Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун пичӗ Фома еннелле ҫаврӑнсан, — Фома унӑн пӑшӑлтатакан ҫӳхе тути хӗррисене, шӗвӗр сӑмсине тата пӗчӗкҫӗ сайра мӑйӑхне курнӑ; ҫынни кулмассерен, ҫав пӗчӗкҫӗ мӑйӑх ҫӳлелле сиккелесе илнӗ…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Любовӗн ачашлас-тӑвасси питӗ те сайра пулкаланӑ: пӗччен старик ун пек чух яланах ҫемҫелсе кайнӑ, чӑнах та вӑл ачашлӑха хирӗҫ нихҫан та ачашпа ответлемен, анчах, ҫапах та, ун пек кӑмӑлӑн хакне аванах туйнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑшне-пӗрне, ячӗшӗн тенӗ пек, сайра хутран е сакӑрвуннӑ, е ҫӗр доллар штрафлать те, ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗтет.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Районӑн ҫӗнӗ начальникӗ Чжан Чжун, вӑлах парти райкомӗн секретарӗ, ытларах сӑрт-тусем ҫинчи ялсемпе ӗҫленӗ, Юаньмаотунь ялне сайра хутра ҫеҫ вӑхӑтлӑха кӗркелесе тухнӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тен, ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирсем тӑхӑнса сайра хутран районтан килекен хӑнасене йышӑннӑ чухнехи пек, ыран та вӗсенех тӑхӑнмалла?
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем, сайра тӗл пулакан хаклӑ япаласенчен тӗлӗнсе, малалла утрӗҫ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл Фома ҫине, темӗнле сайра та тӗлӗнмелле япала ҫине пӑхнӑ пек, иментерӳллӗн йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе сӑнаса пӑхнӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ун патӗнче час-часах пулнӑ, анчах ӑна пӗччен чух тӗл пулма сайра май килнӗ: унӑн тавра яланах, сахӑр татӑкӗ ҫинчи шӑнасем пек, тӗрлӗ шукӑль ҫынсем явӑннӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗлхе вӑл этемӗн сайра хутра ҫеҫ урӑ пулать.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн пинӗсем ҫухални ҫине ҫакӑн пек философла пӑхнӑ пулсан та, Игнат кашни пӗр пусӑн хакне чухланӑ: вӑл ыйткалакансене те сайра панӑ, парсан та — ӗҫе пултарайманнисене анчах.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халӗ ҫав туя пӗр ӗҫсӗрех кӗтесре йӑваланса выртать, унӑн хуҫи те килӗнчен сайра хутра ҫеҫ тухать.Теперь палка без всякого дела валялась в углу да и сам ее хозяин редко выходил из дому.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Васька самантрах резина пӳскене сайра та ҫивӗч шӑлӗсемпе ярса илет те ҫыртма пуҫлать, кайран тарӑхсах айккинелле персе ярать.
Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пулла вӗсем ҫаплипех, чӑмламасӑрах ҫӑтса яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен шӑлӗсем питӗ сайра.Они глотают рыбу целиком, не жуя, потому что у них очень редкие зубы.
Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакан ашаксене эпӗ сайра хутра ҫеҫ куркаланӑ.
Ашак // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Малалла, Линово ҫулӗ тӑрӑх, тавраллӑх айлӑмланса пырать, ӗмӗрхи сӗм вӑрмансем вырӑнне ҫамрӑк та ҫӑра патрускӑсем пуҫланаҫҫӗ, сайра юмансем хушшинче хурамапа вӗренесем курӑнкалама пуҫлаҫҫӗ, Линово ҫывӑхӗнче вара талккӑшпех шӗшкӗ тӗмӗсемпе ҫирӗк йывӑҫҫисем кӑна ӳсеҫҫӗ.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Позици пирӗн чӑнах та пит аван: сӑрт тӳпинче тӑратпӑр, малта сайра вӑрман анчах — тӑшмана персе тӑма питӗ меллӗ.Позиция оказалась подходящей: стоим на высотке, впереди лес довольно редкий — обстрел хороший.
Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Каневри шкулта учительсен туслӑ та тӑрӑшуллӑ коллективӗ пухӑннӑччӗ, ҫавнашкал пухӑнса ӑнӑҫлӑн та лайӑх ӗҫлекен коллектива сайра тӗл пулма пулать.В каневской школе подобрался на редкость удачный коллектив учителей.
Юлташшӑн // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Йӗри-тавралла сайра ҫамрӑк вӑрман, лачакари тӗмескесене ҫӑра тӗмӗсем витсе тӑраҫҫӗ.Лес вокруг редкий, молодой, преимущественно кусты на болотных кочках.
Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Эпӗ хамӑр аттесем сайра хутра ҫеҫ усӑ курнӑ йӗркене — кашни вуннӑмӗш ҫынна асаплантарас йӗркене пурнӑҫа кӗртӗп, — тенӗ вӑл, юлашкинчен.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кунта улах вырӑн, сайра хутра ҫеҫ, качакасене чӑнкӑ ту ҫинче кӗтекен кӗтӳҫсем тӗл пулкаларӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.