Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр минутранах вӑл ҫуна ҫинче, хуҫин ури вӗҫӗнче ларнӑ, вӑл сивӗпе тата хумханнипе хутланкаласа ҫапла мӑкӑртатнине итленӗ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ахӑрать хайхи ку пирӗн киревсӗр сӑмахсемпе, ҫуна ҫинчен шӑва-шӑва анать… пач урса кайрӗ, урӑхла каласан.Орет благим матом, с салазок скатывается… то есть совсем сбесился!
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Эпир ҫуна пекки турӑмӑр та ӑна ҫыхса пӑрахрӑмӑр, вара ҫапла вырттарса туртма пуҫларӑмӑр.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Унта та тӑвӑртарах, халӑхӗ ҫирӗм ҫын патне пулать, ҫапах та мӗнле те пулин шӑнӑҫкалӑр, — терӗ те вӑл хапха усма ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Прохорпа пӗрле васкамасӑр ҫуна патне утса пычӗ, лаша тарӗ шӑрши ҫапнӑ хура аллине Григорие тӑсса пачӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан ҫавӑнтах ҫуна ҫинчен якӑлт сиксе анчӗ, пӗлме тесе, картишне кӗчӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вилӗ чӗмсӗрлӗхпе пиеленнӗ ҫеҫенхирӗн юрлӑ анлӑшнелле тӗтреленнӗ куҫӗсемпе тинкерсе ҫуна ҫинче ларса пынӑ чухне те, ҫӗрле ӑҫта та пулин ҫынсем чыхланса тулнӑ пӑчӑ та пӗчӗк пӳлӗмре куҫне хупса, шӑлӗсене ҫыртса выртнӑ вӑхӑтра та вӑл пӗрмаях тӑнне ҫухатса чирлӗ выртакан, таҫти ҫӗрти ют поселокра пӑрахса хӑварнӑ Аксинья ҫинчен, Татарскинче юлнӑ ҫывӑх ҫыннисем ҫинчен шухӑшларӗ…
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий хӗрхенсе шӑл шурри те пулин кӑтартманшӑн кӳренсе, Прохор вӑрахчен шӑпланчӗ, тепӗр чух ҫуна ҫинче сехечӗ-сехечӗпе сӑмах чӗнмесӗр, пӑрлӑ шыв ҫине чиксе кӑларнӑ пек салхуллӑн ҫӳҫенсе ларса пычӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Малтанах, — ҫул ҫинчех тӗлӗрсе кайма памастчӗ те-ха, — ҫапах вӑйӑ пек кӑна туйӑнатчӗ, халӗ, ав, эсрел, ами, чӑн-чӑн чӗр асап пулса кайрӗ. Ҫуна ҫинче ларса пыма ҫук!»
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ирхине ирех ҫуна ҫине ларчӗ те вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан, юрпа витӗннӗ анлӑ ҫеҫенхирпе малалла кайрӗ.С утра садился в сани, ехал по раскинувшейся бескрайней, заснеженной степи.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, картишне тухса, чылайччен ҫуна ҫинче чӗлӗм туртса ларчӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑрла тӗлӗнче, мӑн ҫултан пӗр-икӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Михайловски поселокӗнче утсене апат пама чарӑнсан, Аксинья ҫуна ҫинчен те тӑраймарӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Тен, выртатӑн? — ыйтрӗ Григорий, Аксинйӑна ҫуна ҫине ларма пулӑшса.Григорий помог Аксинье сесть в сани, спросил: — Может, ты приляжешь?
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑкӑрлӑксенче шуҫӑмчченех кӑвайтсем ҫунчӗҫ, ҫынсем калаҫнӑ, утсем кӗҫеннӗ, ҫуна тупанӗсем нӑчӑртатнӑ сасӑсем илтӗнсе тӑчӗҫ.До зари на проулках горели костры, слышались людские голоса, конское ржание, скрип полозьев.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Прохор чылай вӑхӑт ҫуран таплаттарса пычӗ, унтан ҫуна ҫине, йӑва ҫавӑрнӑ пек, кӗрсе ларчӗ те тек нимӗн те калаҫмарӗ.Прохор долго шел пешком, а потом угнездился в санях и разговора больше не заводил.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пар лаша кӳлнӗ ҫуна хыҫӗнче Григорий йӗнерсем ҫине сӗвенсе выртса пырать.В задке пароконных саней, привалившись спиной к седлам, полулежал Григорий.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫуна тупанӗсем айӗнче юр нӑтӑртатать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫ пуларахпа Пантелей Прокофьевич ҫуна ҫине утӑпа сӗлӗ майласа хучӗ, ирхине вара илӗм-тилӗмлех тӑлӑп тӑхӑнса ҫиелтен пиҫиххи ҫыхрӗ те, пиҫиххи хушшине алсисене тӗркелесе чиксе, турра пуҫҫапрӗ, кил-йышӗпе сывпуллашрӗ.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫуркунне утӑ-сӗлӗ туянса тӑккаланас мар, хӑйӗннипех мӗнле те пулин йӳнеҫкелес тесе, Пантелей Прокофьевич малтанах ҫуна ҫине кӑрман лартса кайма та шутланӑччӗ, анчах кайран хӑех ку синкерлӗ шухӑша пӑрахӑҫ турӗ.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑкӑрлӑк тӑрӑх ҫуна тупань йӗрӗсем иртеҫҫӗ.