Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасем ашшӗсене уяв ячӗпе саламланӑ, вӗсемпе мухтанни ҫинчен пӗлтернӗ.
Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/
Ытларах пуҫтарсан округ начальникӗн ячӗпе эпир сана та манмӑпӑр».Соберешь больше — мы от имени начальника округа и про тебя не забудем.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ме, кайса савӑн эсӗ те уяв ячӗпе…»На вот, иди выпей за мое здоровье, повесели душу в честь праздника…
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухимӗ инке нихӑҫан та хӑй ячӗпе ҫӗлетнӗ тумтир тӑхӑнса курайман.Тетушка Угиме не поносила вещи, сшитой или купленной именно для нее.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӗлӗкхи ячӗпе чӗнсен шутсар ҫилленет тет».
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Чечекӗм, халь кайма хушатӑп Эп ушкӑн пуҫӗ ячӗпе.
XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Кил, эппин, ҫӗнтерӳ ячӗпе чуптӑвам.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унта Левентейпе Куҫма Иванча ҫӗнтерӳ ячӗпе саламларӗ те лашине хирелле юрттарчӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пулас ҫӗнтерӳ ячӗпе «Победа» ятлӑ хуратпӑр!
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Малтан вӗсем пурте ашшӗ ячӗпе килетчӗҫ, акӑ юлашки икӗ ҫырӑвӗ Петренкосен ячӗпех килнӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Иртнинче Куснар ҫыннисене колхоз ячӗпе тӗрӗс мар ответ парса янӑ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман савӑнать: халиччен вӑл ялти ҫынсем ҫырӑвӗсене ҫапла пӗр-пӗрне вулаттарнине нихҫан та курман, ҫыру вӑл яланах вӑрттӑн япала пулнӑ, ӑна хӑйӗн ячӗпе илнӗ ҫын ҫеҫ хӗпӗртесе е хурланса вуланӑ, халӗ авӑ фронтран килнӗ ҫырӑва ҫур ял пӑхмасӑр пӗлет.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫакӑн ҫинчен Сталина пӗлтернӗ те, Сталин ӑна хӑй ячӗпе телеграмма панӑ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпир нумай мар, Марине, пӑртак ҫеҫ, ҫӗнтерӳ ячӗпе, — аллине бутылка патнелле тӑсрӗ Сехре.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ара, Сталинград патӗнчи ҫӗнтерӳ ячӗпе…
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чи юлашкинчен сӑмах илнӗ Кӑтра Михала вара колхозниксене ӳкӗтлемерӗ те, вӗсене атӑлкассисен ячӗпе вӑрманта тӑрӑшарах ӗҫлеме ӑмӑртӑва ҫеҫ чӗнчӗ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вара вӑл Галимджанӑн вӑрӑм ҫыруне сарса тытрӗ те хӑйӗн ячӗпе янӑ ҫыру пекех нумайччен алӑран вӗҫертмерӗ.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кунта тепӗр пӳлӗмре уяв ячӗпе сӑра та туса лартнӑ иккен, пристаньрен эрех те илсе килнӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Уяв ячӗпе ирттерекен чаплӑ пухӑва вӗсем тӑваттӑн пӗрле тухса кайрӗҫ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Алексей праҫнике малти позицире кӗтсе илетӗп тесе пӗлтерет, ҫемьери ҫынсене уяв ячӗпе саламлать.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.