Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чакӑр куҫӗсем вутланнӑ, Тӑрать, — вӑл хӗрнӗ, — ташласа.

Помоги переводом

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Шырлан хӗрри, Утсем тӑраҫҫӗ — купаланнӑ, Чӗр куҫӗсем чӑл-чал вутланнӑ; Хашкаҫҫӗ: хӗрнӗ ҫав тери.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун куҫӗсем хӑйсем тӗллӗнех ҫырма леш еннелле пӑхаҫҫӗ, нумай тӗслӗ илемлӗ тутӑрсем хушшинче Укахвин: кӗрен тутӑрне шыраҫҫӗ.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ытла паттӑр ҫав эс, ытла чаплӑ, тивӗҫлӗ мар-тӑр эпӗ сана, — теҫҫӗ хӗрӗн иккӗленерех пӑхакан куҫӗсем.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫийӗнчех сисрӗ, хӗрӗн хура куҫӗсем халичченхи пек мар, темле тӗмсӗлсе, раснах тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ун куҫӗсем Галимджанӑн кӗрешӳри чарусӑрлӑх вучӗпе ҫунакан хура куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, каччӑ ун ҫине «Мӗн тӑвас тетӗн, ҫӗнтерсен ҫӗнтерет, иксӗмӗртен пӗрин пурӗпӗрех аяла пулма тивет» тенӗ пек пӑхса илчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Пӗлетӗп эпӗ, пур ӗҫе те пӗлетеп, эсӗ ҫеҫ мана хакламастӑн», — терӗҫ ун чее куҫӗсем.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ темелле — пӗрпекех ҫӳлӗ, куҫӗсем хура, тӗксӗм ҫӳҫӗсене иккӗш те вӑрӑм ҫивӗтлесе пуҫ тавра явса ҫыхнӑ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Тавах, тусӑм. Эп ача кӑна мар ӗнтӗ, мана кун пек ӗҫ те хушма юрать. Кӑна эпӗ тахҫанах кӗтнӗччӗ», — теҫҫӗ унӑн хӑюллӑ куҫӗсем.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсем «паллатӑр-и мана ку тумтирпе?» тенӗ пек пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсем ун — тин тухнӑ хӗвел урисемпе кӗмӗл тӗслӗн ҫутӑлакан шыв ҫинче, пӗтӗм тимлӗхӗ — хирте.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви тем аса илнӗ пек пулчӗ, ун куҫӗсем хавассӑн ҫуталчӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан ун куҫӗсем ним ҫинче те чарӑнса тӑмарӗҫ, ыраш пуссин илемӗпе ҫеҫ киленсе пычӗҫ, кайран вӑл ҫывӑхрах ҫӗмелсем йышлӑн ӳссе ларнине асӑрхарӗ, юлашкинчен ун куҫӗсем ура айӗнчи сап-сар хӑмӑл ҫине ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун куҫӗсем темӗскере ӗмӗтленсе кӳлӗ ҫинелле пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пичӗ паянхи хӗвеллӗ кун пек таса та ҫутӑ: утӑ ура айӗнчи чечек те, ҫӳлти кӑвак тӳпе те палӑрать пек, куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ, вӗсене хӗрача вӑтаннипе аялалла тинкернӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хирте ӗҫленӗ чухне те ун куҫӗсем ялан ашшӗн вӑрӑм кӗлеткине шырарӗҫ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсем кулаҫҫӗ, таҫти аякри ӗмӗте курнӑ евӗр, темле савӑнаҫлӑн кулаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах вӗсен иккӗшӗн куҫӗсем те Марине бригади ҫине ӳкрӗҫ — унта ирхине килнӗ техник пырса ларчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫынсем ҫине пӑхать те курать: лере алӑ ҫупни ытларах кӗрленӗ майӗн кунти ҫынсен куҫӗсем ытларах ялтӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне куҫӗсем Сталинӑн тӗпелте ҫакӑнса тӑракан портречӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней