Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шалти (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кунсӑр пуҫне тата пирӗн шалти фронта тытса тӑма та хӗҫ-пӑшаллӑ вӑй кирлӗ. Шалти тӑшмана эпӗр ҫапса хуҫайман-ха», — тесе ҫирӗплетрӗ Петя хӑйӗн шухӑшне.

«К тому же внутренний фронт потребует много вооруженных сил. Враг внутри страны еще не сломлен».

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Дик Сэнд ҫак ҫӗр ҫине сехӗрленсе ӳксе пӑхрӗ — кунта шалти Конго ҫынҫиенӗсем пурӑнаҫҫӗ, халь ун урлӑ ҫулҫӳревҫӗсен ҫуран каҫмалла, малалла юханшывпа ишме май ҫук.

Дик Сэнд с ужасом смотрел на эту землю, где жили людоеды внутреннего Конго и которую теперь путешественникам предстояло пересечь пешком, так как плыть дальше по реке было невозможно.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Каюра ҫулӗ тулашрине шалти тӗнчене сыпӑнтаракан хӑй тӗллӗн пулнӑ ҫул иккен.

Кротовый ход был естественной коммуникацией между огражденной территорией и внешним миром.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хастар ҫулҫӳревҫӗсен шалти Африкӑра тунӑ наука тӗпчевӗсемпе географиллӗ открытийӗсен чура суту-илӗвӗн ирӗклӗхне чылаях кансӗрлеме пултараҫҫӗ тесе шутлать Жозе-Антониу Алвиш.

Жозе-Антониу Алвиш полагал, что научные исследования и географические открытия отважных путешественников по внутренней Африке могут сильно помешать свободе коммерческих операций работорговцев.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Акӑлчансем чурасемпе суту-илӳ тӑвассине Африка тулашӗнче ҫеҫ мар — унта хӑйсен крейсерӗсене хута ячӗҫ вӗсем — континентӑн шалти облаҫӗсенче те чарасшӑн иккен — кунта вара миссионерсемпе ҫулҫӳревҫӗсем урлӑ.

Их беспокоили усилия англичан прекратить торговлю невольниками не только за пределами Африки, для чего они пустили в ход свои крейсеры, но и внутри континента — с помощью миссионеров и путешественников.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку Уэлдон мистера, Африкӑн шалти хӑрушӑ вырӑнӗсене кӗрессинчен хӑтарса, вӗсене хӑйсене те киле таврӑнас ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсене, майҫуклӑха тесех калас мар, ҫӗнтерме пулӑшӗччӗ.

Это избавило бы мистера Уэлдона от необходимости предпринимать опасную поездку во внутренние области Африки и позволило бы им преодолеть трудности, чтобы не сказать невозможность, возвращения.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Халь складсенче тӗрлӗ пусма-тавар, слон шӑмми иксӗлмиех выртать: пусма-таварпа Алвиш Африкӑн шалти облаҫӗсенче чурасем илет, слон шӑммине континентӑн пысӑк пасарӗсенче Европӑна илсе кайма сутать.

Сейчас склады ломились от запасов различных тканей и слоновой кости; тканей, которые Алвиш обменяет на невольников во внутренних областях Африки, и слоновой кости, которая будет продана на главных рынках континента для вывоза в Европу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сан-Паулу-ди-Луандӑпа Бенгелӑри Португали влаҫӗ ним те тӑвайман, мӗншӗн тесен чура караванӗсене материкӑн шалти облаҫӗсем урлӑ яра пуҫланӑ.

Португальские власти в Сан-Паулу-ди-Луанда и Бенгеле ничего не могли поделать, так как караваны невольников стали направлять через внутренние области материка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах шалти туйӑм чӗрчун ҫынна ҫакӑн пек парӑннине ӑнлантарса параять-и?

Но может ли инстинкт объяснить такое чудо преданности?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах та караван Вӑтаҫӗр Африкӑн шалти облаҫӗсене каять пулсан, умра вара ҫӗршер миля тӑршшӗ ҫул выртать.

Но если караван шел во внутренние области Экваториальной Африки, то впереди лежали еще сотни и сотни миль пути.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫав тискерлӗх чурасене пӑхӑнтарма пулӑшать, анчах ӑна пула ҫул ҫинче чурасен шучӗ ҫур караван чухлӗ чакать: хӑшӗ-пӗрисене тарма май килет, ыттисем Африкӑн шалти облаҫӗсенчен океан хӗрринелле пыракан караван ҫулӗ ҫине ӳксе юлаҫҫӗ.

Зверская жестокость помогала удерживать невольников в повиновении, но в результате такого обращения караван терял по пути не меньше половины рабов: некоторым удавалось бежать, а остальные устилали своими костями караванные пути из внутренних областей Африки к берегу океана.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫутҫанталӑк хӑй Кванзана Португали колонийӗн ҫак пайӗнчи шалти шыв ҫулӗ туса хунӑ.

Кванзе самой природой предназначено стать внутренним водным путем в этой части португальской колонии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тултипе шалти шыв шайӗ танлашрӗҫ пулас.

Очевидно, уровни воды снаружи и внутри термитника сравнялись.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку, тусӑмсем, шалти туйӑм, чун туйӑмӗ!

О, это инстинкт, это инстинкт, друзья мои!

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ним тумасӑр ларма малашне хӑрушӑ: шалти сывлӑш ҫав тери пӑчӑхса ҫитрӗ: ҫулҫӳревҫӗсене сывлама йывӑр, шывсӑр вырӑн чаксах пырать.

Бездействовать дальше было опасно: воздух внутри конуса был уже настолько испорчен, что путешественникам стало трудно дышать, а свободное пространство все уменьшалось.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл стенана шалти шыв шайӗнчен пӗр фут ҫӳлерех — урӑхла, ҫичӗ фут ҫӳллӗшӗнче шӑтарса пӑхма шутларӗ.

Он решил просверлить скважину в стене на высоте одного фута от поверхности воды, то есть в семи футах от пола.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах, ҫак кансӗрлекен япаласемсӗр пуҫне, шыв кӑткӑ йӑвин пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пӗчӗклетрӗ, шалти сывлӑша стенана шӑтарса ҫеҫ ҫӗнетме пулать.

Но здесь к этим неудобствам присоединилось то, что вода, ворвавшись в конус, уменьшила свободный объем на треть, а воздух в нем мог обновиться только в том случае, если в стене будет пробито отверстие, сообщающееся с атмосферой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах эпир стенана шӑтарсан, сывлӑш тула пӗрхӗнсе тухать, унӑн пусӑмӗ чакать, шалти шыв шайӗ тултипе танлашмалӑх хӑпарать, тулта вӑл эпир шӑтарнӑ шӑтӑкран та ҫӳлерех тӑрать пулсан, вара йӑвана татах шыв кӗрет.

Но если мы пробьем отверстие в стене, воздух вырвется наружу, давление упадет и внутри конуса сравняется, а если уровень воды снаружи окажется выше этого отверстия, то она будет подниматься до тех пор, пока ее снова не остановит сжатый воздух.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ниме тӑман хурт-кӑпшанкӑ ушкӑнӗ ҫакӑн пек пысӑк хуралтӑсем тума пултарнине ӗненмелле те мар, апла пулин те, ку куҫкӗрет япала: Африкӑн шалти пайӗнче час-часах тӗл пулаҫҫӗ вӗсем.

Может показаться невероятным, что отряды ничтожных насекомых строят такие монументальные сооружения, но тем не менее это неоспоримо: термитники довольно часто встречаются во внутренних областях Африки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Ку вӑл йӑнӑш, — ҫапла каласа тӑчӗ ӑна темӗнле шалти сасӑ.

«Это ошибка, — подсказывал ей какой-то внутренний голос.

Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней