Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тата чӗрӗк сехетрен Сӑпани ӑна чайнӑйӑн хӑна пӳлӗмӗсем енне тухакан алӑк кантӑкӗнчен курчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кашкӑр Мӗтрине юлташлӑх укҫи ӑҫта упраннине кайса пӗлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ун чухне самантлӑха кӑна курчӗ пулин те, Сӑпани тек ӗнтӗ Хӗлимунсӑр пурӑнма пултараймассӑнах туйрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин ӑна курчӗ ҫеҫ — пӗтӗм тавралӑх ҫуталса кайнӑн туйӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Курчӗ вӑл: Ҫемен питӗнче те савӑнӑҫ палӑрчӗ, анчах самантлӑха кӑна; ҫавӑнтах тем пулчӗ ӑна, вӑл пиччӗшне алӑ панипех ҫырлахрӗ, ӗнер кӑна сиввӗн уйрӑлнӑ пек, «Ну, салам!» — терӗ те, сӗнессе кӗтмесӗрех, тӗпелелле иртрӗ, малти пӳрт алӑкӗ ҫумӗнчи сак ҫине ларчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мамӑк утиял айӗнче юнашар выртакан Санюкӑн ачаш ӳт-пӗвне пир кӗпе витӗрех таччӑн туйрӗ, туйрӗ кӑна мар, паҫӑр ҫурӑм ҫума пынӑ чухнехи пекех, куҫпа та курчӗ темелле.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешӗ ӑна курчӗ те каллех чайнӑя илсе кайса хӑналарӗ, калаҫасса та евӗккӗн калаҫрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑваш хӗрарӑмӗн тивӗҫне ҫухатсах чӑн-чӑнласа юратса курчӗ вара ҫав килӗмсенчен пӗринче Крапивина.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унта та кунта чӑмӑртанма тытӑннӑ ытти кооперативсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ, каяр ах чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи пирвайхи совхозсене те кайса курчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав вӑхӑтра вӑл, аманнӑ хыҫҫӑн сипленме таврӑннӑ хӗрлӗ армеец, ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули ҫӑварӗнче… ашшӗн чӗлӗмне курчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вара Антун шыв ӑсма тухнӑ пӗр хӗрарӑма курчӗ те ун патне пычӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла Ванькка 1921 ҫулхи август уйӑхӗн варринче, кайма-килме тӑватӑ кун ирттерме тивнипе, тӑван Экеҫре виҫӗ кун пулса курчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Майоров хӑйне локомобиль юсама хушнипе усӑ курчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куҫне уҫрӗ те… тӳрех Улькана курчӗ, савӑннипе йӑл кулам пекки те турӗ, ҫавӑнтах, унталла-кунталла пӑхкаларӗ те нимӗн те ӑнланманнипе канӑҫсӑррӑн туртӑнса илчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗлип, чӗлпӗртен вӗҫерӗнсе, тепӗр енне пӑлтӑрт! сирпӗнсе ӳкрӗ, тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ, ҫавӑнтах тата, Тӑвӑл юр ӑшне пашлатнине курчӗ те, ҫиллине чарчӗ, юлташӗсем пулӑшнипе ура ҫине тӑрса, ахӑлтатса кула пуҫларӗ:
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шурӑ поляксен аллине тыткӑна лексе те курчӗ, унтан тарса тухсан, каллех Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Такӑна-такӑна, пӑшалне пӑлхануллӑн силлесе вӑл вунӑ утӑм чупрӗ, каллех Тарта курчӗ те — хӗрӳлӗхӗ сасартӑк тамалнине туйрӗ, — Тарт пӳрни пускӑҫ ҫинче, вӑл Блемера кӑкӑрӗнчен тӗлленӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Тарт шӑппӑн малалла утӑмларӗ, чӗр чуна тӗм хыҫӗнчен кӑларас тесе кӑшкӑрасшӑнччӗ, анчах ӳсен-тӑранӑн ешӗл серепи ӑшӗнче сасартӑк хура куҫ йӑлтӑрккине курчӗ, тӳрленсе тӑчӗ те кӗтменлӗхе пула шартах сикрӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Тарт ҫывӑхри, шӑллӑ тирӗк евӗр путӑклӑ ҫулҫӑсен ҫыхланчӑклӑхне курчӗ те — пиҫсех ҫитеймен слива евӗрлӗ темӗн пӗчӗк те симӗсскере асӑрхарӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кӑштахран Ассоль хӑй пуринчен те лайӑхрах пӳлӗмре — каютӑра — тӑнине курчӗ.И скоро Ассоль увидела, что стоит в каюте — в комнате, которой лучше уже не может быть.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӗтесрен кӗтеселле утнӑ май ҫаврӑнчӗ те — сасартӑк тӳрех Ассоле курчӗ; пӳрте ӑнтӑлса, пӗр сассӑр кӗнӗскер — хӗрӗ ашшӗ умне нимӗн шарламасӑр пырса тӑчӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.