Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лодя ҫывӑхри чӑрӑш айне кӗрсе пытанчӗ.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.
Чи ҫывӑхри ялтан та ҫӗр аллӑ ҫухрӑма кайнӑ эпир.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хайхи пире пӗр эрнелӗхе ҫывӑхри тыла канма илсе тухрӗҫ те, ҫакӑнта тепӗр ухмахла шухӑш пырса кӗчӗ…Отодвинули нас в ближний тыл на недельный отдых, и тут меня сызнова черт попутал…
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пантелей Прокофьевич нумайччен вӗсем ҫине киленсе пӑхса ларчӗ, унтан ӑнсӑртран ҫывӑхри ланкашка еннелле куҫ ывӑтрӗ те тӑп-тӑрӑ кӳлленчӗкре шултра сазансен хура ҫурӑмӗсене асӑрхарӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чылайччен пыра-пыра ҫӳрерӗҫ Татарскине Дон хӗррипе ларса тухнӑ ҫывӑхри тата инҫетри хуторсенче пурӑнакансем; тӗл пулсан-тусан чылайччен ак ҫапларах ыйтусем илтӗнсе тӑчӗҫ:
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫывӑхри резервсем вырнаҫнӑ станицӑсемпе ялсенче офицерсем кун ҫути курмасӑр ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхнӗ; пур разрядсен обозӗсем те ҫаратса тултарнӑ, тыла ӑсатма ӗлкӗреймен япаласемпе тулса ларнӑ; чаҫсенче ҫар ҫыннисем утмӑл процент пек ҫеҫ юлнӑ; казаксем никамран ыйтмасӑр, хӑйсемех отпусксене тухса шӑвӑннӑ; калмӑксенчен пуҫтарнӑ, ҫеҫенхирсем тӑрӑх чавкӑнса ҫӳрекен карательсен отрячӗсем ытла та йышлӑн таракан дезертирсене тытса чарайми пулнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавна кура ҫывӑхри ушкӑнтан темиҫе ҫын пулӑшма васкарӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья хӗпӗртесех ура ҫине тӑчӗ, хыпаланса кучченеҫ ҫыххи салтрӗ, упӑшкине станицӑран илсе килнӗ пашалусемпе хӑналарӗ те, Степан кутамккинчен таса мар кӗпе-йӗм кӑларса, ҫывӑхри кӳлӗ хӗррине ҫума кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ксени сӑмахне каласа та пӗтереймерӗ, машинӑн ҫилтен хӳтӗлекен кантӑкӗ хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса илчӗ те, ерипен чӳхенсе пыракан кӗске газик ҫывӑхри тӑкӑрлӑка, хӑва пусса илнӗ пӗчӗк юхан шыв патнелле пӑрӑнчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Таврана каҫ сӗмӗ ҫапиччен Кошевой ҫывӑхри укӑлча картинче, вӑрман хӑмли явӑнса ӳсекен кӳкен тӗмӗсен сулхӑнӗнче ҫывӑрса выртрӗ.До сумерек Кошевой спал в соседней леваде, под тенью оплетенных диким хмелем терновых кустов.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Снаряд йынӑшса шартлатнӑ тата унӑн ванчӑкӗсем вшиклесе иртнӗ сасӑсем хӑлхара сирӗлсе ҫитеймерӗҫ-ха, ҫывӑхри лачакара сывлӑш хумӗ асар-писеррӗн пырса ҫапнипе ҫӗрелле авӑннӑ хӑмӑшсем те тӳрленсе ӗлкӗреймерӗҫ — сӑрт тӗмески ҫинчен татах тепӗр хутчен тупӑ аслати пек хӑватлӑн кӗмсӗртетсе кайрӗ те, снаряд хаяррӑн ӳлесе ҫывхарнӑ сасӑ Григорий чӗрине хиврен пӑчӑртаса хӗсрӗ, йӗнер ҫумне лӑпчӑнтарчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий, йӗнере ҫӗклесе, ҫывӑхри хутора ҫитрӗ те унта пӗр сӑхӑм лаша тупса ячӗ.Дотащив на себе седло до ближайшего хутора, Григорий взял там плохонькую лошаденку.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксене курсан — аванмарланчӗ, ҫывӑхри тӑкӑрлӑкалла чӑмрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ав тата, — вӑл аллине ҫывӑхри капмар пӳрт ҫине кӑтартрӗ, — тӑпрас ҫумне те хӑма ҫапнӑ, пӗрени ан ҫӗртӗр тесе.И вот, — он указал на ближний богатый курень, — завалинка тоже обметана тесом: чтоб дерево не гнило.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑрушӑ мар пире ҫывӑхри французсем.
Салтаксем утаҫҫӗ, сӑмах ваклаҫҫӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Хӑй вара ҫывӑхри кӑвайт ҫути патне утнӑ.
Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Кӗҫех ҫывӑхри хутортан кунта темле старик килсе кайрӗ, масар тӗмескин пуҫ вӗҫне пысӑк мар шӑтӑк чаврӗ те анчахрах саваласа якатнӑ юман юпа ҫине часавай лартса хӑварчӗ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан площадьре харӑссӑн ахӑлтатса кулнӑ сасӑ янӑраса кайрӗ те, арестленисем те, ҫывӑхри пӗр сарайра лараканскерсем, чӑтаймарӗҫ — ӑшӑ кулӑпа ейӗлсе ирӗлчӗҫ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗтӗм площадь казаксемпе тулса ларчӗ; ҫынсем ҫывӑхри ҫӳлӗксем, хуралтӑсен ҫумне шаршанласа хунӑ хӑмасем, пӳртсемпе лавккасен вителӗкӗсем ҫине лара-лара тухнӑ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.