Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лапамра Козлово курӑнса кайрӗ; ял варринчи хуҫса пӗтернӗ топольсем хушшинче, гитлеровецсем ишсе хӑварнӑ чиркӳ вырӑнӗнче — хӗрлӗ кирпӗч купаланса выртать; пур ҫӗрте те юрпа витӗнсе ӗлкӗреймен пушар вырӑнӗсем хуралса выртаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗн вырӑс кӑмакисем трубисене кӑнтарса тараҫҫӗ.

В низине показалось Козлово; в центре деревни, среди покореженных вязов и тополей, на месте взорванной гитлеровцами церкви огромный холм красного кирпича; всюду черные, еще не запорошенные снегом пепелища, над которыми возвышаются могучие русские печи.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мӗн пурӗ те икӗ пушӑ ял кӑна туртса илтӗмӗр, мӗн пурӗ те хӗвеланӑҫнелле пилӗк километр кӑна кайрӑмӑр — салтаксемпе мӗн пулчӗ!

И взяли-то две пустые деревни и прошли-то на запад всего-навсего пять километров, а что с ребятами сделалось!

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унӑн ҫутти сивӗ тӗтре карса тӑракан тавралӑха ҫутатаймарӗ — хӑвӑрттӑн вӑйсӑрланса пычӗ, ҫавӑнпа та Отто Кугель ял хӗрринчи вӑрмана та пӑхса илме ӗлкӗреймерӗ.

Свет ее был бессилен перед густой морозной мглой — он быстро ослаб, и Отто Кугель не успел разглядеть даже лес, стоявший за околицей деревни.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак самантра ял ҫинче симӗс ракета ҫунса пӗте пуҫланӑччӗ.

В этот момент над деревней догорала зеленая ракета.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӗҫӗр кӳршӗри ял патӗнче артиллери склачӗ сывлӑша сирпӗнчӗ.

Сегодня ночью около соседней деревни взорвался артиллерийский склад.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл аран-аран алӑк уҫрӗ те, лампа ҫуттинче палламан ҫынна курсан, хыпӑнса ӳкрӗ: чӑнах та, ун умӗнче шӑпах леш, паян полицайсем ял тӑрӑх илсе кайнӑ десантник тӑрать…

Кое-как она открыла дверь, а когда взглянула на незнакомца в избе при свете лампы, оторопела: действительно, перед ней стоял тот самый десантник, которого везли сегодня полицаи по деревне…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан пӗр сехете яхӑн полицайсем ҫуртсене, картишсене, анкартисене, мунчасене ухтарса ял тӑрӑх ҫӳрерӗҫ.

Затем около часа полицаи носились по деревне, осматривая дома, дворы, огороды, бани.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Манӑн пӗчӗк пӳрт ял хӗрринче, вӑрман енче ларать.

— Избенка-то у меня с краю деревни, от леса.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял ҫыннисем кураҫҫӗ ӗнтӗ эпир пӗччен маррине.

Сельчане видят, что мы не одни.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Грибки ятлӑ пӗчӗк ял вӑрман варринчи пысӑк уйра ларать, унта ҫитме район отрядӗнчен те, Бояркин отрядӗнчен те пӗр пекех.

Маленькая деревня под названием Грибки располагалась в большом поле в центре леса, до нее было одинаково и от районного отряда, и от отряда Бояркина.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Тата темиҫе минутран самолет Грибки ял ҫывӑхӗнче тӑракан Воронин отрячӗ сигналӗсем патне ҫитрӗ.

…Через несколько минут самолет вышел на сигнальные огни отряда Воронина близ деревни Грибки.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсен ял тепӗр вӗҫне каймалла, ҫавӑнпа та вӗсем пӗрле кайма шутларӗҫ: нумай пулмасть тӑшман пулнӑ вырӑнта пӗччен ҫӳреме хӑрушӑ.

Им нужно было идти на другой конец деревни, и они собирались отправиться туда вместе: в одиночку ходить ночью по местам, где только что находился противник, было рискованно.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял тулашӗнче, хыттӑн кӑшкӑрашса, артиллеристсем ҫӗнӗ позици хатӗрлеҫҫӗ.

За околицей, громко крича, артиллеристы оборудовали новые огневые позиции.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Урам тӑрӑх хӗвеланӑҫнелле утса, ял тулашне тухсан, Юргин санвзвод хӗрӗсене тӗл пулчӗ.

У западной околицы деревни Юргин повстречался с девушками из санвзвода.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин, рота командирӗпе, Кудрявцевпа курса калаҫсан, салтаксене ҫӗр каҫма блиндажа пуҫтарма хушрӗ те ял варрине, санвзвод вӑхӑтлӑха вырнаҫнӑ пысӑк ҫурт патнелле утрӗ.

После короткой встречи с командиром роты Кудрявцевым Юргин отдал Дубровке приказ собрать бойцов и занять блиндажи для ночевки, а сам отправился к большому дому в центре деревни, где временно разместился санвзвод.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрашса, ҫунакан ҫуртсене сӳнтерчӗҫ, пушар ҫуттинче нимӗҫсен ҫӗмӗрӗлнӗ танкӗсемпе орудийӗсене пӑхрӗҫ, тӑшман пӑрахса хӑварнӑ хӗҫпӑшалсемпе боеприпассене ял варрине йӑтрӗҫ, нимӗҫсен ҫӗр пӳрчӗсемпе блиндажӗсене ухтарчӗҫ…

С разноголосицей бойцы тушили горевшие дома, при свете огней пожара осматривали подбитые немецкие танки и орудия, стаскивали в центр деревни трофейное стрелковое оружие и боеприпасы, обыскивали немецкие блиндажи и землянки…

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена шухӑшӗпе халь, ял ҫывӑхра чух, салтаксем малалла, атакӑна каймалла ӗнтӗ, анчах вӗсем унталла каймаҫҫӗ, пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, унтан тӗрлӗ еннелле чупса саланаҫҫӗ, темшӗн пӗр вӗҫӗмсӗр хир тӑрӑх хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ, хырӑмпа шӑваҫҫӗ…

Солдаты не бежали вперед, в атаку, что нужно было, по мнению Лены, делать сейчас, тем более, что деревня близко, а сходились кучками, затем разбегались в разные стороны, зачем-то без конца метались по полю, падали, ползли…

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑрман леш енче, Барсушня патӗнче, тупӑсемпе пулеметсемпе переҫҫӗ; ҫапӑҫу шавӗ сылтӑмран та, Горки ятлӑ ял енчен, сулахайран та, Марьино енчен те илтӗнет.

За лесом, у Барсушни, били орудия и пулеметы; грохот боя доносился также и справа — от деревни Горки и слева — от Марьино.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ну, тӑхтӑр-ха, сержант юлташ, тӑхтӑр! — юнарӗ Лена, унтан сывпуллашмасӑрах ял еннелле утрӗ…

— Ну, погодите, товарищ сержант, погодите! — пригрозила Лена и, не прощаясь, быстро пошла тропой к деревне…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Вӗсем те халех кухня патӗнче пулаҫҫӗ, — Юргин вара сасартӑк йытӑ вӗрни илтӗнекен ял еннелле пӑхса илчӗ.

— Да сейчас тоже будут у кухни, — Юргин посмотрел в сторону деревушки, откуда вдруг долетел собачий лай.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней