Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ӑнлантӑм (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнлантӑм, ӑнлантӑм

Понял, понял…

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

«А-а, ӑнлантӑм. Нивушлӗ?»

«А-а, поняла. Неужели?»

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Унтан ура ҫине сиксе тӑчӗ те ун енне ҫаврӑнса ҫапла каларӗ: — Кукамай, эпӗ халӗ ӑнлантӑм.

Потом вскочила на ноги, повернувшись в ее сторону, сказала так: — Бабушка, сейчас я поняла.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Сӑмахӗ ман пирки пулнине ӑнлантӑм.

Помоги переводом

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Каярах ӑнлантӑм - ӗлӗк капюшон тавраш пулман.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку килте килӗшӳ ҫуккине ӑнлантӑм.

Помоги переводом

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Салтакра чухне спорт ӗмӗре тӑснине ӑнлантӑм: ҫуран тата йӗлтӗрпе чупас енӗпе ӑсталӑха аталантарма пуҫларӑм.

В армии понял, что спорт продлевает жизнь: ходьбой и лыжной гонкой начал развивать мастерство.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

– Шкулӑн алӑк урати урлӑ каҫсанах ӑнлантӑм: манӑн тивӗҫ – ачасене вӗрентесси.

- Переступив порог школы сразу поняла: моя цель - обучение учащихся.

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ун ҫине пӑхса эпӗ ҫакна ӑнлантӑм – ку хӗр чӗринче ман валли вырӑн ҫук.

Глядя на неё я понял одно - у этой девушки в сердце нет место для меня.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫывӑх ҫыннӑма мӗн тери йывӑр пулнине ӳссен ҫеҫ ӑнлантӑм.

Только будучи взрослой, я поняла, как нелегко было близкому человеку.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Сирӗн механизаторсем ҫерем уҫнине пӑхса тӑтӑм та ҫак ӗҫ вӑхӑта нумай илнине, обществӑна тӑкак чылай кӑтартнине ӑнлантӑм.

Помоги переводом

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Польша чиккинчен каҫрӑмӑр та Германие кӗриччен пуйӑс чарӑнчӗ. Эпӗ эшелон дежурнӑйӗн пулӑшуҫи пулнӑ май лару-тӑрӑва уҫӑмлатма кайрӑм. Пӑравус умӗнче нимӗҫсем тӑраҫҫӗ: пушӑ икӗ пӗчӗк хуран тытнӑ та кашӑкпа шаккаҫҫӗ. Вӗсем выҫӑ пулнине тӳрех ӑнлантӑм, хамӑрӑн салтаксене яшка илсе килме хушрӑм. Хуранпа яшка илсен нимӗҫсем сигнал пачӗҫ те пуйӑс вырӑнтан хускалчӗ», — калаҫу ҫӑмхи малаллах сӳтӗлчӗ.

"Перешли Польскую границу и до въезда в Германию поезд остановился. Я будучи помощником дежурного эшелона пошел выяснять ситуацию. Перед паровозом стоят немцы: ложкой стучат по двум маленьким котелкам. То, что они голодные понял сразу, нашим солдатам приказал принести суп. Взяв котелок с супом немцы дали сигнал и паровоз тронулся", - продолжился разговор.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«Умра — мина уйӗ. Унта мӗнле кӗмелле? Юрать-ха ку уйра пехота мини мар, танксене пӗтермелли иккенне ӑнлантӑм. Мина лартса хӑваракансем «растяжкӑсем» хунине те пӗлетӗп эпӗ. Вӗсем ҫине пуссан мина ҫурӑлать. Мӗн тумалла? Кӑшт йӑнӑшсанах вилетӗп, малалла каймасан тӑшман снайперӗсен аллине лекме пултаратӑп», — тем те тӳснӗ ветеран хумханнине ирттерес тесе куркари чейе сыпса илет.

"Передо мной - минное поле. Как туда пройти? Хорошо хоть понял, что на этом поле не пехотные мины, а противотанковые. Я знаю, что минеры расставляют и "растяжки". Если на них наступить, то мина взорвется. Что делать? Чуть ошибусь - погибну, если не идти вперед, то можно попасть под руки вражеских снайперов", - чтобы отвести волнение, пережившее всякое ветеран отхлебывает чай с кружки.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

22. Вара ӑнлантӑм эпӗ: этемшӗн хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл — ӑна пӳрнӗ шӑпа; кайран хӑй хыҫҫӑн мӗн пулассине курма кам илсе килтӗр-ха ӑна?

22. Итак увидел я, что нет ничего лучше, как наслаждаться человеку делами своими: потому что это - доля его; ибо кто приведет его посмотреть на то, что будет после него?

Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах эпӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн ӗҫ сӗнекен тек пулмассине ӑнлантӑм.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗчӗк больницӑра ӗҫлеме пуҫлани аванраххине каярах тин ӑнлантӑм.

Только позже поняла, что лучше всего начать работать в маленькой больнице.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑнпа чи ҫывӑх тусӑмпа пӗр вӗренӳ заведенийӗнчи пӗр факультетра вӗренме май килменнине ӑнлантӑм.

Помоги переводом

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ку професси ман валли маррине ӑнлантӑм.

Помоги переводом

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑн чухне ӑнлантӑм: кунта ача чухнехи пек вӑрҫӑлла выляни мар, чӑн-чӑн вӑрҫӑ пырать.

Тогда я понял: здесь нельзя играть как в детстве в войну, идёт настоящая война.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Кайран ӑнлантӑм - вӗсем Галустян шӳтлеме пуҫласса кӗтнӗ-мӗн.

Потом понял - они ждали когда Галустян начнёт шутить.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней