Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен пӗрне эпӗ уйрӑмах лайӑх астӑватӑп — питех лайӑх тумланнӑскер мар, рабочисем пекех тӑхӑннӑ, хӑй пӑхмашкӑн Сормово урамӗсенче ҫӗршерӗн тӗл пулакан ытти рабочисем пекех, нимӗнпе те вӗсенчен уйӑрӑлса тӑмасть.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӗлӗнмелле шӗлепкесем тӑхӑннӑ карчӑксем, халӑх тӗркӗшнипе аптӑранӑскерсем, хӑйсем майлӑ ҫатӑртатса ҫилленкелесе лараҫҫӗ.Какие-то старинные мамаши в замысловатых шляпках, ошарашенные сутолокой, упрямые и раздраженные.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Атте штатски тумтир тӑхӑннӑ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Салтакӑн сӑн-сӑпачӗ мана салхуллӑ пек туйӑнчӗ, вӑл лутӑрканса пӗтнӗ шинел тӑхӑннӑ, шинелӗ ҫинче кӑкӑрӗ умӗнче георгиевски хӗрес пур, унӑн сылтӑм ури вырӑнне йывӑҫ ура лартнӑ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл Гента нимӗн те каламан, анчах куҫлӑх тӑхӑннӑ та — аптӑравлӑн, кӑштах шикленерех те кӗретӗнех палӑртнӑ: Гентӑн куҫ шӑрҫисем нимӗне те сӑнарламаҫҫӗ — пӳлӗме те, хуҫана та, вут-ҫулӑма та.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Галеран ҫак сценӑна шухӑшлӑн сӑнать, Давенант хӗрсене курсан самаях именчӗ, вӗсем ҫӳлти обществӑран иккенне иккӗленмесӗр ӑнланать; хӗрсем хитре, кулаҫҫӗ, шурӑ костюм тӑхӑннӑ, шурӑ шлепкепе, шурӑ чӑлхапа тата пушмакпа, сунчӑкӗсем чие тӗслӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл вара тумтирпех, анчах самаях путишле: хула тумне туллин пӗрремӗш хут тӑхӑннӑ ҫынна умӑра кӑларса тӑратсамӑр, — паллах, вӑл хӑйне тытма пӗлмест.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑл Томпсон патӗнчи «ӑсату» каҫхи апатӗнчи пекех тӑхӑннӑ — смокингпа; ку ҫӗр-шыв климачӗ унпа пӗрле кӗмерӗ эппин.Одет он был так, как на «отъездном» ужине у Томпсона, — в смокинг; климат страны не вошел с ним.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Ирхи шуҫӑм ӗнтрӗкӗнче ун умӗнче Эдвей тӑрать — шлепкине кӑштах ирӗклӗн тӑхӑннӑ.В сумерках рассвета стоял перед ним Эдвей, с слегка вольно надетой шляпой.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Кунта — кивӗ тӗн ӗренкиллӗ купса, почтмейстер — ӗҫкӗшӗн кӑларса ҫапнӑскер, хӑй яп-яка хырӑннӑ, куҫа йӑмӑхтаракан ҫап-ҫутӑ атӑпа, хӗрлӗ куҫӗсем вара мухмӑрпа аптӑранине пытараймасӑр йӑлкӑшаҫҫӗ; лорнеткӑллӑ тата сарӑ-хӗрлӗ боа тӑхӑннӑ типшӗм хӗрарӑм, отставкӑри ҫар ҫынни, — кӗтесре сӗнксе ларакан ватӑ старик, — ҫӑмламас шурӑскер те кӑптӑрмӑшскер, ҫавӑнпах-тӑр ӑна курсан кӑштах кулас та килет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Икӗ аллипе туратсене вӑйлӑн, тӳррӗн уҫа-уҫа пырса ҫак вӑхӑтра вӑрмантан ҫул ҫине ҫын тухса тӑчӗ: така тирӗнчен ҫӗленӗ жилеткӑпа, — ӑна чӑпар сатин кӗпе ҫине сӑранӗпе пиччӗн тӑхӑннӑ; сӑрӑ шлепкепе; ту ҫинче ҫӳремелли ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑпа; хырӑнман, куҫӗсем вичкӗн-йӑрӑ, имшер те сӳрӗк питлӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Вӑл шӑлне ҫыртса лартнӑ та — сӑрхӑнтарса кӑларчӗ: «Ну-у, юрать!» — вара пӑрҫа уйӗнчи катемпирен хывса тӑхӑннӑ пиншак ҫухавине ҫӗклерӗ, аллисене кӗсйине чиксе вӑрманалла пӑрӑнчӗ.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Йӳнӗ пир костюмпа чаплӑ атӑ тӑхӑннӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Эстамп — ҫулланнӑ ҫын, ҫав тери шуранка, сӑрӑ куҫлӑ, куҫ харшисем хӗрлӗ, калаҫма кӑмӑлламасть; Рениор — вӑрӑм хура ҫӳҫлӗ, чармак куҫлӑ, такамӑн тумне тӑхӑннӑ манаха аса илтерет; Чинчар — кукӑр, йӑрӑ старик, шӑлӗсем хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем тунсӑхлӑ, тӑрӑхлавлӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӑл хӑйӗн тумтирне тӑхӑннӑ чухне тата ҫамки ҫинчи мӑкӑльне ҫыхнӑ вӑхӑтра Кент мана калать:Пока он натягивал свой наряд и перевязывал шишку на голове, Кент сказал мне:
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хулара ҫӳрекен йышши, вӑйлӑ лӳчӗркеннӗ костюмпа вӑрӑм кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ.Он был одет в сильно измятый костюм городского покроя и высокие сапоги.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Манӑн ҫывӑрма юрамасть, — терӗ Нок, — ыйха путас тӑк ыран мана, йӑлтах вӑйран кайнӑскере, мундир тӑхӑннӑ патвар арҫын ҫеҫ мар, айван кушак та пӑркӑчлаять.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кимӗ ҫинче, хӑрах кӗсменӗпе авӑса-авӑса, сумлӑ ӳсӗмри ҫын тӑрать; хӑй хӗрӗнкӗ, ҫыхса тунӑ куртка, ҫӗтӗк йӗм тӑхӑннӑ, ҫара уран, ҫара пуҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Калаҫкалаҫҫӗ: унӑн ӳчӗ пӗтӗмпех каснӑ-чӗрнӗ суранпа витӗннӗ имӗш: ҫырана тухсан пӗррехинче чипер ют пикене комплимент каланӑшӑн-и е тӗл пулнӑ малтанхи ҫыннах, кӗпи тӑхӑннӑ джентльмена, ҫул парас килменнишӗн-и, — анчах ҫакна эпӗ ҫирӗплетсех калаймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн умра штурман кӗпине нихӑҫан та хывман; ӑна вӑл виҫӗ хутчен хывать — пысӑк уявсенче.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Ҫавӑнпа ҫивӗч куҫлӑ Сӑпани хура сӑран карттус тӑхӑннӑ, сулахай аллине хӑмӑр чӑматан тытнӑ качча часах асӑрхарӗ, уҫӑ ҫӗрте калаҫас мар тесе, вӑл халӑх хушшинерех кӗрессе кӗтсе илчӗ те юнашар пырса тӑчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.