Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутра сăмах пирĕн базăра пур.
хутра (тĕпĕ: хутра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сайра хутра вӗлтӗртетсе ӳкекен юр пӗрчисем тӗксӗм кӑвак тӳпене вӑйсӑр та ачаш ҫутӑпа хупланӑ.

Перепадающий снежок крыл небо тусклой, ласковой поволокой.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑллӑ винтовкисене хатӗр тытнӑ доброволецсем, ҫӗр ҫине сайра хутра вырта-вырта, кунталла килни бинокль витӗр лайӑх курӑнать.

В бинокль видно было, как добровольцы шли — винтовки на ремнях, редко ложась.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуран ҫынсем сайра хутра иртсе ҫӳренипе е тата ямшӑк урапи кӑлтӑртатса чупнипе хумханса илекен ирхи янӑравлӑ шӑплӑха казаксен хуллен илтӗнекен тикӗс утти нимӗн чухлӗ те хускатаймасть.

Граненой тишины утра, нарушаемой редкими пешеходами да дребезжаньем извозчичьей пролетки, почти не колебал четкий, чуть слышный шаг казаков.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ефим ӗҫе питӗ пӗлекен ҫын иккен, Рагулин сайра хутра ҫеҫ кӗвӗҫме пултарнӑ ҫын, — хӑй чӗринче кӗвӗҫӳ туйӑмне сиссе илчӗ, хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗ ӑслӑ та питӗ аван ҫын тесе шухӑшларӗ…

У Ефима оказался такой богатый опыт, что Рагулин, редко кому завидуя, тут почувствовал зависть и про себя решил, что его новый приятель — человек и умный, и весьма положительный…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сайра хутра кӑна, хӑйсем хӑш еннелле ҫул тытнине систернӗ пек кикаклатса, шурӑ пӗлӗтлӗ лапсӑркка тӳпе тӑрӑх кая юлса каякан хур кӑйӑксем карталанса иртеҫҫӗ.

По облачному мохнатому небу изредка протекала припозднившаяся стайка диких гусей, сторожкими криками отмечавшая свое направление.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хевтесӗр хӗвел ӗнтӗ сайра хутра ҫеҫ Быхов тӗлӗнче курӑнкалать.

Над Быховом редко показывалось обескровленное солнце.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий алӑ сулчӗ те, сайра хутра ҫеҫ йӗри-тавра пӑхкаласа, малалла утрӗ.

Листницкий махнул рукой, пошел, изредка оглядываясь.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иккӗмӗш хутра вӑл ҫине-ҫинех икӗ пирус туртса ячӗ, унтан, пенснине шӑлкаласа илчӗ те икшер картлашка урлӑ виҫҫӗмӗш хута чупса хӑпарчӗ.

На площадке второго этажа он выкурил подряд две папиросы, протирая пенсне, через две ступеньки взбежал на третий этаж.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петропа Григорирен, действующи ҫартан, сурчӑкпа йӗпетсе ҫыпӑҫтарнӑ тата почта штампне хурса вараланӑ ҫырусем сайра хутра ҫеҫ килсе тӑчӗҫ.

От Петра и Григория приходили из действующей армии редкие письма в конвертах, измусленных и запятнанных почтовыми штемпелями.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем пуш-пушӑ урамра сайра хутра ҫеҫ вырӑнта пурӑнакансенчен пӗр-пӗр кӑмӑлсӑр сӑнлӑ, хӑранипе сехри хӑпнӑ этеме тӗл пулаҫҫӗ; анчах вӑл та пулин чарӑнса-туса тӑмасть, пӑшаллӑ ҫынсене курнӑ-курман ӑҫта та пулин тарса пытанма васкать.

Редко на обезлюдевшей улице встречали казаки хмурого напуганного жителя, да и тот, завидя вооруженных, спешил скрыться.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сайра хутра пулса иртекен парадсенче вӑл нумай вӑрҫӑсенче тар тӗтӗмӗпе касӑлнӑ полк ялавӗсем умӗнче тӑчӗ.

На редких парадах стоял у полкового знамени, овеянного пороховым дымом многих войн.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калас пулать, Лиховидов пек тискер сӑнлӑ ҫынсем казаксен хушшинче сайра хутра ҫеҫ тӗл пулкаланӑ.

Надо сказать, Лиховидов — казак редко зверского вида, редко бывал среди казаков.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Гришатка губернатор ҫуртӗнче пӗрремӗш хутра пурӑнакан Вавила Вязовӑн пӗчӗк пӳлӗмне вырнаҫнӑ.

Поселился Гришатка на первом этаже губернаторского дома в каморке у Вавилы Вязова.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Анчах та сайра хутра пӑлханса ӳкнӗ самантсенче, вырӑс чӗлхи ҫине куҫать те, ӑна ятлаҫупа пуянлатса, тап таса калаҫать.

Но в редкие минуты, когда волновался, переходил на русский язык и, уснащая его ругательствами, изъяснялся чисто.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ку хутра верховнӑй тӗрӗс туман.

— Верховный в данном случае не прав.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорирен Аксинья сайра хутра кӗске ҫырусем илкелет.

От Григория Аксинья нечасто получала коротенькие письма.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Килкартисенче, сайра хутра ларса юлнӑ ҫурт-йӗрсем тавра, ҫынсем кӗшӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ, ҫав хушӑрах юланутсем иртсе каяҫҫӗ, шӑп урам варринчех ҫар кухни пӑсланса ларать, ун патне казаксем вӑрӑм черете кӗпӗрленсе тӑнӑ; ҫӳлтен шӑмшака ҫӳҫентерекен йӗпхӳ (вӗтӗ нӳрӗк) пӗрӗхет.

Во дворах, около редких уцелевших стодолов, суетились люди, проезжали верховые, прямо посреди улицы дымилась полевая кухня с длинным хвостом дожидавшихся в очереди казаков; сверху точилась промозглая мелкая сырость.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл сайра хутра кӑна тута хӗррисемпе кулса, ейӗлсе илкелет, кулнӑ чух куҫӗсем ҫемҫелмеҫҫӗ, хӑйсен тӗксӗм ҫутине самантлӑха та ҫухатмаҫҫӗ.

Улыбался он редко, излучинами губ, глаза от улыбки не мягчели, неприступно сохраняли неяркий свой блеск.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман хыҫӗнчен тупӑ сасси янӑрама пуҫларӗ; ку хутра вӑл салтаксен хӑлхине мӗнпур вӑйпа ҫитсе ҫапӑнчӗ, утсене сехрелентерсе пӑрахрӗ.

За лесом пухнул орудийный гул; теперь он потрясал слух всадников, заставляя настораживаться лошадей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь ку хутра та хӗвел тӗрленчӗкӗсем ҫине хӑйӗн мӑянпа симӗсленсе пӗтнӗ ботинкисемпе малтанхи пекех пусса пычӗ, картузне кӑна ку хутра аллине тытман вӑл, шупка хӑлха кимӗрчекӗсем ҫине шанчӑклӑн пусса лартнӑ.

Следователь так же наступал на них ботинками, обзелененными лебедой, только фуражку не в руке нес, а надежно нахлобучил на бледные хрящи ушей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней