Поиск
Шырав ĕçĕ:
Штольц хӑй ҫине Ольга пӗчӗк ача пек ӗненсе пӑхнине туять; Ольга ун ҫине пӑхнӑ пек никам ҫине та пӑхман пулӗ, унӑн амӑшӗ пулас пулсан, вӑл амӑшӗ ҫине ҫеҫ ҫапла пӑхӗччӗ-и, тен?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ирсерен чӳрече умӗнче чӑх чӗпписем шинклетнӗ, чӗп амӑшӗ кӑтикленӗ пулин те Обломов ун ҫинчен шутламан.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах ӑна ҫав хӗрарӑм алтарь умӗнче, чечексемпе эрешленӗ вӑрӑм пӗркенчӗк айӗнче пек курӑнчӗ, унтан арлӑ-арӑмлӑ вырӑнӑн пуҫелӗкӗ умӗнче именчӗклӗн пуҫне усса ларнӑ пек, юлашкинчен ача амӑшӗ пек, ача-пӑча ушкӑнӗнче курӑнчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӗнер ҫумне икӗ хутаҫ ҫакса янӑ: пӗринче клеенка плащ тата хулӑн, пӑтапа ҫапнӑ атӑсем курӑннӑ, Верхлевӑра тӗртнӗ пиртен ҫӗлетнӗ темиҫе кӗпе — ашшӗ ҫине тӑнипе туяннӑ япаласене хунӑ; тепринче ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ лайӑх фрак, ҫӑмламас пальто, пӗр дюжина ҫӳхе кӗпе тата амӑшӗ вӗрентнине асӑнмалӑх, ятарласах Мускавра ҫӗлетнӗ ботинка пулнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хирӗҫлекен никам та пулман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен гувернантки m-lle Ernestine пурччӗ, вӑл Андрюша амӑшӗ патне кофе ӗҫме ҫӳретчӗ, вӑлах Андрюша ҫӳҫне кӑтралатма вӗрентрӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лӑплан, ырӑ амӑшӗ: сан ывӑлу вырӑс ҫӗрӗ ҫинче ӳснӗ — ӗҫлӗ халӑх ҫинче мар, бюргер ӗнисем хушшинче мар, вӑл арман чулӗсем ҫавӑрас алӑллӑ мар.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара амӑшӗ Андрюша хулана ларса ҫӳрекен урапана та, ашшӗ ӑна парнеленӗ клеенка плаща та, симӗс замш перчеткине те — ӗҫлӗ пурнӑҫра кирлӗ элле-мелле япаласене пурне те чӗререн курайман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ вара Андрюшӑн чӗрнисене касма, ҫӳҫне кӑтралатма, илемлӗ ҫухасемпе манишкӑсем ҫӗлеме тытӑнать; хулара ятарласах курткӑсем ҫӗлеттерет; Герцӑн шухӑшлӑ кӗввисене тимлесе итлеме хушать, чечексем ҫинчен, пурнӑҫ илемӗ ҫинчен юрӑсем юрласа парать, е вӑрҫӑ ҫыннин, е писателӗн чаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен пӑшӑлтатать, е теприсене пӳрекен пысӑк шӑпа ҫинчен ӗмӗтленет…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ывӑлӗ хура ӗҫпе пурнакан ҫыннӑн; бюргерӑн, ывӑлӗ пулсан та, улпут пуласса ӗмӗтленнӗ; Андрей епле пулсан та, вырӑс дворянкин ывӑлӗ, епле пулсан та, вӑл — шурӑ, кӗрнеклӗ ача, ҫав тери пӗчӗк ал-ураллӑ, чипер сӑн-питлӗ, таса та шухӑ куҫлӑ; ун пеккисене амӑшӗ пуян вырӑс патӗнче, ӑна та ют патшалӑхра, паллах ӗнтӗ, нимӗҫсем патӗнче мар, нумай курнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей амӑшӗ пуян кил-ҫуртра гувернанткӑра ӗҫленӗ, ӑна ют ҫӗршывра пулма та тӗл килнӗ; пӗтӗм Германи урлӑ иртнӗ чухне вӑл нимӗҫсене пурне те — кӗске чӑпӑклӑ чӗлӗм туртса шӑл витӗр суракан приказчиксене, мастеровойсене, патак пекех тӳрӗ купцасене, салтаксенни евӗр сӑн-питлӗ офицерсемпе хура ӗҫе ҫеҫ пултаракан кичем сӑнарлӑ чиновниксене, ӗҫлесе ҫеҫ укҫа тупмалли киревсӗр йӗркесене, пурнӑҫӑн кичем тӗрӗслӗхне тытса пыракансене, ҫав ҫаврӑнӑҫусӑр, вӑрӑм та хытӑ алӑллӑ, мещенсенни пек таса пит-куҫлӑ та тӳрккес чӗлхеллӗ мӗнпур бюргерсене — пурне те пӗр купана хутӑштарнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ пӗтӗм нимӗҫ халӑхӗ ҫине чӑн-чӑн мещенсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ, нимӗҫ халӑхӗ пур ҫӗрте те хӑйӗн темиҫе пиншер ҫулсем хушши ҫирӗпленсе пынӑ бюргерлӑ тивӗҫлӗхӗсене, ӗне хӑй мӑйракине пытарма пӗлмесӗр кӑтартса ҫӳренӗ евӗр кӑтартнине, тӳрккесленнине, ӗҫе хӑй тӗллӗн тунине, каппайланнине юратман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакӑн хыҫҫӑн амӑшӗ Андрюшӑн хӑрӑмлӑ, пылчӑклӑ, тӑмпа вараланнӑ, ҫулланса пӗтнӗ тумтирне ҫуса тасатнӑ.Мать после долго отмывает копоть, грязь, глину и сало с Андрюши.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫтан пӑшал тупрӑн? — чарӑна пӗлмесӗр тӗпченӗ амӑшӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче вӑл эрнипех ҫухалса пурӑннӑ: амӑшӗ йӗрсе пӗтнӗ, ашшӗ нимех те мар — сад пахчинче табак туртса ҫӳренӗ.Однажды он пропал уже на неделю: мать выплакала глаза, а отец ничего — ходит по саду да курит.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Часах вӑл «Телемака» амӑшӗ пекех вулакан пулнӑ тата унпа иккӗшӗ те тӑватӑ алӑпа фортепиано калама пултарнӑ.Скоро он стал читать «Телемака», как она сама, и играть с ней в четыре руки.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ макӑрнӑ-макӑрнӑ та, фортепиано умне ларса, Герц музыкине каласа лӑпланнӑ: куҫҫулӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри клавишсем ҫине тумланӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чим-ха, Иван Богданыч, — ӳпкелешнӗ амӑшӗ, — пит-куҫне кӑвакартмасӑр таврӑнманни пӗр кун та иртмест унӑн, нумай пулмасть сӑмсине юн тухичченех ватса килчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ йӗрнӗ, ашшӗ вара нимӗн те шарламан, ҫитменнине кулнӑ тата.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрюша ҫур талӑклӑха килтен тухса ҫухалнишӗн амӑшӗ яланах пӑшӑрханнӑ, ашшӗ ачана чӑрмантарма хушман пулсассӑн, амӑшӗ ӑна хӑй ҫумӗнчех тытса усранӑ пулӗччӗ.