Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Вар уҫса ҫуралнисем, Ҫӳлхуҫана панисем — этем-и, выльӑх-и вӑл — пурте санӑн пулччӑр; анчах малтан ҫуралнӑ арҫын ачана каялла тӳлесе илмелле, малтан ҫуралнӑ таса мар выльӑха та каялла тӳлесе илмелле; 16. вӗсемшӗн ҫапла тӳлемелле: ху хак панӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхринчен пуҫласа кашни ачашӑн пилӗк сикль кӗмӗл ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пулмалла; 17. анчах малтан ҫуралнӑ вӑкӑршӑн та, малтан ҫуралнӑ сурӑхпа малтан ҫуралнӑ качакашӑн та укҫа ан ил: вӗсем — сӑваплӑ; парне кӳрекен вырӑна вӗсен юнӗпе сирпӗт, ӑш ҫӑвне вут ҫинче ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр; 18. вӗсен ашӗ вара сана пултӑр, силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрӗ те, сылтӑм хулӗ те сана пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм; 7. парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Левий йӑхӗнчен, аҫу ӑрӑвӗнчен, тухнӑ тӑванусене те ху патна ил: вӗсем сан таврашӑнта пулччӑр, сана пулӑшса тӑччӑр, эсӗ вара хӑвӑн ывӑлусемпе пӗрле Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫле; 3. вӗсем сана кӗлӗ йӗрки тума пулӑшчӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пӗтӗм ӗҫе туса тӑччӑр; анчах сӑваплӑ вырӑнӑн япалисене, парне вырӑнне ан тӗкӗнччӗр, вӗсен те, сирӗн те вилмелле ан пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: сӑваплӑ вырӑнта тирпей пулмасассӑн, сана та, санӑн ывӑлусене те, санӑн аҫу килне те ҫылӑх пулӗ; хӑвӑрӑн священник ӗҫне тимлӗ туса тӑмасассӑн, сана та, санӑн ывӑлусене те ҫылӑх тивӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ пухӑнса пынӑ та каланӑ: ҫитӗ ӗнтӗ сире! пӗтӗм халӑх, пурте сӑваплӑ, вӗсем хушшинче Ҫӳлхуҫа! мӗншӗн эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа халӑхӗнчен мала хуратӑр? тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 38. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: вӗсем хӑйсен тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе яччӑр, тумтирӗ арки вӗҫӗнчи ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухчӑр; ҫапла тӑвасси сирӗн сыпӑкран сыпӑка пытӑр; 39. ҫӳҫене ҫип яни акӑ мӗншӗн кирлӗ: эсир, ун ҫине пӑхса, Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур ӳкӗтне аса илсе тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, хӑвӑра аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр, куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр, 40. сирӗн Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме асра тытса пурӑнӑҫласа тӑмалла пултӑр, хӑвӑр Туррӑр умӗнче сӑваплӑ пулмалла пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унтан сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе пыракан Кааф ывӑлӗсем хускалса кайнӑ; кӗлӗ чатӑрне вӗсем ҫитичченех лартса хунӑ.21. Потом пошли сыны Каафовы, носящие святилище; скиния же была поставляема до прихода их.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ левитсене тасатса Мана халалласассӑн, вӗсем вара пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Мана Израиль ывӑлӗсем вырӑнне панӑ: 16. Израиль ывӑлӗсен вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗ вырӑнне Эпӗ вӗсене Хам валли илетӗп, 17. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнисем — этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — пурте Манӑн: Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пӗтӗмпе пӗтерсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене Хам валли тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм те 18. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне левитсене илтӗм; 19. вара левитсене Израиль ывӑлӗсем хушшинчен уйӑрса Ааронпа унӑн ывӑлӗсене патӑм, вӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑччӑр, Израиль ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑн патне пырса ан пӗтчӗр тесе, вӗсене Израиль ывӑлӗсене сыхласа хӑваракансем турӑм, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Моисей кӳмесемпе вӑкӑрсене илнӗ те вӗсене левитсене панӑ: 7. икӗ кӳмипе тӑватӑ вӑкӑрне Гирсон ывӑлӗсене вӗсем тӑвас ӗҫсем мӗнлине кура панӑ; 8. Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑрса ӗҫлеттерекен ӗҫсем мӗнлине кура тӑватӑ кӳмипе сакӑр вӑкӑрне Мерари ывӑлӗсене панӑ; 9. Кааф ывӑлӗсене паман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗ — сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе ҫӳресси; вӗсен ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳремелле.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Священник вара ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне илсе пырса тӑраттӑр, 17. унтан священник тӑм савӑтпа сӑваплӑ шыв илтӗр, унтан священник кӗлӗ чатӑрӗнчи урайӗнчен тӑпра илтӗр те ӑна шыва ятӑр; 18. кайран священник ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑраттӑр, унӑн пуҫ виттине сиртӗр, асӑнса кӳрекен парнине аллине тыттартӑр, ку ӗнтӗ кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, священник аллинче вара ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв пулӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 18. Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр, 19. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр; 20. вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Елеазара — Аарон священник ывӑлне — ҫутаткӑҫа ямалли йывӑҫ ҫӑвӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли, яланах кӳрсе тӑракан тырӑ-пулӑ парни тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ памалла, — пӗтӗм кӗлӗ чатӑрӗ, ун ӑшӗнчи мӗнпур япала, сӑваплӑ вырӑнпа унти мӗнпур хатӗр-хӗтӗр унӑн аллинче пулмалла, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кӗлӗ тунӑ чухне сӑваплӑ вырӑнта тыткалакан кӗлӗ япалисене пурне те илӗҫ те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч ӑшне чиксе хурӗҫ, унтан кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе ҫӗклевӗҫ ҫине хурӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кааф ывӑлӗсем [ҫак левитсем хӑйсен ӑрӑвӗпе, хӑйсен килӗ-йышӗпе] пуху чатӑрӗнче ӗҫлемелли ӗҫ акӑ: вӗсен Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме йӑтса ҫӳремелле.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Кӗлӗ чатӑрӗн мал енне, пуху чатӑрӗ умне, тухӑҫ енне, Моисей тата Израиль ывӑлӗсен вырӑнне сӑваплӑ вырӑна астуса тӑракан Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тапӑр лартмалла; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Левитсен пуҫлӑхӗсен пуҫлӑхӗ — Елеазар, Аарон священник ывӑлӗ; сӑваплӑ вырӑна хураллама хушнисене вӑл пӑхса тӑрӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кааф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне лартмалла; 30. Кааф ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ вара Елцафан, Узиил ывӑлӗ; 31. вӗсем пӑхмалли япаласем: саккун арчи, сӗтел, ҫутаткӑҫ, парне вырӑнӗсем, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан сӑваплӑ савӑт-сапа, чаршавпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑрах мӗнпур арҫын шучӗ сакӑр пин те ултҫӗр ҫын, вӗсем сӑваплӑ вырӑна хуралласа тӑнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла; 33. аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.