Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫурине ӑшши-пӑшши «хурҫаран» шӑлӗсемпе ҫыртса ҫаклатса илет те, ҫӗклесе йӑтса, йӑвана илсе пырса хӑварать.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

«Катя ман чир-чӗре хӑй ӑшне туртса илет», — йӳҫек кулӑш витӗр куҫҫульенсе илетчӗ анне ун пек чухне.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Чӗре те вырӑнтах мар, анчах вӑл халӗ ыранхи экзамен тӗлӗшпе мар, ытларах футбол вӑййин счечӗ е пульницӑра ҫӑпана сиплес тӗллевпе тума палӑртнӑ операци пирки «хыпкӑчланкаласа», «пасаркаласа» илет.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Сайрара пӗрре, тахҫантан-тахҫан ҫеҫ, кану вӑхӑтне каткаласа илсе, амӑшӗ патне ҫемйисӗр килсе каҫӑхакан уйӑх пек тӗксӗм ҫуттӑн ялтлатса илет те, ик-виҫ кунтанах е эрнеренех тӑван килне «пӑль-пӑль-пӑль алӑ сулса хӑварать».

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

«Ай-й-й! Ай-й-й!» — айлатса йынӑшкаласа илет вӑл сылтӑм аллине ҫӗкле-ҫӗкле (тепӗр кунне тухтӑр патӗнче паллӑ пулчӗ: унӑн ҫав алли лӑках сикнӗ, чавси те ҫӗмӗрӗлнӗ иккен).

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хӑлхана «пӗтӗм хире мӗкӗрсе ҫаврӑнакан ула ӗне» сасси те сӗртӗнкелесе илет.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмест, вут, пӑтӑр-пӑтӑр улӑм пӗрчисемпе хупланнӑ ҫӗр урайпа сарӑлса, пӗтӗм сарай ӑшчиккине ҫулӑхса сырса илет, ҫулӑм йӑлхахӗсем стенасене ҫуллама пуҫлаҫҫӗ, чӗлхисене уҫӑ алӑкпа тулалла, ирӗкелле тӑсма пикенеҫҫӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Апла та капла выляса йӑлӑхсан, Андрейка кухньӑри сӗтел сунтӑхӗнчен спичка йӗнни илет, унтан, йӗнӗрен, темиҫе шӑрпӑк пӗрчи чӗпӗтсе кӑларать.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Хӑҫан вара сан ҫуралнӑ куну? — куҫ хӳрипе сӗртӗнсе илет Арҫен ӑна.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Санпа калаҫни халӗ усламсӑр сутӑ туни ҫеҫ-ха, — йӗри-тавралла тӑй-тай куҫ сапаласа илет ҫакскер.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хырӑмӗ лӑкӑр-р-рк! та лӑкӑр-р-рк! лӑкӑртаткаласа илет: хӑй выҫҫине аса илтерет пуль, иртенпех ӑша пӗр хӗлхем те яман та-ха…

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чӗрре кӗрсех тупӑшнӑ, хирлешнӗ ватӑсем ку ыйтупа, юлашкинчен, пӑсӗсем тухса пӗтсен, ҫапла килӗшӗве килнӗ: чӑхӑ ҫӑмарта тунӑ кунсенче ҫӑмартана пӗри пӗр кунне, тепри тепӗр кунне илет.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑйӗн салтак тивӗҫне пурнӑҫласан, Иван хӑй хӗсмет тунӑ вырӑнсенче — кантӑк пек кӑвак каҫсемлӗ Карели енчех — пурӑнма юлать, вӗренсе, алла экономист специальноҫне илет, ҫемье ҫавӑрса, тымарлансах, ҫуртлӑ-йӗрленсех тӗпленет.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Шӑпах хӗсметре тӑнӑ ҫулсенче Иван килӗнчен чӑтма ҫук йывӑр хыпар илет: унӑн пурнӑҫенчи тӗп тӗревӗ, пайтахранпах хӗн курса пурӑннӑ амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ…

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Анчах хӑйӗн чуппи тикӗс мар — тем вӗттӗн сиккелесе те илет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗрӗ, каччипе туталашкаласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шурӑ пӗчӗк тутӑрпа куҫҫульне шӑлкаласа илет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тултан вӑшлатакан ҫилпе шур чечеклӗ кӑвак чӳрече карри хӑмпӑланкала-хӑмпӑланкала илет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӗре сиввӗн пӑчӑртана-пӑчӑртана илет, кӑмӑлӑм ырӑ мар сисӗмпе савӑлланса хӗсӗнчӗ, хумханма пуҫларӑм: мӗн пулчӗ-ши ӑна?

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хутран-ситрен вӑл хускалкаласа илет те куҫран ҫухалать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Павӑл «Эрне хыпарҫи» хаҫат ҫырӑнса илет.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней