Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хупах тулсах ларнӑ: унта — шавлаҫҫӗ, унта — юрлаҫҫӗ; хаваслӑха ӑсне ҫухатичченех кӗрсе ӳкнӗ пӗр-пӗр ҫын, алӑк еннелле вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӗнкӗлтетнӗ май, ҫулӗ ҫинчи пукансене ывӑта-ывӑта хӑварать; чашӑк-тирӗк шакӑртатать, — ҫак шавра Дюк икӗ хутчен «Битт-Бой» ятне илтрӗ.

Трактир был полон; там — шумели, там — пели; время от времени какой-нибудь веселый до беспамятства человек направлялся к выходу, опрокидывая стулья на своем пути; гремела посуда, и в шуме этом два раза уловил Дюк имя «Битт-Бой».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Унта яшлӑх; таса юратӑвӑн чуна ҫутатакан ҫепӗҫ сассисем; пуҫа илӗртӳллӗн ҫавӑракан сехре хӑппилӗх янӑракан пурнӑҫран туллирех те савӑнӑҫлӑрах; хуйхӑ-асапӑн тӗттӗм тамӑкӗ — чун хавалне сакӑр ҫул кисретни, ухмаха ернӗ пек — сакӑр ҫул ҫунни-ӗмӗтленни, куҫҫуль тӑкни, ылханни, питех те киревсӗр шӑпа; вӑхӑт юхан-ҫӑпанлӑхӗ; пепке ҫине ӳкнӗ сӑрт; хӗвел, хӑйӑр, шӑплӑх.

Там была юность; нежные, озаряющие душу голоса ясной любви; заманчиво кружащая голову жуткость все полнее и радостнее звучащей жизни; темный ад горя, — восемь лет потрясения, исступленной жажды, слез и проклятий, чудовищный, безобразный жребий; проказа времени; гора, обрушенная на ребенка; солнце, песок, безмолвие.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Ну, шеремет! — терӗ аптӑраса ӳкнӗ штурман чылай хушӑ ырӑ маррӑн чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Ну, дока, — сказал, оторопев, штурман после неприятного долгого молчания.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ун ури патӗнче хунар ларать, палуба ҫине ҫутӑ ӳкнӗ.

Фонарь стоял у его ног, свет ложился на палубу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Пӑхсамӑр, — терӗ тепӗр эрнерен пысӑк «Диск» броненосец командирӗ — аслӑ лейтенант, — пӑхӑр-ха ҫак тупӑсем ҫине: вӗсем Калифорни вӑрманӗнчи ӳкнӗ вулӑсем евӗрлех.

— Вы посмотрите, — сказал неделю спустя командир огромного броненосца «Диск» старшему лейтенанту, — посмотрите на эти орудия: они напоминают упавшие стволы лесов Калифорнии.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Хунарӑн чалӑшшӑн ӳкнӗ ҫути ҫын пурӑнакан вырӑна тата, чи кирли, апат пирки ас тутарчӗ.

Косой отсвет фонаря напоминал о жилом месте и, главное, об еде.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Гелли кӑкӑрӗ тӗлӗнче аллипе сӑтӑрчӗ; булавка шӑпах — татӑлса ӳкнӗ пӗр тӳме вырӑнӗнче.

Гелли погладила рукой грудь; булавка нашлась как раз на месте одной потерянной пуговицы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӗччен юласран хӑраса ҫурт-йӗртен аяккалла каймастпӑр; мӗн пур ӗҫе пӑрахрӑмӑр, лӑпкӑлӑх шыраса вырӑн ҫине ӳкнӗ ҫынсене канӑҫсӑр та йывӑр ыйхӑ тертлентерет; ачасем, пирӗн тӳлек пурнӑҫа аркатнӑ аслатне пула, чарӑнми йӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех — вӗсен амӑшӗсем те, — татти-сыпписӗр хӑранипе начарланса кайнӑскерсем; эпир, арҫынсем, ҫапӑҫакан вӑйсен влаҫне сирсе пӑрахас тӗллевпе тепӗр чухне пурте пӗрле утрава пӑха-пӑха, тӗпче-тӗпче ҫаврӑнатпӑр, пирӗн хамӑра ӗнентерес килет: утрав хуҫисем — пӗртен пӗр эпир кӑна; ҫакӑн хыҫҫӑн чӑннипех ҫапла иккенне ӗненсен тата сивлекрех шанчӑксӑрлӑха лекнине туятпӑр.

Боялись отходить далеко от дома, чтобы не остаться одним; работы были заброшены; беспокойные и тяжелые сны преследовали тех, кто, ища покоя кидался в постель; дети, более всех испуганные грозой, разрушившей нашу тихую жизнь, плакали, как и матери их, похудевшие от беспрерывного страха; мы, мужчины, решаясь иногда стряхнуть власть воинственных сил, обходили все вместе остров, дабы убедиться, что мы единственные его хозяева, и, каждый раз убеждаясь в этом, впадали в еще более острое отчаяние.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Хӑраса ӳкнӗ ҫынсем хиртен хыпӑнса таврӑнчӗҫ.

С полей спешили испуганные работники.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫав ҫӗре эпӗ, ытти нумай ҫын пекех, йывӑр ҫурма ыйхӑра ирттертӗм, куляннипе-хумханнипе аптӑраса ӳкнӗ арӑма пулӑшмашкӑн хутран-ситрен ҫеҫ тӑтӑм.

Эту ночь я, как и многие другие, провел в тяжкой полудремоте, вставая изредка, чтобы помочь занемогшей от всех этих волнений жене.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ун патӗнче хытӑ хӑраса ӳкнӗ, макӑракан ултӑ-ҫичӗ ҫулти арҫын ачапа хӗр ача тӑраҫҫӗ.

Около него стояли сильно напуганные и плачущие мальчик и девочка лет шести-семи.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Анчах тӑваттӑмӗшӗнче ҫул ҫӳревҫӗсем вилекен е тӑнне ҫухатнипе выртакан ҫынна тупаҫҫӗ; вӑл куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, шуранка питлӗ, лачкам тара ӳкнӗ.

Но в четвертом путешественники нашли человека, умирающего или находящегося в бессознательном состоянии; он лежал на полу с закатившимися глазами, с лицом бледным и мокрым от пота.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Сехӗрленсе ӳкнӗ Бенц ҫийӗнчех ҫухалчӗ.

Бенц, струсив, исчез.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӗсем ҫинчи хӑйпӑнса ӳкнӗ е катӑлнӑ сас паллиллӗ сӑмахсем моряксен чунне хускатаҫҫӗ.

С надписью тревожной для сердца, с облупленными и отпавшими буквами.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӗсем курӑнми пулсанах пӳлӗм алӑкӗнче Варнава курӑнса кайрӗ, ҫӳлелле пӑхать, аллисене малалла тӑснӑ, именсе ӳкнӗ капитан патне ҫывхарать.

Едва они скрылись, как Варнава появился в дверях комнаты, с глазами, поднятыми вверх, и руками, торжественно протянутыми вперед к смущенному капитану.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Хӑраса ӳкнӗ матроссем патнелле чӳречерен карӑнса тепӗр хут ыйтрӗ вӑл.

Повторил он, высовываясь из окна к струсившим матросам.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Иккӗшӗ те лачкам тара ӳкнӗ, ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпиччен тусанпа витӗннӗ, — ҫуранах килнӗ ахӑр.

Оба сильно вспотевшие, пыльные с головы до ног, пришли, по-видимому, пешком.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫак самантра чӳрече янахӗ айӗнчен Дюк тӗтреллӗн паллакан, хӑраса ӳкнӗ темӗнле ҫын сӑнӗ сиксе тухрӗ те ҫийӗнчех пытанчӗ.

В это время из-за подоконника вынырнуло чье-то смутно знакомое Дюку испуганное лицо и спряталось.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Кӑвакал сӑмси ҫинче — куҫлӑх, тӳрӗ хӗрлӗ ҫӳҫӗ ҫухави ҫине ӳкнӗ, актерла хырӑннӑ, пӗкӗрӗлчӗк, урисем вӑрӑм.

С очками на утином носу, прямыми, падающими на воротник рыжими волосами, бритый, как актер, сутулый и длинноногий.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Бильбоан хумханса ӳкнӗ чунӗнче кӗтменлӗхпе тӗлӗнтермӗшӗн мӗн пур касӑхӑвӗ тулса ҫӗкленчӗ, — нумай ҫулхи терт-нушапа тӑранса ҫитӗннӗскер.

Вся жажда неожиданного и чудесного, вскормленная долгими годами страданий, ожила в встревоженной душе Бильбоа.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней