Поиск
Шырав ĕçĕ:
Патшалӑх вырӑнти тавар туса кӑларакансене саккун шайӗнче яланах пулӑшнине тата малалла та пулӑшассине палӑртрӗ.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.
Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Чи малтанах ӗҫчен ҫын яланах хисепре пулни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Люба яланах малтисен ретӗнче.
Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ пухаканскерӗн пӗр пушӑ вӑхӑт та ҫук, вӑл яланах тӗрлӗ конкурссемпе олимпиадӑсене хутшӑнма хатӗрленет.
Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Тирпей-илем кӗртмелле, урамсенчи ҫулсене пӑхса тӑмалла, шыв пӑрӑхӗсем аван ӗҫлеҫҫӗ-и, пушар машини яланах юсавлӑ-и...
Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Маттур хӗрарӑмра яланах вӑй-хал тапса тӑнӑн туйӑнать.
Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
«Эпир ҫамрӑксене шаннӑ, шанатпӑр, ӳлӗмрен те шанӑпӑр. Ҫамрӑксем - Чӑваш Республикин ҫутӑ малашлӑхӗ» - ҫак шухӑша Михаил Игнатьев яланах палӑртать.
Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Присяга тытнӑ салтакӑн вара хӑйӗн тивӗҫне яланах пурнӑҫламалла, пирӗн ентешсем ӑна чыслӑн пурнӑҫланӑ.
Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26
«Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май.
Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26
Яланах пӗрлеччӗ.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Штаб хастарӗсем общество пурнӑҫӗнче яланах малта, вӗсем патриот воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ акцисенче - чи малти ретре.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Анчах чунра чи ӑшӑ туйӑмсем валли вырӑн хӑварсассӑн, пурнӑҫӑн яланах тикӗс мар ҫулӗпе утма алӑ паракан пулсассӑн темӗнле нушана та тӳссе ирттерме пулать.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771
Маларах калаҫса татӑлсан пирӗн патра яланах питӗ пысӑк та хаваслӑ ушкӑн пуҫтарӑнать.Когда договариваемся заранее, то у нас всегда собирается большая и веселая компания.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
- Пирӗн алӑк яланах уҫӑ.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
Арҫынсен мӑнастирӗ сӑрт-ту хушшинче пытанса ларать, вӑл кирек хӑҫан та шӑп, халӑх та унта ытла ҫӳремест, хӗрарӑмсен Бяла Черквари мӑнастирӗ вара яланах тав-шуйлӑ.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шӑпах пӗрлӗх тата пӗр-пӗрне тӗревлени пире яланах вӑрҫӑра та, тӑрӑшуллӑ ӗҫре те ҫӗнтерӳ тума пулӑшнӑ.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne
Чӑнах та, хӗрӗпе авланма хатӗрленекен каччӑ текенни яланах ун куҫӗ умӗнче пулман вӗт; унпа пӗрле пӗр пӳлӗмре ларнинчен ытларах вӗсем урӑх пӳлӗмре е урӑх пӳлӗмсенче ларнӑ, ҫӳренӗ; анчах вӗсен калаҫӑвӗ унта та нимпе те уйрӑлса тӑман.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр тесен тата, кӑна эпӗ хам та яланах пӗлнӗ».
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан, паллах, ӳснӗ-ӳснӗ те ҫитӗнсе ҫитнӗ; шӑпах ҫав вӑхӑтра ялхуҫалӑхне ҫӗнетме хӑтланнӑ темле пуян ҫынна хӑйӗн Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ ҫинчи виноград пахчисем вырӑнне ҫӗрмамӑк плантацийӗсем тӑвас шухӑш пырса кӗнӗ; вара вӑл такама хӑйне валли управляющий Ҫурҫӗр Америкӑран кӳме хушать; ӑна валли Канадӑра ҫуралнӑ, Нью-Йоркра пурӑннӑ Джемс Бьюмонта кӳреҫҫӗ; эпир сирӗнпе, вулаканӑм, хамӑр Петербургран е Курскран Арарат туне курман пекех, Бьюмончӗ вара нихҫан та ҫӗрмамӑк плантацийӗсене курман пулнӑ; ҫавӑн пек прогресситсемпе вӑл яланах ҫапла пулать.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.