Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хапха сăмах пирĕн базăра пур.
хапха (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапа хӑвӑрттӑн хӗвеланӑҫӗнчи хапха еннелле кусса кайрӗ.

Телега быстро покатилась к западным воротам.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Темиҫе ҫын шоссе тӑрӑх хӗвеланӑҫӗнчи хапха еннелле чупрӗҫ.

Несколько человек уже побежали по шоссе к западным воротам.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хапха патӗнче отряда халӑх ушкӑнӗ кӗтсе илчӗ.

Когда отряд входил в южные ворота, там уже ожидала толпа.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑнтӑрти хапха хыҫӗнчи кӗпер урлӑ каҫсан, ҫынсем, ушкӑнсем ҫине пайланса, шоссе тӑрӑх утрӗҫ.

Перейдя мост за южными воротами, люди, разбившись на группки, пошли по шоссе.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Отряд кӑнтӑрти хапха патне ҫитсен, Го Цюань-хай хӗрлӗ пурҫӑн ялав ҫӗклерӗ.

Когда отряд достиг южных ворот, Го Цюань-хай развернул красное шелковое знамя.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян, маузерне пиҫиххи ҫумне хӗстерсе, ҫирӗп утӑмсемпе кӑнтӑрти хапха еннелле утрӗ.

Сяо Сян, заткнув маузер за пояс, решительными шагами направился к южным воротам.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Туппа кӑнтӑрти хапха хыҫне лартас пулать.

Картечную пушку надо поставить за южными воротами.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫурҫӗрти хапха хыҫӗнче ҫунать!

За северными воротами горит!

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр кунне Чжао Юй-линь ҫурҫӗрти хапха хыҫӗнче мӗн каҫченех вӗтлӗхри йывӑҫсене касрӗ.

На другой день Чжао Юй-линь вышел за северные ворота и до самого вечера рубил кустарник.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем хыҫҫӑн хӗвелтухӑҫӗнчи хапха патне, лозунгсем кӑшкӑрса, савӑнӑҫлӑ юрӑ юрласа, хаваслӑ халӑх утрӗ.

Вслед за ними к восточным воротам катилась ликующая толпа, выкрикивающая лозунги, поющая радостные песни.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку ҫурҫӗрти хапха патӗнче пурӑнакан Чжан ятлӑ тӑлӑх арӑм пулчӗ.

Это была вдова Чжана, живущая у северных ворот.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хапха патӗнче пӗрне-пӗри хӗсме пуҫларӗҫ: кашнийӗнех мала тухас килет.

У ворот образовалась давка, всем хотелось протиснуться вперед.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Килеҫҫӗ! — шавласа кайрӗ те халӑх, хапха патне кӗпӗрленчӗ.

Ведут! — зашумела толпа и хлынула к воротам.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хапха хыҫӗнче питлӗхсемпе турилккесем чанкӑртатни, пысӑк параппан кӗмсӗртетни илтӗнсе кайрӗ.

За воротами зазвенели гонги и тарелки, загрохотал большой барабан.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хура хапха патӗнче халӑх чарӑнса тӑчӗ.

У черных ворот толпа задержалась.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Улттӑмӗш Хань хӗвеланӑҫӗнчи флигель ҫумне пытанчӗ, куҫӗсене сиктермесӗр хапха ҫине пӑхма пуҫларӗ.

Хань-шестой свернул под крышу западного флигеля, не спуская глаз с ворот.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кайри хапха хыҫӗнче каллех кашни ҫӗр лумсемпе кайлӑсен, кӗреҫесен сассисем илтӗнсе тӑчӗҫ.

По ночам за черными воротами опять застучали кайла.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл хапха патӗнче Чжен Цзин-сяна хуса ҫитрӗ, ҫаннинчен ярса тытрӗ:

Он догнал Чжан Цзин-сяна у ворот и схватил за рукав:

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Чжан Цзин-сян кӑнтӑр хапха хыҫӗнчи тӳремлӗхрен, Хань Лао-лю владенине кӗрекен вырӑнтан пӗр шан ҫурӑ ҫӗр илчӗ».

«Чжан Цзин-сян получил полтора шана земли из владений помещика Хань Лао-лю на равнине за южными воротами».

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Начальник, ҫурҫӗрти хапха патне каяр-ха, унта калаҫӑпӑр.

— Пойдем, начальник, к северным воротам, там и поговорим.

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней