Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑтам сăмах пирĕн базăра пур.
вӑтам (тĕпĕ: вӑтам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарти Андриян Григорьевич Николаев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 10-мӗш шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Ульяна Малова Чӑваш Ен Пуҫлӑхне парне панӑ.

Помоги переводом

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Ҫавӑнпа литературӑра вӑтам ҫулпа пырас пулать: формӑшӑн анчах тӑни те, ӑш-чикӗшӗн анчах тӑни те тӗрӗс мар.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чылай ҫулсем иртсен, кикаклата-кикаклата кайӑкхурсем кӑнтӑр енчӗн ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑннӑ кунсенче, Хырла вӑрманӗсенче тарса ҫӳрекен пӑлхавҫӑсем патне аманса-сусӑрланса пӗтнӗ пӗр вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑ чӑваш пырса тухрӗ.

Помоги переводом

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Авӑн уйӑхӗ те вӗҫленсе пырать ӗнтӗ, — калаҫать вӑтам ҫулсенелли тӑрнакай арҫын.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑскер, вӑл автан пек сиккелерӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах пӳрте пӗр вӑтам ҫулсенчи хусах кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн-ха вырӑс патши чӑваш ялӗсенче тимӗрҫ лаҫҫисем уҫма чарнӑ? — ыйтрӗ паян каччӑсенчен пӗри, вӑтам пӳ-силлӗ те хулӑм туталлӑскер, шӑп та лӑп леш, упапала ҫапӑҫаканни.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл — вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑскер.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вӑтам пӳллӗ, пӗчӗк ача кӗлеткиллӗ, кӑшт ырхантарах.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ, ҫак ҫурт алӑкӗ уҫӑлчӗ те вӑтам пӳллӗ хӗр вутӑ йӑтса шалалла кӗчӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яш кӗрӗмпе вӑтам ҫынсем варлашнӑ, Вырӑс улпут чӑваш мулпе паллашнӑ…

Помоги переводом

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫав ҫуртра воевотӑ пурӑнать: Хӑюллӑ та харсӑр, чее, вӑтам ҫын, Вутпала шыв витӗр тухса курнӑ ҫын.

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мартӑн 24-мӗшӗнче асӑннӑ акци шайӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче экзамен ирттернӗ.

Помоги переводом

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Мероприятие Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 6-мӗш кадет класӗн вӗренекенӗсем уҫнӑ.

Помоги переводом

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

1938 ҫулхи сентябрьте ӑна Хырай Ӗнел пуҫламӑш шкулӗн заведующине лартнӑ, ҫав ҫулхи декабрьтех вӑл Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкулта 5—7-мӗш классене физика, математика тата черчени вӗрентме пуҫланӑ.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

8 ҫулта Иван Кокшин Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкулта ӑс пухма пикеннӗ, 1935 ҫулта шкул пӗтернӗ.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

1988 ҫулта, Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, тӳрех Канашри медицина училищине ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Тепӗр йывӑҫ, юманах илер, вӑтам этем ӗмӗрӗнчен вунӑ хут ирттерет, темиҫе ӑрӑва ырлӑх-сиплӗх, ҫутҫанталӑка чӗрлӗх-хӳтлӗх, илем кӳрет.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Савин ывӑлне хӑех пӑхса ӳстерчӗ, вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларчӗ, авлантарчӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Каҫал енре 1-мӗш №-лӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Даниил Порфирьев пирки те сӑмах пуҫарнӑ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней