Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
, «Надежда Кириллова пурнӑҫӗнчи виҫӗ «А», «Япӑх ҫырас килмест, лайӑххи вара пулмасть», «Ҫав тери интереслӗ — пурте экзамен тытатпӑр», «Хӑйне уйрӑм тӗнчере», «Театр шурлӑх ҫеҫ мар, океан та…» калаҫусенче (интервьюсенче), грантсем илме тӑратнӑ проектсенче, хаҫат-журналта тухнӑ статьясенче, сӑвӑ каҫӗсене хакланисенче артисткӑн пурнӑҫӗ, академи театрӗпе поэзи театрӗн хутшӑнӑвӗ, илеме, тивӗҫе, тӗллеве, пурнӑҫа мӗнле ӑнланни аван курӑнса пырать.

Помоги переводом

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Обломов шутлама, ӑҫта тӑккаланине аса илме тӑрӑшрӗ, анчах икҫӗр аллӑ тенкӗ кӑна шутласа тупрӗ.

Он начал считать, припоминать все траты и мог припомнить только двести пятьдесят рублей.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ниушлӗ эсир вара ҫулталӑкшӑн илме шутлатӑр?

— Да неужели вы с меня за целый год хотите взять,

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Килкарти пӳлӗм пысӑкӑш анчах пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа та кӳмеллӗ урапа турти пӗр кӗтессе ҫитсе тӑрӑнчӗ те чӑхсене шуйхаштарчӗ; чӑххисем вара кӑтиклесе пур еннелле те вӗҫсе, тарса саланчӗҫ; сӑнчӑрти пысӑк хура йытӑ енчен енне сиксе вӗрме тытӑнчӗ, лашасене тутаран ҫыртса илме талпӑнчӗ.

Двор величиной был с комнату, так что коляска стукнула дышлом в угол и распугала кучу кур, которые с кудахтаньем бросились стремительно, иные даже в лёт, в разные стороны; да большая черная собака начала рваться на цепи направо и налево, с отчаянным лаем, стараясь достать за морды лошадей.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ укҫа илме килтӗм.

Я за тем приехал.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов ӑна ыталаса илме аллисене сарчӗ.

Он распахнул было широко объятия и хотел заключить ее в них.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Акӑ ҫапла, ҫапла эпӗ шухӑшласа илме, сӑмах тупма тивӗҫ илтӗм!

— Вот так, вот я получил дар мысли и слова!

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мана курнипе сирӗн куҫсем хӗмленме пуҫланине, эсир мана шыраса, сӑртсем ҫине чармакланса хӑпарнине, юлхава манса мана валли кӗнеке е чечек ҫыххи илме шӑрӑхра хулана кайнине; эпӗ сире йӑл култарма, пурнӑҫа юратма пултарнине курсан, эпӗ мӗн хака та пулин хуратӑп…

Я во что-нибудь ценю, когда от меня у вас заблестят глаза, когда вы отыскиваете меня, карабкаясь на холмы, забываете лень и спешите для меня по жаре в город за букетом, за книгой; когда вижу, что я заставляю вас улыбаться, желать жизни…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Манӑн чӗре тахҫанах тапма пуҫланӑ вӗт: суян, йӗренкисӗр тапнӑ, тейӗпӗр, анчах шӑпах ҫакӑ вӗрентрӗ мана вӑл тӗрӗс тапнине ӑнсӑртран тапнинчен уйӑрса илме.

Ведь мое сердце начало биться давно: положим, билось фальшиво, невпопад, но это самое научило меня различать его правильное биение от случайного.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ хам ҫинчен ҫеҫ калатӑп — хама хам юратнӑран мар, мӗншӗн тесен эпӗ тарӑн ҫырман тӗпӗнче выртнӑ чухне эсир вара, таса ангел пек, ҫӳлтен вӗҫсе иртӗр, пӗлместӗп, унталла пӑхса илме кӑмӑлӑр пулӗ-ши сирӗн.

Я говорю только о себе — не из эгоизма, а потому, что, когда я буду лежать на дне этой пропасти, вы всё будете, как чистый ангел, летать высоко, и не знаю, захотите ли бросить в нее взгляд.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ паян ҫеҫ, кӗҫӗр ӑнланса илтӗм хамӑн урасем мӗнле хӑвӑрт шуса кайнине: хам ӳкме пуҫланӑ тӗпсӗр ҫырмана тарӑнрах пӑхса илме ӗнер ҫеҫ май килчӗ те эпӗ чарӑнса тӑма шут тытрӑм.

Я только сегодня, в эту ночь, понял, как быстро скользят ноги мои: вчера только удалось мне заглянуть поглубже в пропасть, куда я падаю, и я решился остановиться.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпир пӗр-пӗрне ҫав тери кӗтмен ҫӗртен, питӗ хӑвӑрт юратса пӑрахрӑмӑр, иксӗмӗр те сасартӑк чирлесе ӳкнӗ пек пултӑмӑр, ҫакӑ вара мана иртерех тӑн илме памарӗ.

Мы полюбили друг друга так внезапно, так быстро, как будто оба вдруг сделались больны, и это мне мешало очнуться ранее.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ильинскисем патӗнчен мана илме ҫын килсен, кала: вӑл ҫук, хулана кайнӑ, те.

— Если от Ильинских придет человек за мной, скажи, что меня дома нет, в город уехал.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл юратӑва ӑнланса илме хатӗр пулнӑ, унӑн чӗри сисӗмлӗн кӗтнӗ, вара ӑнсӑртран тӗл пулнӑ та йӑнӑша лекнӗ…

Она готова была к воспринятию любви, сердце ее ждало чутко, и он встретился нечаянно, попал ошибкой…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗскӗн Обломов е унчченхисене тепӗр хут каласа парать е илемлӗ гравюрӑсемлӗ ҫӗнӗ кӗнекесем илме кӗнеке магазинӗсене чупать, тепӗр чухне, ыран ирхине, ӑнсӑртран тенӗ пек, ӗнерхи ыйту ҫине, маннине аса илнӗн, пӗлсе ответ пама тесе, ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр чакаланать, вулать.

Бедный Обломов то повторял зады, то бросался в книжные лавки за новыми увражами и иногда целую ночь не спал, рылся, читал, чтоб утром, будто нечаянно, отвечать на вчерашний вопрос знанием, вынутым из архива памяти.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл чӗнме, хускалкаласа илме те пултараймарӗ, кӑмӑлӗ ҫемҫелнине пула, шывланнӑ куҫӗсемпе ҫеҫ Ольга ҫине питӗ витӗмлӗн пӑхрӗ.

Он был нем и не мог даже пошевелиться, только влажные от умиления глаза неотразимо были устремлены на нее.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ун ҫине, хӗвелпе вут тивертекен кӗленче евӗр ҫунтарасла пӑхрӗ те, куҫне илме те пултараймарӗ.

Он наводил на нее взгляд, как зажигательное стекло, и не мог отвести.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫаксем пӗтӗмпех унӑн асӗнче сӑнарланаҫҫӗ: унӑн пуҫӗнче кашни кунхи, кашни сехетри шухӑшсен ҫыххи, тавҫӑрса илме тӑрӑшни, малтан курса тӑни, мӗн пулассине пӗлменнипе тертленни — пурте ҫак ыйтусенчен килеҫҫӗ: вӑл паян ӑна кураять-и, кураймасть-и?

Все это отражалось в его существе: в голове у него была сеть ежедневных, ежеминутных соображений, догадок, предвидений, мучений неизвестности, и все от вопросов, увидит или не увидит он ее?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ҫапах та, малашне те ҫавӑн пекех, унран нимӗн те кӗтсе илме май ҫук пулсан, кичем капла, — шухӑшларӗ Обломов. — Тепри, сӑмахран, Штольц пулсанах, кӗтсе илнӗ пулӗччӗ, анчах эпӗ пултараймастӑп».

«Однако это скучно, если это так продолжится, если из нее ничего добыть нельзя, — думал он, — другой, — Штольц, например, добыл бы, а я не умею».

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Шӑмӑ ҫӗҫӗпе касмаллаччӗ, ҫук вӑл; апат ҫӗҫҫи те ыйтса илме пулатчӗ, анчах Обломов кӗнекене хӑйӗн ҫумне хурса, диван ҫине выртма шутларӗ; вӑл лайӑхах вырнаҫса выртас тесе, минтер ҫине чавсаланнӑччӗ кӑна, Захар кӗрсе те тӑчӗ.

Надо бы взять костяной ножик, да его нет; можно, конечно, спросить и столовый, но Обломов предпочел положить книгу на свое место и направиться к дивану; только что он оперся рукой в шитую подушку, чтоб половчей приладиться лечь, как Захар вошел в комнату.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней