Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытнӑ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лайӑх шухӑш тытнӑ, Алексей!

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван пичче ӗнтӗ Маринене икӗ аллинчен ярса тытнӑ, вӑл ку сӑмахсене мӗнле йышӑнмаллине те пӗлмест.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан Мӗтрие икӗ хулпуҫҫийӗпех кӑшт ҫӗр ҫумӗнче тытнӑ хыҫҫӑн ҫӗкленме пулӑшрӗ, унтан хӑйсен ял ҫыннисем патне кайса тӑчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрӗс шухӑш тытнӑ эсӗ, Ятман, мухтамалла сана куншӑн!

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытлашши ан тытнӑ пул, пиҫсе кайӗ тата…

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп тытнӑ чухлӗ тытатӑн, унтан ытла юрамасть.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл халь патак вырӑнне аллине кӗреҫе тытнӑ, урине шап-шур ҫӑм чӑлха ҫийӗнчен калуш тӑхӑнса янӑ.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Сельэлектро» представителӗ тухса каяс умӗн алӑ тытнӑ чухне «Ҫак кунсенче пуҫлатпӑр апла, Петров юлташ?» тесе ыйтсан та, «Те пуҫламалла, те пуҫламалла мар» — тесе ҫеҫ хучӗ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулталӑк калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем мӑшӑрланма шут тытнӑ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пристаньре Сехре ещӗксене пароход ҫине тиенӗ те Атӑл тӑрӑх анаталла ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем херсе ҫуртырри вырнӑ вӑхӑтра Сехре хӑйӗн садӗнчи пулнӑ-пулман панулмине йӑлтах пуҫтарнӑ та, тӗрлӗ михӗ-ещӗксене тултарса, укҫалла тытнӑ икӗ лавпа пристане турттарса кайнӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӳлӗ енчен ҫил вӗрнипе ҫанҫурӑма ытлашши уҫӑ пек, пӗр-пӗрне пӑчӑртаса тытнӑ алӑсем ҫеҫ ҫав-ҫавах тарлӑ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман хӑй сӑмахне пӗтерсен, ӑна пулӑшма пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ арҫын, сывлӑх начартан ватӑличченех патак тытнӑ Назиб тухрӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм малтан иккӗленсе тӑчӗ, унпа тан ҫулма пултараймӑп, терӗ, анчах ҫавӑнтах, халь ӗнтӗ турткалашма, пӗр алла тытнӑ ҫавана пӑрахма юраманнине туйса илсе, каҫалӑк умне тӑчӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, вӑл каланине ҫырса пырас пек, умне пӗр листа шурӑ хут сарса хунӑ, аллине кӑранташ тытнӑ, анчах хӑй ҫырмасть, пуҫне кӑшт чалӑштарса итлесе ҫеҫ ларать.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн кушак шӑши тытнӑ пек те эй вылять пек, эй вылять пек.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка аллине хулӑн кӗнеке тытнӑ та ӑна сирет те сирет.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллине вӑл ҫӗҫӗпе якатса тунӑ кукӑр туя тытнӑ, ҫурӑмӗ ҫинче симӗсрех сарӑ кутамкка.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак тата, фронтовик пӳртре мунча кӗме шут тытнӑ! — ҫӑмӑллӑн каларӗ Марине.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тытнӑ пек пулла ҫыран хӗрринче ӑшаласа ҫирӗҫ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней