Поиск
Шырав ĕçĕ:
Николай Петровичӑн вӑл ҫырусене шыраса тупмашкӑн ҫирӗм тӗрлӗ ещӗкпе арчасене пӑлхатмалла пулнӑ.За этими письмами Николай Петрович принужден был рыться в двадцати различных ящиках и сундуках.
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Асанне икӗ тӗрлӗ каланӑ, тет.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Одинцова хӑйне темӗнле хытӑ тытсан та, тӗрлӗ тӗшмӗшсенчен темӗнлех ҫӳлте тӑрсан та, столовӑя кӑнтӑрлахи апата пырсан канӑҫ пулмарӗ ӑна.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл хӑйне хӑй, усал йӗкӗлтенӗ пек, тӗрлӗ «намӑс шухӑшсем» ҫинче тытнӑ.Он ловил самого себя на всякого рода «постыдных» мыслях, точно бес его дразнил.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Одинцова ӑна килӗшнӗ; ун ҫинчен сарӑлнӑ тӗрлӗ сӑмахсем, ирӗклӗхпе унӑн шухӑшӗ нимӗскере те пӑхӑнманни, хӑйне иккӗлентермиех кӑмӑл туни — пӗтӗмпех уншӑн усӑллӑ пек курӑннӑ; ҫапах та вӑл часах унран «йӗркине тупма ҫуккине» ӑнланса илнӗ, анчах пӑрахса кайма, ку хӑйне те тӗлӗнтернӗ пулсан та, вӑй пулман унӑн.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Чӳречесем хушшинчи стена ҫинче, пысӑках мар комод тӑрринче, Николай Петровичӑн ҫулҫӳрекен художник тӗрлӗ майлӑ тӑратса ӳкернӗ чылаях начар сӑнӳкерчӗкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; ҫавӑнтах Феничкӑн пачах ӑнӑҫсӑр тухнӑ сӑнӳкерчӗкӗ те ҫакӑнса тӑрать: тӗттӗм рама ӑшӗнче темӗнле куҫсӑр сӑн-пит пикенсех кулса тӑрать, урӑх нимӗн те ӑнланма ҫук; Феничкӑран ҫӳлерех бурка тӑхӑннӑ Ермолов ҫамки ҫине усӑнса аннӑ йӗп тирмелли пӗчӗк пурҫӑн минтер айӗнчен инҫетри Кавказ тӑвӗсем ҫинелле хаяррӑн та тӗксӗммӗн пӑхса тӑрать.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫӑмӑл ӑслӑ хӗрарӑм вырӑнӗнче шутланнӑ, тӗрлӗ савӑнусемшӗн каҫса кайнӑ, ташласса — кайса ӳкиччен ташланӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Николай Петрович, хӑй калашле, ферма пурӑнӑҫӗнче пулса иртнӗ тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен, правительствӑн малашнехи ӗҫӗсем ҫинчен, комитетсем, депутатсем, машинӑсем туянма кирли ҫинчен тата ыттисем ҫинчен те калаҫрӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑлхи ҫинчи бирюза хӑлха алкийӗ те, ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗспе сӗрсе якатни те, ӳт-пӗвне ҫавӑрӑнӑҫлӑн хускаткалани те — ку тарҫӑ лайӑхланнӑ ҫӗнӗ ӑруран тухнӑ ҫын иккенне палӑртса тӑрать.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ, ылтӑнран шӑратса, касса капӑр эрешсем тӑвакан ӑста евӗр, хамӑн куркама темӗн тӗрлӗ эрешлетӗп, ҫав куркаран вара хамах наркӑмӑш ӗҫетӗп.
Курка // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 170 с.
Ермолай ӑна тӗрлӗ ылхан сунчӗ.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Вӑл темӗн тӗрлӗ мыскара та тӳссе ирттерет: шурлӑхсенче, йывӑҫсем ҫинче, ҫурт тӑррисенче, кӗпер айӗсенче ҫывӑрать, ӑна маччасем ҫине, нӳхрепсемпе сарайсене питӗрсе лартни те пӗрре мар пулнӑ, хӑш-пӗр чухне пӑшалсӑр, йытӑсӑр, ҫаппа-ҫарамас тӑра-тӑра юлнӑ вӑл.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Хӑш-пӗр паллӑ кунсенче кӑна, калӑпӑр акӑ: ҫуралнӑ кунсенче, менелниксемпе суйлав кунӗсенче, ҫав улпутсен поварӗсем вӑрӑм сӑмсаллӑ кайӑк-кӗшӗкрен тӗрлӗ апат хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ, вӗсем валли вырӑс ҫыннин вашаватлӑхӗпе, тепӗр чухне хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те ӑнланмасӑр, тӗлӗнтермӗш юрмасем хатӗрлесе тултараҫҫӗ, сӗтел ҫине лартса панӑ ҫав апат-ҫимӗҫе хӑнисем вара пит кӑсӑкланса та тӗсесе пӑхаҫҫӗ, анчах тутанса пӑхма темшӗн тӑхтаса тӑраҫҫӗ.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Эпӗ вара унӑн сӑнне, хальччен хам курнӑ мӗнпур сӑнсемпе танлаштарсан, чи нумай тӗрлӗ улшӑнма пултаракан сӑна, пуҫламӑш хут лайӑххӑн тӗсесе пӑхрӑм.Я тут в первый раз хорошенько рассмотрел ее лицо, самое изменчивое лицо, какое я только видел.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
— Сывлӑх сунатӑп, — терӗ Гагин кӗнӗ май, — эпӗ сире ирех кансӗрлерӗм, анчах курӑр-ха, мӗн тӗрлӗ ырӑ ир.— Здравствуйте, — сказал Гагин, входя, — я вас раненько потревожил, но посмотрите, какое утро.
III // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫамрӑклӑх тутлӑ премӗк ҫиет те, ӗмӗрех ҫапла пулать тесе шутлать, анчах тепӗр тӗрлӗ вӑхӑт ҫитсен хура ҫӑкӑра та тархасласа ыйтма тивет-ҫке.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пӗр кун хушшинче вӑл павильонра вырнаҫма ӗлкӗрчӗ; малай ҫынни пулӑшнипе хӑйӗн хаклӑ япалисене кӑларса хучӗ: кавирсем, йӑпӑрка-пурҫӑн, пархӑт-парча тумтирсем, хӗҫ-пӑшал, чашӑксем, финифтьпе эрешленӗ турилккесемпе куркасем, ӗнчӗ-ахахпа илемлетнӗ ылтӑн, кӗмӗл япаласем, янтарьтен, слон шӑмминчен касса кӑларнӑ пӗчӗк арчасем, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ кӗленчесем, пылак ҫимӗҫсем, чӗлӗм туртмаллисем, тискер кайӑк тирӗсем, хальччен курман вӗҫен кайӑксен тӗкӗсем тата ытти тӗрлӗ япаласем, — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри мӗн тума кирлине те пӗлеес ҫук, ӑнланаяс ҫук.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Муций хӑйпе пӗрле вуншар арча илсе килнӗ, вӗсене нумай хушӑ ҫул ҫӳренӗ чух тӗрлӗ пурлӑхпа тултарнӑ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӑл кайнӑранпа иртнӗ пилӗк ҫул хушшинче ун ҫинчен никам та нимӗн те пӗлмен; вӑл ҫӗр ҫинчен ҫухалнӑ пекех, ун пирки сарӑлнӑ тӗрлӗ сас-хура пӗтӗмпех путланнӑ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.