Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнпа (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнпа килӗшме питӗ хӗн.

Как ни тяжело с этим смириться.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӗнчере пулман мӑшкӑл-ҫке ку. Юлашки патрон юлмиччен ҫапӑҫса вилни, ҫакӑнпа танлаштарсан, мӗн тери илемлӗ!

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Право хуралӗн сотрудникӗсем ҫакӑнпа «услам» тӑвакансемпе час-часах тӗл пулаҫҫӗ пулин те, вӗсем ҫак ҫул ҫинчен пӑрӑнасшӑн мар.

Если даже сотрудники правоохранительных органов часто встречаются с этим, люди, делающие прибыль, они не хотят сворачивать с этой дороги.

Ан илӗрттӗр преступлени сукмакӗ // Н. ОСИПОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/11451-an-il ... eni-sukmak

Ҫакӑнпа эп пачах та килӗшместӗп.

Помоги переводом

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Ун ҫумӗ Ю.В. Стройкова ҫакӑнпа килӗшрӗ, «Капкӑна» вӑйлатмалли, лайӑх карикатуристсене, авторсене явӑҫтармалли пирки каларӗ.

Помоги переводом

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Каччӑсенчен пӗри вара ҫакӑнпа усӑ курас тенӗ.

Помоги переводом

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Халапсем патне таврӑннине ҫакӑнпа ҫыхӑнтармалла пулӗ?

Помоги переводом

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫакӑнпа конференци вӗҫленчӗ.

Этим конференция закончилась.

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫакӑнпа паянхи правлени ларӑвне вӗҫлӗпӗр, юлташсем.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫакӑнпа кӗске процедура вӗҫленчӗ.

Этим короткая процедура закончилась.

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Вырӑнти пуҫлӑхсем ҫакӑнпа килӗшсе полицин участокри уполномоченнӑйӗсен ӗҫне вӑйлатма ыйтрӗҫ.

Помоги переводом

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ?

Что вы хотели сказать этим?

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тен, ҫакӑнпа тулӑ ҫӑнӑхӗн хутаҫӗ ҫине хӑҫан авӑртнине палӑртмаҫҫӗ, часах арканакан паха витаминсемпе микроэлементсен виҫине те кӑтартмаҫҫӗ.

Возможно поэтому на мешках пшеничной муки не ставят дату молотьбы, не указывают массу быстро разрушаемых полезных витаминов и микроэлементов.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Эпӗ йӗкехӳрсемпе таракансенчен кӑна шикленетӗп, урӑх нимрен те. Тӗрӗссипе, Валерианра кӑлтӑк асӑрхамастӑп, нимӗнле йывӑрӑлӑх та курмастӑп унпа. Сывӑ кӗлеткеллӗ, анчах нишлӗ чунлӑ /унашкаллисене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен инвалид тетӗп/ арҫын пайтах. Валерианӑн чунӗ ачанни пек таса. Кунашкалли питӗ сайра. Ҫакӑнпа тыткӑнларӗ вӑл мана. Юрласа кӑтартсан уҫӑ сассипе кӑмӑла ҫавӑрчӗ», — пытармарӗ Оля.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ҫакӑнпа пӗрлех комисси районта харпӑрҫӑсем пӑхса тӑман лаптӑксене те тупса палӑртнӑ: ял хуҫалӑх ӗҫӗсене валли пӑхса хунӑ 12,7 га лаптӑка тӗмсем пусса илнӗ, хыт-хура ӳсет.

Помоги переводом

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Ҫакӑнпа эпӗ мӗншӗн кӑсӑкланнине чылайӑшӗ ыйтать. Хӑвӑртлӑхпа ӗҫлемелле, талӑкӗпех тесен те йӑнӑш мар. Кунашкал ритма тахҫанах хӑнӑхнӑ эпӗ. Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулма килӗшет мана».

Помоги переводом

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫакӑнпа Елчӗк футболисчӗ усӑ курчӗ, мечӗке хапхана тапса кӗртрӗ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Шкул ӳсӗмӗнчи ачасен йышӗ чакасси ҫакӑнпа та сӑлтавланчӗ: аслӑ классене ҫитсен пурпӗрех Шӑхасанта вӗренмелле пулать тесе хӑшпӗр ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне кӗҫӗн е вӑтам классенчех унта ҫӳретме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Взвод командирӗшӗн шӑпа тӗрӗслевӗ ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмен-ха.

Для командира взвода испытание судьбы этим только не закончилось.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Материалсене пухма мӗн чухлӗ вӑхӑт, вӑй-хал кайнине пӑхмасӑр авторсем таврапӗлӳ ӗҫӗнче ҫакӑнпа пӑнчӑ лартасшӑн мар-ха.

Помоги переводом

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней