Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑйлӑ ҫил-тӑман ҫаплах алхаснӑ пулсан, ялтан пӗр-икӗ утӑмрах шӑнса вилнӗ пулӗччӗҫ.Продолжилась бы пурга дольше — все погибли бы в двух шагах от жилья.
Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӗсем ҫултан вӑтӑр чалӑшра, ялтан ҫур ҫухрӑмра пулнӑ.
X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Упӑшкине киле чӗнмен те, мӗншӗн тесен вӑл пӗр 20 ҫула яхӑн ӗнтӗ хӑйсем патӗнче пурӑнакан, ют ялтан килнӗ пичке тӑвакан ҫынпа пурӑннӑ, тата вӑл упӑшки урӑ чух, ӑна мӗн тутарас килнӗ, ҫавна тутарнӑ пулин те, ӳсӗр пулсан, унтан вутран хӑранӑ пекех хӑранӑ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Миките ҫывӑхри ялтан пулнӑ, аллӑ ҫулхискер, кил тытма пӗлеймест тенӗ ун ҫинчен ҫынсем, — ҫур ӗмӗрне ытла ҫынсем патӗнче ирттернӗ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Мускава ыран тухса каяс тенӗ чухне пирӗн пата ялтан янӑ делегаци пычӗ, пире вӗсем ялти ҫынсене саранчасене епле пӗтерни ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ.
Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пирӗн ялтан инҫетре мар тимӗр-тӑмӑр завочӗ пурччӗ.
Пӗчӗк тӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Владимир Фролищев, хӑйпе пӗр ялтан пулнӑ ҫыншӑн ҫав тери тӑрӑшаканскер, часах Валерий кичем те чӗмсӗр ҫӳренине, вӑл ҫынсемпе хутшӑнманнине асӑрханӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Каҫсерен ҫав ялтан илтӗнеҫҫӗ те ӗнтӗ йывӑҫран ӑсталаса тунӑ параппансемпе шӑхличсен хупӑ сассисем.
Ҫӗнӗ ял // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Комендант лашисем нимӗҫсен судне тата унпа пӗрле Клембовский ротмистра та ялтан аран-аран илсе тухма ӗлкӗрчӗҫ.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Тул ҫутӑлнӑ чух вӑл ялтан пӗр ҫичӗ ҫухрӑмра, улӑхра чарӑнса тӑчӗ.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Анчах ялтан пӗр вунпилӗк ҫухрӑм хушши те кайса ӗлкӗреймерӗ вӑл — ҫеҫенхирте ҫутӑсем курӑнса кайрӗҫ.Но не отъехала она от села и пятнадцати верст, как по степи показались огни.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хальхинче ӗнтӗ нимӗҫсен пехотипе кавалерийӗ ҫеҫ мар, вӗсен ялтан пӗр ҫур ҫухрӑмри курган патӗнче тӑракан гаубичнӑй батарейи те хускалчӗ.
XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Сыхлана-сыхлана ялтан тухсан, вӗсем ҫултан пӑрӑнса ыраш пуссипе кайрӗҫ, йӗр ҫухатасшӑн пулса ҫеҫенхир тӑрӑх таҫтан катаран ҫаврӑнса, каярахпа лашисене хистесе чуптарсах, инҫете кайма ҫул тытрӗҫ.
XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вара унтер-офицер аллине сӑмсасӑр картузӗ патне ҫӗклесе «Мо-оэн» тесе мӑрӑлтатрӗ те, командине каялла ҫавӑрса, ҫилли килсе ҫитнипе питҫӑмартине чӗтрентерсе ялтан тухса утрӗ.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл хут пӗлмен пек, вӑйран тайӑлнӑ пек, нумаях пулмасть ялтан килнӗ салтак пек курӑнать.
XIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вара ассӑн сывласа илнӗ те: — Пӗр ялтан вӗт. Мӗн каласан та. Хутне камран та пулсан тупатӑрах ӗнтӗ, — тенӗ.
XI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ялтан килчӗ-ши е утрав ҫинчен ишсе ҫитрӗ?
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ӗнер ялтан килнӗ пулӑҫ шӑпах ҫакӑнта ларатчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Атте пӗр-ик сехетрен ялтан таврӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Кантӑкӗ пур мачча ҫинче, алмазне ялтан тупса килетӗп…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.