Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗттӗм (тĕпĕ: тӗттӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнтӗ пур еннелле те вӗҫсӗр уй сарӑлса выртать, анӑҫри шупка ҫутӑ патне ҫитичченех тӗттӗм шӑналӑк карӑнса тӑрать.

Всюду, куда ни кинь взгляд, — поле, поле… и густеющая ночь…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаҫра ҫурма тӗттӗм.

В ласе полумрак.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм пулса ҫитнӗ ҫӗрелле вӑл каялла таврӑнчӗ.

Вернулся он уже глубокой ночью.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм халӑх!»

Темные все люди!

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм ҫын, мӗн ӑнлантӑр вӑл».

Темная женщина, что с нее возьмешь?

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм халӑх.

Темный народец.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм ҫын ӑс-тӑнран ытла инстинкта пӑхать.

А темный человек он больше руководствуется не разумом, а чутьем.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑвашсем — тӗттӗм халӑх.

Чуваши — народец темный.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртсем тӗттӗм, хӑрӑмлӑ.

Избы темные, закоптелые.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртсем тӑвӑр, тӗттӗм, чӗрӗ.

Домишки у большинства тесные, темные, сырые.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унта килти выльӑхсем ҫеҫ мар, тепӗр чухне, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче, пӑшисем вилес умӗн чун хавалӗпе кӑшкӑрни те илтӗнкелет.

Порой осенними темными ночами оттуда доносятся душераздирающие предсмертные крики домашних животных и лосей, ставших жертвами хищных зверей.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм уйра ҫӗрле мӑкӑртатса тӑракан шур кӗпеллӗ старик сасси Ухтивана темшӗн хӑрушшӑн туйӑнса каять.

Ухтивану стало не по себе: в жуткой темноте бормота-нье старца в белом одеянии навевало необъяснимый страх.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм уйра шӑпӑр нӑй-нӑй-нӑй, лӑй-лӑй туса йынӑшса ярать.

И несется над полями гнусаво-жалобное завывание шыбыра.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑч тӗттӗм каҫ.

Темная, черная ночь.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах сӑнарах пӑхӑр-ха эсир ҫӗр ҫулхи улӑп-юмансем ҫине, тӗттӗм чӑтлӑхсене ҫитсе ҫаврӑнӑр, сулхӑн варсене кӗрсе тухӑр.

Но вглядитесь внимательней в столетние дубы, пройдитесь по темному кустарнику, по прохладным оврагам.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алӑк шатлатса хупӑнать те, ҫурма тӗттӗм пуртре Яриле старикпе Яка Илле иккӗшех тӑрса юлаҫҫӗ.

С силой хлопнув дверью, Ухтиван выходит из избы, Щеголь и Яриле остаются одни.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алӑка уҫса пӑрахнӑ пулсан та пӳртре тӗттӗм.

Несмотря на открытую дверь, в доме темно.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм пула пуҫласан йӗпе шӑши пек исленнӗ ҫынсем чашӑкӗсене йӑтрӗҫ те: «Кайӑк чӳк! Кайӑк чӳк!» — тесе кӑшкӑрашса килӗсене саланчӗҫ.

Уже с темнотой мокрые, в прилипшей к телу одежде люди разобрали свою утварь и с криками «каек-чук! каек-чук!» разошлись по домам.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм уйра путене сасси илтӗнет, тусан шӑрши кӗрет.

В потемневшем поле кричат перепелки; пахнет зноем, пылью.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урисене майӗпен те халсӑррӑн иле-иле пусса вӑл тӗттӗм уй варрипе танккаса пырать.

Мерно покачивает ею в такт шагу, идет по темному полю.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней