Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушшине (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ивук тӑп чарӑнса тӑнн итлесе тӑчӗ те каллех! тесе хӑвасем хушшине чӑштӑртаттарса кӗрсе кайрӗ.

Ивук резко остановился, прислушался: «Опять», — сказал он и ринулся в ивовые заросли.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӑхпа халӑх хушшине хӳме тытса лартман та, пирӗн ҫӳллисем, саррисем те пур.

Однако между народами нет каменных заборов, и потому среди чувашей встречаются и высокие, и русоволосые.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле пӗчченех сӗтел хушшине кӗрсе ларать.

Илле сам уселся за стол.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах тем хӑямачӗ пулнӑ-ҫке, пӑркӑчӗ сасартӑк ҫулне улӑштарнӑ та хапхаран кӗрес вырӑнне чӳрече кантӑкне пырса ҫапӑннӑ, ҫӗрӗк пӗренине сирпӗтсе ярса сӗтел хушшине хаплатса кӗрсе ларнӑ.

Но не совладал со скоростью; ледянка, круто изменив курс, врезалась в единственное оконце избенки, выбив его вместе с подгнившим подоконником, и влетела прямо с седоком… на стол.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшт пурнӑҫ хӗсӗнсенех вырӑс хушшине тапатӑр.

Чуть прижмет вас жизнь, сразу к русским подаетесь.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашӑк илчӗ Тӑхтаман, Ларчӗ сӗтел хушшине.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Марине сӑмахне ҫирӗплетмелле аллипе витӗмлӗн сулчӗ те ҫынсем хушшине пӗшкӗнчӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑл йӗрме юратакансем ӗнтӗ, арӑмна машинӑпах вӑрласа кайрӗҫ тесе Сехре Иванӗнчен кулса та пӑхрӗҫ, ӑна часрах хире чупма сӗнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра урам леш енчи сарай умне машина ҫитсе чарӑнчӗ, Камышин, халӑх пуҫтарӑннине кура, часрах сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кайса кил, — тӳрех сӗтел хушшине вырнаҫрӗ Ятман.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн пӳлӗмне икӗ шкап хушшине пысӑк кӑна тулӑ кӗлти вырнаҫтарчӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗттӗм пулас умӗн ҫемьери ҫынсем пурте сӗтел хушшине ларчӗҫ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ Ятманӑн ыйӑхӗ те вӗҫрӗ, вӑл стакан илчӗ те сӗтел хушшине тепӗр хут чей ӗҫме ларчӗ.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй туять: ура ыратсан та, ҫакӑнта алла ҫава тытас килет, ҫамрӑксем хушшине кӗрсе тӑрса «Кам манпа ӑмӑртма пултарать?» тесе кӑшкӑрса ярас килет.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах амашӗ сӗтел тирпейлерӗ Анушкасӑр пуҫне пӗтӗм ҫемье сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл шкапран хӑй ҫара кайиччен хӑварнӑ бритва хатӗрӗсене илчӗ те, сӗтел хушшине пысӑках мар тӗкӗр умне ларса, сухал хырма пикенчӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ вӑл сӗтел хушшине хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларчӗ, пӳлӗмре сулхӑнтарах пулнӑран аллисене сӑтӑркаласа, хӑнасене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Картари качаки, вӑл таврӑннине сиссе, урамри пӗтӗм ҫын илтмелле ҫухӑрать, пуҫне вӗрлӗк хушшине хӗсӗнмеллех чиксе лартса, хуҫи курӑк парасса кӗтет.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Салтӑн та сӗтел хушшине кӗрсе лар.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун еннелле ҫаврӑнса пӑхнисем, ӑна палласа, пыра-пыра алӑ тытрӗҫ, вара хӑйсен хушшине вӑрӑм сак ҫине лартрӗҫ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулла шыва кӗнӗ чухне унта ачасем ишетчӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӑл никама та кирлӗ мар, ак хӗлле кӳлӗ шӑнса ларӗ те, кимӗ ҫаплипех чалӑшшӑн пӑр хушшине хӗсӗнсе юлӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней