Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30. [Саул] каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, анчах эсӗ халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче тата Израиль умӗнче мана чыс тусамччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ, эпӗ вара санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫапӑп, тенӗ.

30. И сказал [Саул]: я согрешил, но почти меня ныне пред старейшинами народа моего и пред Израилем и воротись со мною, и я поклонюсь Господу Богу твоему.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Самуил ӗнтӗ ҫапла каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа санран Израиль патшалӑхне туртса илчӗ те ӑна санӑн ҫывӑх ҫыннуна, санран лайӑхраххине, пачӗ; 29. Израилӗн Шанчӑкӗ суя сӑмах та каламасть, ӳкӗнмест те: ӳкӗнмешкӗн Вӑл — ҫын мар, тенӗ.

28. Тогда сказал Самуил: ныне отторг Господь царство Израильское от тебя и отдал его ближнему твоему, лучшему тебя; 29. и не скажет неправды и не раскается Верный Израилев; ибо не человек Он, чтобы раскаяться Ему.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Саул Самуила каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм — Ҫӳлхуҫа хушнинчен тата санӑн сӑмахунтан иртрӗм; эпӗ халӑхран хӑрарӑм, ҫавӑнпа ӑна итлерӗм; 25. халӗ ман ҫинчен ҫылӑхӑма сирсемччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫана [санӑн Турруна] пуҫҫапам, тенӗ.

24. И сказал Саул Самуилу: согрешил я, ибо преступил повеление Господа и слово твое; но я боялся народа и послушал голоса их; 25. теперь же сними с меня грех мой и воротись со мною, чтобы я поклонился Господу [Богу твоему].

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Саул Самуила каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлерӗм, эпӗ Ҫӳлхуҫа янӑ ҫула тухса кайрӑм, Агага, амаликсен патшине, илсе килтӗм, Амалика вара тӗп турӑм; 21. тупаланӑ тупӑшран, сурӑхсемпе вӑкӑрсенчен, халӑх чи лайӑххине санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна Галгалта парне кӳме илсе килчӗ, тенӗ.

20. И сказал Саул Самуилу: я послушал гласа Господа и пошел в путь, куда послал меня Господь, и привел Агага, царя Амаликитского, а Амалика истребил; 21. народ же из добычи, из овец и волов, взял лучшее из заклятого, для жертвоприношения Господу Богу твоему, в Галгале.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Саул каланӑ: вӗсене Амалик патӗнчен хӑваласа килчӗҫ, халӑх чи лайӑх сурӑхсемпе вӑкӑрсене хӗрхенчӗ, вӗсене санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳмешкӗн хӑварчӗ; ыттине ӗнтӗ эпир тӗппипех пӗтертӗмӗр, тенӗ.

15. И сказал Саул: привели их от Амалика, так как народ пощадил лучших из овец и волов для жертвоприношения Господу Богу твоему; прочее же мы истребили.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Саул каланӑ: Турӑ мана ун пек те, кун пек те тутӑр, тата ытларах та тутӑр; Ионафан, санӑн паян вилмелле! тенӗ.

44. И сказал Саул: пусть то и то сделает мне Бог, и еще больше сделает; ты, Ионафан, должен сегодня умереть!

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Пӗр ҫынни ӑна ҫапла тесе каланӑ: санӑн аҫу: «кам та кам паян апат тутанать, ҫавна ылхан ҫитет» тесе халӑха тупаларӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ халӑх халтан кайрӗ, тенӗ.

28. И сказал ему один из народа, говоря: отец твой заклял народ, сказав: «проклят, кто сегодня вкусит пищи»; от этого народ истомился.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сан валли, санӑн аҫун килӗ валли мар-и? тенӗ.

Не тебе ли и всему дому отца твоего?

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем пухӑннӑ та Самуил патне Рамӑна пынӑ, 5. каланӑ ӑна: акӑ эсӗ ватӑлса ҫитрӗн, анчах санӑн ывӑлусем санӑн ҫулупа ҫӳремеҫҫӗ; апла пире патша лартса пар, ытти халӑхсенни пек, вӑл пире сут туса тӑтӑр, тенӗ.

4. И собрались все старейшины Израиля, и пришли к Самуилу в Раму, 5. и сказали ему: вот, ты состарился, а сыновья твои не ходят путями твоими; итак поставь над нами царя, чтобы он судил нас, как у прочих народов.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хыпарҫӑ ҫапла хуравласа каланӑ: Израиль ӗнтӗ филистимсенчен тарма пуҫларӗ, халӑха питӗ вӑйлӑ хирсе тӑкрӗҫ, санӑн икӗ ывӑлу та, Офнипе Финеес та, вилчӗҫ, Турӑ саккунӗн арчине туртса илчӗҫ, тенӗ.

17. И отвечал вестник и сказал: побежал Израиль пред Филистимлянами, и поражение великое произошло в народе, и оба сына твои, Офни и Финеес, умерли, и ковчег Божий взят.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Самуил вара: кала, [Ҫӳлхуҫамӑм,] Санӑн чуру итлет, тенӗ.

И сказал Самуил: говори, [Господи,] ибо слышит раб Твой.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Илий Самуила каланӑ: каялла кайса вырт, [Чӗнекенӗ] хӑвна чӗнсессӗн, эсӗ ҫапла кала: Ҫӳлхуҫамӑм, кала: Санӑн чуру итлет, те, тенӗ.

9. И сказал Илий Самуилу: пойди назад и ложись, и когда [Зовущий] позовет тебя, ты скажи: говори, Господи, ибо слышит раб Твой.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Хам валли вара шанчӑклӑ священник лартӑп; вӑл Манӑн чӗрем, Манӑн чунӑм ыйтнӑ пек туса тӑрӗ; унӑн килне те ҫирӗп тӑвӑп; вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Эпӗ ҫу сӗрсе янӑскерӗ умӗнче ҫӳрӗ; 36. вара санӑн килӳнте чӗрӗ юлнисенчен кашниех ун патне пӗр гера кӗмӗлшӗн, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗлеме пырӗ: «тӑранса пурӑнмалӑх пӗр-пӗр левит ӗҫне явӑҫтарсам мана» тейӗ, тет.

35. И поставлю Себе священника верного; он будет поступать по сердцу Моему и по душе Моей; и дом его сделаю твердым, и он будет ходить пред помазанником Моим во все дни; 36. и всякий, оставшийся из дома твоего, придет кланяться ему из-за геры серебра и куска хлеба и скажет: «причисли меня к какой-либо левитской должности, чтоб иметь пропитание».

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Акӑ сана паллӑ паратӑп: вӑл санӑн икӗ ывӑлна, Офнипе Финееса, пырса тивӗ — иккӗшӗ те вӗсем пӗр кунра вилсе выртӗҫ.

34. И вот тебе знамение, которое последует с двумя сыновьями твоими, Офни и Финеесом: оба они умрут в один день.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Хамӑн парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма Эпӗ санӑн ӑрӑвунтан пӗр священник ҫеҫ хӑварӑп, анчах вӑл суккӑрланса ларӗ, халран кайса ҫитӗ; санӑн пӗтӗм ӑрӑву вӑтам ҫулсенчех вилсе пырӗ.

33. Я не отрешу у тебя всех от жертвенника Моего, чтобы томить глаза твои и мучить душу твою; но все потомство дома твоего будет умирать в средних летах.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Акӑ Эпӗ санӑн шӑнӑрна та, аҫу килӗн шӑнӑрне те касса ярас кунсем ҫывӑхараҫҫӗ, апла санӑн ҫуртунта [нихӑҫан та] ватӑ ҫын пулмӗ; 32. Ҫӳлхуҫа Израиле кӑмӑллать пулин те, эсӗ Манӑн ҫуртӑм юхӑннине курӑн, санӑн килӳнте пурӑнӑҫ тӑршшӗпех ватӑ ҫын пулмӗ.

31. Вот, наступают дни, в которые Я подсеку мышцу твою и мышцу дома отца твоего, так что не будет старца в доме твоем [никогда]; 32. и ты будешь видеть бедствие жилища Моего, при всем том, что Господь благотворит Израилю и не будет в доме твоем старца во все дни.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ мӗн калать: Эпӗ ун чухне: «санӑн килӳ, санӑн аҫун килӗ ӗмӗрех Манӑн куҫ умӗнче пулӗҫ» тенӗччӗ.

30. Посему так говорит Господь Бог Израилев: Я сказал тогда: «дом твой и дом отца твоего будут ходить пред лицем Моим вовек».

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израиль ывӑлӗсем ҫунтарса кӳрекен мӗнпур парнерен Эпӗ санӑн аҫун килне пай парса тӑмарӑм-и?

И не дал ли Я дому отца твоего от всех огнем сожигаемых жертв сынов Израилевых?

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Илий патне Турӑ ҫынни килнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем Египетра, фараон ҫуртӗнче, пулнӑ вӑхӑтра Эпӗ санӑн аҫун килне курӑнмарӑм-и вара?

27. И пришел человек Божий к Илию и сказал ему: так говорит Господь: не открылся ли Я дому отца твоего, когда еще были они в Египте, в доме фараона?

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ачине ҫавӑтса кӗнӗ,] пӑру пуснӑ; ачине [амӑшӗ, Анна,] Илий патне илсе пынӑ та 26. каланӑ: эй хуҫамӑм! санӑн чуну чӗрӗ пултӑрах, хуҫамӑм! эпӗ шӑпах сан умӑнта тӑрса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ хӗрарӑм пулатӑп; 27. эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ; 28. эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ, тенӗ.

И привели отрока] и закололи тельца; и привела отрока [Анна мать] к Илию 26. и сказала: о, господин мой! да живет душа твоя, господин мой! я - та самая женщина, которая здесь при тебе стояла и молилась Господу; 27. о сем дитяти молилась я, и исполнил мне Господь прошение мое, чего я просила у Него; 28. и я отдаю его Господу на все дни жизни его, служить Господу.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней