Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Эмиль амӑшӗ Лина ҫине ҫав тери ҫиллессӗн те ӳпкевлӗн пӑхса илчӗ те, лешӗ хӑй айванла хӑтланнине ӑнланса илчӗ.Но тут мама Эмиля строго и укоризненно на неё посмотрела, и Лина поняла, что сморозила глупость.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Юлан утӑ кавлеме тытӑнсан Эмиль хӑй те ҫав тери выҫса кайнине ӑнланса илчӗ.Юлан тут же принялась жевать, и тогда Эмиль понял, что и он голоден.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ӑнланса илме май ҫук, мӗн хӑтланаҫҫӗ ҫак Свенссонсем?!
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Малашнехине курса тӑракан пӳлӗх общество ӗҫӗсене тытса тӑрассине нихҫан та темӗнле вӑрттӑн япала — ҫӗр ҫул хушшинче виҫҫӗ ҫеҫ ҫуралса пулакан аслӑ генисем анчах ӑнланса илме пултаракан тарӑн та кӑткӑс япала туса хурас темен вӗт.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кунта кайни мана пит пысӑк усӑ панине хам тӑшмансем мана пит хӗсӗрлеме тытӑнсан, пӑртак вӑхӑт иртсенех ӑнланса илтӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакӑн чухне тин эпӗ министрсем тата патшасен таврашӗнчи пурнӑҫ мӗн иккенне ӑнланса иле пуҫларӑм.Тут-то я впервые — хотя еще смутно — начал понимать, что такое министры и придворная жизнь.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫапла сиввӗн калаҫнин сӑлтавне эпӗ нумайччен ӑнланса илеймерӗм, пӗр пысӑк ҫын каласа парсан тин пӗлтӗм.Я долго не мог понять причину этой холодности, пока одна важная особа не объяснила мне, в чем дело.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Гурго (кайран эпӗ вӗсем улпучӗсене ҫапла каласа хисеплесе чӗннине пӗлтӗм) мана пит аван ӑнланса илчӗ.Гурго (так они называют вельмож, как я узнал впоследствии) отлично меня понял.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ алла куҫ патне илсе пырса пӑхрӑм, вара тин вӗсем мана ҫыхасшӑн мӗнле чее хӑтланнине ӑнланса илтӗм.Я поднес руку к глазам и тут только понял, на какие хитрости они пустились, чтобы связать меня.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Чи пӗлтерӗшли — ӑсчахсем, Кӑнтӑр Африка Республикинчи экспертсем, эпидемиологи лару-тӑрӑвне хӑвӑрт ӑнланса илсе вируса ӗрчеме чӑрмантарнӑ», — пӗлтернӗ Вуйнович госпожа «Соловьев Live» youtube-каналӑн эфирӗнче.
Тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн элчи «омикрон» штамм ыттисенчен хӑвӑртрах сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30356.html
«Ах, пӗлмест иккен вӑл. Мӗншӗн персе ятӑм-ха эпӗ? — хӑй йӑнӑш тунине ӑнланса илчӗ тральщик командирӗ. — Халь мӗн тӑвас ӗнтӗ?» — пач аптраса ӳкрӗ офицер.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Кутузов Наполеона пит лайӑх ӑнланса тӑнӑ, хӑйӗн планне унӑн шухӑшӗсене чухласа илнипе туса пынӑ Пюибюск Кутузова хирӗҫ Наполеон Смоленскра чарӑнма шутланӑ вӗт тесен, Кутузов ӑна ҫапла ответ панӑ:
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Салтаксем, хӑйсем ют интерессемшӗн вилнине ӑнланса, офицерсене пӑхӑнма пӑрахнӑ.Солдаты перестали подчиняться офицерам, потому что поняли, что гибнут они за чужие интересы.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кӑшкӑра епле аркатма вӗсене ватӑ, хурапа шурра курнӑ полководец чӗннине вӗсем ӑнланса илнӗ.Каждый понял, какого волка зовет их травить старый, испытанный ловчий.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Наполеон каялла чакма кирлине ӑнланса илнӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кӗтмен ҫӗртен ҫар Калуга ҫулӗ ҫине тухни Наполеона кӑнтӑр енчи кӗпӗрнесене каясран, Тулӑпа Брянскри хӗҫпӑшал завочӗсем патне каяссинчен чарса лартнине, Наполеонӑн тӗп коммуникацийӗсене хӑрушлӑха тӑратса хӑварнине халӗ пурте ӑнланса илнӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Халӗ тин ӗнтӗ, тӗлӗнмелле марш-маневр тунӑ хыҫҫӑн Тарутино патне ҫитсен, французсемшӗн чӑн-чӑн хӑрушлӑх пулса тӑрсан, тӗрӗслӗх полководец енче пулнине пурте ӑнланса илнӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл арканса, ҫунса пӗтнӗ Семеновски ялӗ патне ҫитнӗ, Барклай та, Франди маршалӗсем те ӑнланманнине, анчах Кутузов кӑна ӑнланнине вӑл та ӑнланса илнӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Барклайӑн вырӑс ҫыннисен иксӗлми вӑйӗ ҫине шанса тӑни ҫитеймен, ҫапӑҫу епле пулса пынине тӗрӗс ӑнланса илме талант ҫитеймен.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах Кутузов Франци ҫарӗн тылне инҫе кӗрсе кайма казаксене ирӗк паман, мӗншӗн тесен хӑйӗн вӑйӗ ҫителӗклӗ пулманнине лайӑх ӑнланса, вӗсене часах каялла чӗнсе илнӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.