Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам пӗлтӗр унӑн чунне

Бес его душу знает…

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Командирсемпе боецсем суккӑр ҫын каласа панине чунне ҫӳҫентерсе итлеҫҫӗ.

Командиры и бойцы с трепетом в душе слушали слепого.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Макӑрса-йӗрсе, чунне ыраттарса.

С плачем, со скрежетом зубовным.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чухӑн вара чӑнах та хӑйӗн чунне парӗ.

Бедняк-то впрямь всю душу отдаст.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн чунне чылай маларахах, темиҫе уйӑх каярах, август уйӑхӗнче кӑларнӑччӗ.

Душу из него вынули еще раньше, несколько месяцев тому назад, в августе.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтан, унӑн чунне курас тенӗ пек, Андрее тӳрех куҫран пӑхса сасартӑк ыйтрӗ:

Потом, уставившись прямо в глаза Андрею и точно пытаясь заглянуть ему в душу, он быстро спросил:

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑй пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшинче мӗншӗн пурӑннине ачисем ытла сахал хакланине курса, Степанида хӑйӗн чунне ачин ачисемпе килентерме хӑтланса пӑхрӗ.

Увидев, как мало цены придают ее дети тому, ради чего она прожила всю жизнь, Степанида попыталась отвести душу на внуках.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах унӑн чунне кӗрсе пӑхаймӑн.

Но в душу к нему не влезешь.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Шуйттан пӗлет-и унӑн чунне! — терӗ тарӑхса военком.

— Черт его душу знает! — с раздражением отозвался военком.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн сӑмах пуҫламӑшӗ Василие тӗлӗнтерчӗ, унӑн чунне пырса тиврӗ.

Василия удивило и тронуло начало ее речи:

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Татьяна макӑрнипе шывланнӑ, кулса тӑракан куҫӗсемпе ун ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑ: вӑл чӑннипе куҫҫуль юхтаракан ҫын пулман, макӑрнипе вӑл ҫынсен чунне ҫемҫетме шутланӑ, мӗншӗн тесен кун пек туни ӑна йывӑр вӑхӑтсенче пулӑшнӑ.

Татьяна смотрела на него искоса влажными от слез, смеющимися глазами: она в самом деле не была слезливой и рассчитывала на слезы как на «способ воздействия», который уже выручал ее в тяжелых случаях.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗчӗк хӗрӗ унӑн чунне яланах ыраттаракан ҫӑлкуҫӗ вырӑнӗнче шутланать.

Маленькая дочка была для него источником постоянной душевной боли.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унра халь анчах чунне пырса тивмелле сӑмахсем каланӑ Валька — хур кӗтӳҫӗн мӗлки те юлмарӗ.

Теперь в ней не осталось и следа той Вальки-гусятницы, которая только что взяла его за душу.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халӗ, вӑл Василий ҫуккине пӗлсен, ҫав япаласем сасартӑк чунне ҫухатнӑ.

Теперь, когда она узнала, что его нет, вещи вдруг потеряли душу.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Мӗнле-ха тата унӑн приказӗ тӑрӑх кӗҫӗр ҫынсене персе пӑрахасси пӗрре те унӑн чунне хумхантармасть!

И его душу не тревожит то, что по его приказу этой ночью расстреляют людей!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Акӑ, халь эпӗ сире юрататӑп, — тен, Пашӑна юратнинчен лайӑхрах юрататӑп-и. Вӑл — чунне уҫса кӑтартман ҫын…

Вот я вас люблю, — может, я вас люблю лучше, чем Пашу. Он — закрытый…

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл лӑпкӑ пулни тата хӑйне ҫав тери ҫирӗппӗн тыткалани амӑшӗн чунне ӳпкев пек пырса тиврӗ.

Ее спокойствие и суровая настойчивость отозвались в душе матери чем-то похожим на упрек.

XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл хӑйӗн чунне пайламасть: ку — туррӑн, ку — этемӗн, темест…

Он душу свою не делит: это — божеское, это — человеческое…

XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Турӑ чунне ҫухатсан, ак мӗн пысӑкӑш суран пулать!

Ежели выпадает он из души, — рана будет в ней — вот!

XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Турра улӑштарас пулать, амӑшӗ, тасатас пулать унӑн чунне!

Переменить бога надо, мать, очистить его!

XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней