса пӑхрӗ, куҫӗсене ҫӗрелле усрӗ те ҫавнашкалах тем тӗрлӗ япаласене — тӑхӑнса аслатнӑ ҫӑматӑсене, атӑсене, хӗрлӗармеецӑнне хывса илнӗ ботинка ҫийӗпе ҫавӑрса чӗркенӗ обмоткӑсене курчӗ.

Теперь Петро, ненавидяще покусывая отросший белый ус, глядел на заиндевевшие лица, на головы, покрытые разноцветными папахами, малахаями, кубанками, фуражками, снижал глаза и видел такое же богатое разнообразие: растоптанные валенки, сапоги, обмотки поверх снятых с красноармейца ботинок.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хуралта анатри станицӑсенчи кашни хӑйне хапӑллӑ, тӗрлӗ ҫулсенчи казаксем картина ҫинчи пек хытса тӑнӑ.

В карауле живописно застыли разномастные и разновозрастные казаки низовских станиц.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Союзниксен ҫар миссийӗсен ҫав пысӑк мар чинӗсем, мыскараллӑ ӑнсӑртлӑха пула ҫеҫ «посола» лекнӗскерсем, килсе ҫитни вара атаман керменӗнче темӗн тӗрлӗ пӑтӑрмах туса хурать.

Приезд этих-то небольших чинов союзнических военных миссий, по капризу случая попавших в «послы», и наделал столько переполоху в атаманском дворце.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем, пытанма хӳтлӗх шыраса, майлӑрах вырӑн суйласа, тӗрлӗ еннелле шуса кайрӗҫ.

Казаки расползались, ища прикрытия, выбирая места поудобней.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйсене ҫыхӑнтаракан юратӑва тӗрлӗ виҫепе, курайманлӑха вара пӗр виҫепе виҫнине те пӗлмерӗ Листницкий, те пӗлесшӗн те пулмарӗ.

Не знал Листницкий или не хотел знать, что разной мерой меряют связывающую их любовь и одной — ненависть.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн тивӗҫлӗ ӑнлантарусем хушса ҫырнӑ копийӗсем тӗрлӗ ҫӗре саланаҫҫӗ, казак чаҫӗсемпе станицӑсем тӑрӑх пӗр алӑран тепӗр алла куҫса ҫӳре пуҫлаҫҫӗ.

Копии его широко пошли по рукам и, снабженные соответствующими комментариями, загуляли по казачьим частям и станицам.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсенчен пиншерӗшӗ спекуляци тӑваҫҫӗ, тылри тӗрлӗ учрежденисенче ӗҫлеҫҫӗ, тӑванӗ-хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем патӗнче чӑрмантарса пурӑнаҫҫӗ, суранланнисинчен тунӑ суя документсемпе лазаретсенче йӑваланса выртаҫҫӗ…

Тысячи их спекулировали, служили в бесчисленных тыловых учреждениях, ютились у родных и знакомых, с поддельными документами о ранениях лежали в лазаретах…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пачах урӑх тӗрлӗ икӗ япалана пӗр-пӗринчен тӗрӗс уйӑрма ыйтатӑп!

— Прошу строго разграничивать явления глубоко различного порядка!

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хаяр курӑкӗпе тӗрленнӗ лутра типчак вырӑнӗ-вырӑнӗпе сӗм-суккӑррӑн та ҫӑтах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ; унтан каллех вара ытти курӑксене пусса илсе ашкӑрса кайнӑ кӑлкан тӗрлӗ тӗссемпе — хир сӗлли, сарӑ анра ҫарӑк, хурхух, хытӑ, пӗр хӑйне ҫеҫ юратакан, йышӑнса илнӗ лаптӑкран мӗнпур курӑка хӗссе кӑларнӑ эрчемес курӑкӗн тӗсӗсемпе ылмашӑнса, — вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса ларать.

Местами слепо и цепко прижимался к земле низкорослый железняк, изредка промереженный шалфеем, и вновь половодьем расстилался взявший засилье ковыль, сменяясь разноцветьем: овсюгом, желтой сурепкой, молочаем, чингиской — травой суровой, однолюбой, вытеснявшей с занятой площади все остальные травы.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Станицӑра кун каҫма, тепӗр ирпе вара шуҫӑмлах тӗрлӗ еннелле ҫул тытма шут турӗҫ.

Решили передневать в станице, а на зорьке другого дня трогаться в разные стороны.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑшал йӑтма пултаракан тӗрлӗ ҫулсенчи казаксенчен йӗркеленӗ Дон ҫарӗ ҫу кунӗсен вӗҫнелле область чиккине ҫитсе чарӑнать.

К концу лета Донская армия, сбитая из казаков всех возрастов, способных носить оружие, стала на границах.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак малалла эпир илсе кӑтартакан аса илӳпе тепӗр хутчен паллашнӑ тата тӗрлӗ шухӑшсем вӑхӑт инҫетӗшпе (150 ҫул вӗт!!!) тӗлкӗшнӗ май, тӳрех тепӗр хут ҫакнашкал ыйту ҫуралчӗ: Хусанти Ар масарӗнче канӑҫ тупнӑ профессорӑн тӑварлӑ тарӗ чӑвашсен чӑннипех тап-таса ҫынлӑхне (туйса илтӗр пулӗ, сӑмахӑм ун палӑкӗ пирки пырать!) хӑҫан кӑтартӗ-ши?

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Карттӑсем ҫинче тӗрлӗ ҫапӑҫусемпе тытӑҫусен планӗ.

Глянет на карты, а там планы боев и сражений.

Суворов хӗрӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗр вырсарникун ярмӑрккӑра тӗрлӗ хуҫа патӗнче пурӑнакан крепостла хресченсем тӗл пулнӑ.

Как-то в воскресный день на ярмарке встретились крепостные разных господ.

Улпутсем патӗнче кам мӗнле пурӑнать // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫӗнӗ ҫынна Суворов кунӗпех тӗрлӗ вырӑнсенче хӑй хыҫҫӑн ҫӳретнӗ.

Целый день таскал Суворов за собой новичка по разным местам.

«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Турккӑсем тӗлӗнсе хытсах кайнӑ: мӗн тамаши — вилес пек салтак ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ, вӗсем тӗрлӗ енне пӑрахса тарнӑ.

Опешили турки: что за чудо: ожил солдат — и в разные стороны.

Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Строительство техникумӗнче те вӑл спортра хастар пулнине асӑрханӑ: чупассипе тӑтӑшах тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, хула турнирӗсенче яланах мала тухнӑ.

В строительном техникуме также заметили, что он очень активен в спорте: регулярно принимал участие в различных соревнованиях по бегу, в городских турнирах всегда выигрывал.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Аслашшӗн килӗнче кире пуканӗ те, гантель те пулнӑран ун патне тӑтӑшах ҫӳренӗ, вӑйхала ҫирӗплетме тӗрлӗ хӑнӑхтару пурнӑҫланӑ.

Из-за того, что в доме у его деда был и гиря, и гантель, к нему часто ходили, выполняли различные упражнения для укрепления здоровья.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней