Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ йӑнӑш тунинчен эпӗ тӗлӗнместӗп, анчах эсӗ пӑттине мӗнле ҫисе янӑ-ши тесе ҫеҫ тӗлӗнетӗп.Я не удивляюсь, что ты ошиблась, но непонятно, как это ты ее съела?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Анчах нимӗнле йӑнӑш та пулманни палӑрсан, унӑн сӑнӗ тӗксӗмленсе кайнӑ, тет, вара вӑл хӑйӗн сӗтелӗ ҫинче тӑракан фотографие илсе пуҫтарса хунӑ!
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пирӗн пата телефон шӑнкӑравласа, пире: кунта йӑнӑш пулнӑ пулмалла, тесе шантарма тӑрӑшатчӗ.Звонил нам по телефону и обнадеживал, что все это, наверное, ошибка.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Жиган самантрах айккинелле сиксе ӳкрӗ те, хӑй йӑнӑш тунине тавҫӑрса илсе, ҫапла каласа хучӗ:Жиган откатился сразу в сторону и, сообразив свою оплошность, завопил:
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
— Йӑнӑш пулчӗ…
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
— Эсӗ чирлесен, манӑн сана сыватмалла пулсан, йӑнӑш тумалла ан пултӑр.— А чтобы не ошибиться, если ты занеможешь и мне тебя лечить придется.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ аяккалла ҫаврӑнтӑм, анчах ыйӑх тӗлӗшпе пулчӗ пуль — йӑнӑш ярса пусрӑм та крыльца ҫинчен ҫӗре персе антӑм.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Эпӗ, асӑрханаймасӑр, пысӑк йӑнӑш туса хутӑм…
XIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Мана хама та кунта йӑнӑш пур пек туйӑнать.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Ҫук, кунта темле йӑнӑш пулмалла…
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Малашне ун пек йӑнӑш тумӑп, палӑртса хунӑ ӗҫсем ҫинчен ӳлӗмрен пӗлтерсех тӑрӑп.Я никогда не повторю подобный поступок, всегда буду заранее сообщать вам о своих планах.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
Хӑй пысӑк йӑнӑш тунине, аппӑшӗ умӗнче айӑплине туйса илчӗ Артем.Артем понял, что он допустил большую ошибку и заставил сильно переживать сестру.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
Тен, ӑна тата ашакпа танлаштарни йӑнӑш мар.Может быть, ее можно сравнить только с ослом, имеющим подобный же нрав.
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Офицерсем кашнин ҫурӑмӗсене пӑхса тухрӗҫ, ушкӑна йӑнӑш лекнисене хӑйсен «саспаллисене» шыраса тупма хушрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗр утӑм йӑнӑш ярса пусрӑр, вӗсем сире вӗлерӗҫ те, партизансене итленипе ҫапла тунӑ, тейӗҫ, ывӑлна персе пӑрахӗҫ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Мӗ-ӗн? — Марфа йӑнӑш илтмерӗм-ши тесе те шухӑшласа тӑчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Темле пӗлмелле ӗнтӗ ӑна, те йӑнӑш шухӑшсем кӗрсе тухса каяҫҫӗ пуҫа, те…Как понять, правильные мысли лезут в голову или неправильные?
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Темӗн йӑнӑш тунӑ эпир, туррӑмӑрсене темпе юрайман, ҫылӑха кӗнӗ.Мы совершили что-то непоправимое, чем-то не угодили нашим богам, совершили грех.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
— Каҫар, мӗн те пулин йӑнӑш каларӑм пулсан.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӑнӑш турӑр эсир!
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.