Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑха вӗлерейместӗп — тен, ытлашши ҫилленсе кайсан ҫеҫ пултарӑп-и, кусене, ав, — каҫарӑр та мана, ҫав сирӗн хӑта е ытти тӗрлӗ тӑшман йышши йӗксӗксене, — тем чухлӗ таранах пултаратӑп!

Животную не могу убить, может, со зла только, а такую, вы меня извиняйте, пакость, как этот ваш сват или другой какой вражина — могу сколько угодно!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кайма тухрӑмӑр унта, ҫул ҫинче калать Григорий Пантелевич: «Нимӗҫсене тураса куртӑм, тӗрлӗ йышши австрияксем ҫинче хӗҫе тӗрӗслесе пӑхрӑм, нивушлӗ поляксен пуҫ купташкисем ҫирӗпрех?

Шли туда, Григорий Пантелевич и говорит: «Немцев рубил, на всяких там австрияках палаш пробовал, неужли у поляков черепки крепше?

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон тӑрӑх хӑлаҫ ҫӳллӗш хумсем явӑнса ҫӳрерӗҫ, вӑрманта шыв урса кайнӑ пек чӑшӑл-чашӑл чашкӑрса тӑчӗ, йывӑҫсем тӗрлӗ еннелле авӑнса йынӑшрӗҫ.

По Дону бугрились саженные волны, бешено клокотала вода в лесу, стонали, раскачиваясь, деревья.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӗрлӗ пионерла походсенче те унта, ытти ҫавӑн пеккисенче… ҫапах та, кам пиртен Уклейка ҫырми мӗнле юхнине тӗпчесе пӗлни пур?

Разные пионерпоходы и все такое… а кто из нас хоть раз исследовал, как течет река Уклейка от этих мест до города?

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Эпир ӑна ҫул парса, тӗрлӗ сасӑпа: «Чипер кайӑр, Лидия Алексеевна, тепре курнӑҫиччен!» — тесе ӑсатрӑмӑр, Лидия Алексеевна аран тухрӗ пирӗн хушӑран.

Мы расступились, закричали на разные голоса: «До свидания, Лидия Алексеевна! До завтра!» — и Лидия Алексеевна выбралась из толпы.

VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Чӑнах та, юлташсем, унта темӗн пуҫтараҫҫӗ, — тени илтӗнчӗ тӗрлӗ енчен.

— И правда, товарищи, там что-то собирают, — раздались голоса.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Теплерен ҫапла вӗсем кирпӗч катӑкӗсемпе тимӗр кӑшӑлсем, хӑма татӑкӗсемпе тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр тупса килчӗҫ.

Как-то они притащили груду кирпичей, железных обручей, обрезков досок и разного другого утиля.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вара эпӗ кӗреҫе тытрӑм та нимӗн тӑвас килмесӗрех, снаряд ӳксе шӑтарнӑ вырӑна, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса тӑкнӑ ҫӗре тӑпра сапса, тикӗслеме тытӑнтӑм.

Я взял лопату и без особой охоты принялся засыпать землей воронку от снаряда, наполненную мусором.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ӗнертен вара мана текех хамӑр пуҫланӑ ӗҫӗн вӗҫне тухасси иккӗлентере пуҫларӗ, кунта тата, тӗрлӗ хуралсем ҫинчен илтсе пӗтерсен эпӗ йӑлтах салхулантӑм.

Меня уже со вчерашнего вечера одолевали сомнения насчет успеха нашего дела, а тут, услышав про всякие дозоры, охраны и западни на дорогах, я и вовсе загрустил.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Урама тухсан пурте тӗрлӗ еннелле чупрӗҫ.

Выбравшись на улицу, все пустились в разные стороны.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тӗрлӗ инкекрен, тейӗпӗр-и…

— Ну… неприятностей всяких…

IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тимош хӑй валли вунпилӗк ҫынлӑ команда уйӑрса илчӗ те хула тӑрӑх тӗрлӗ материалсем шырама чупрӗ.

Тимошка отобрал себе команду в пятнадцать человек и убежал с ней искать по городу материалы,

IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Коля кӗҫӗн алӑкне уҫрӗ те эпир тӗрлӗ тӗслӗ кроликсемпе вӗсен ҫурисем сиксе ҫӳрекен пӗчӗк картишне кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Ҫунашкасем, кунтӑксемпе ещӗксем, михӗсем хатӗрленӗ те ачасем, кам нумайрах кӗл пуҫтарӗ-ха тесе, пӗрне-пӗри социализмлӑ ӑмӑртӑва чӗнсе, тӗрлӗ еннелле саланнӑ.

Помоги переводом

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Халӗ унта каналсем чаваҫҫӗ те, хайхи вара часах ҫав пушхир ытарма ҫук лайӑх ҫӗр пулса тӑрать, унта улма пахчисем те чаплӑн ӳсме тытӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ плантацисем те нумай тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

III. Ӗҫӗ акӑ мӗнле пуҫланнӑ // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Ачасем пӗр вырӑнтах пускаласа тӑчӗҫ, аптранӑ енне вӗсем тӗрлӗ енне ҫаврӑнкаласа та пӑхрӗҫ.

Мальчики топтались на месте, растерянно поворачиваясь во все стороны.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ҫыннӑн кунта тӗрлӗ шухӑшпа пуҫ ҫаврӑнать, эсӗ тата хӑвӑн ухмахла ыйтӑвусемпех тинкене кӑларатӑн!

У человека голова болит от заботы, а он со своими дурацкими вопросами!

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Тӗрлӗ чӗрчун та ҫӗлен-калта пур.

— Одни земноводные и пресмыкающиеся.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

— Боря темшӗн пӗшкӗнчӗ те кунтӑкне пӑхса илчӗ, унтан вара сӑмах май тенӗ пек: — Унта тӗрлӗ чӗрчунсем кӑна, — тесе хучӗ.

— Боря нагнулся зачем-то, потрогал корзину и добавил вскользь: — В ней одни только земноводные.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Лева тахҫантанпах ӗнтӗ хӑй икӗ тӗрлӗ йӑла тӑрӑх пурӑнма вӗрентет: кирек хӑҫан та аптраса ӳкмелле ан пултӑр, тата, калаҫнӑ чух, питӗ кӗскен калаҫмалла.

Лёва давно тренировался, вырабатывая в себе два качества: способность оставаться невозмутимым при любых обстоятельствах и привычку выражаться кратко.

Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней