Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗллесе (тĕпĕ: тӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшмансем тӗтӗм витӗр хытӑ тӗллесе пӑхса, пӗр-пӗрне тупма тӑрӑшнипе ҫеҫ пеме чарӑннӑ мӗн.

Перерыв произошел оттого, что противники пытались найти друг друга, напряженно всматриваясь сквозь завесу дыма.

XXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кольхаун ҫав йӗрсем ҫумӗн ирте-ирте кайса, вӗсене пит тӗллесе пӑхнӑ, анчах ним те ӑнланса илеймен.

Кольхаун объезжал эти следы, всматривался в них, но понять ничего не мог.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Мексиканец йӗнер ҫинчен хӑйӗн кӗске пӑшалне — экскопетне — йӑпӑр-япӑр ярса илчӗ те, тискер ашака тӗллесе, персе ячӗ.

Мексиканец быстро снял с седла свое коротенькое ружье — эскопету — и, прицелившись, выстрелил в дикого осла.

ХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Луиза карлӑк патне пырса таҫта инҫетелле пӑхкаласан, Кассий Кольхаун ӑна пит хытӑ тӗллесе, сӑнаса пӑхнӑ, ҫавна таврари ҫынсем сисмесӗр юлма пултарайман.

Окружающие не могли не заметить того упорного, испытующего взгляда, которым он следил за Луизой, когда та время от времени подходила к перилам и всматривалась в даль.

XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пӑхатӑп — ун патне Демьян йӗлтӗрсӗрех, пӗр патакпа анчах, сукмак тӑрӑх чупса пычӗ те, ҫумне ларса, патаккипе тӗллесе темӗскер ҫине кӑтарта пуҫларӗ.

Смотрю: Демьян с палочкой без лыж, по тропинке бежит к товарищу; присел подле него и палкой указывает ему на что-то, как будто целится.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Ак упа сиксе тухать, ак тӗллесе перӗп те, упа тӗшӗрӗлсе анӗ», — тесе тӑратӑп.

Вот-вот, думаю, выскочит, прицелюсь, выстрелю, упадет…

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Манӑн куҫсем лайӑх кураҫҫӗ, анчах эпӗ инҫетелле тем пек тӗллесе пӑхсан та, ниҫта нимле кипарис таврашӗ те тупаймарӑм.

У меня хорошее зрение, но как я ни всматривался в даль, я нигде не обнаружив никакие признаков кипариса.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Эпӗ те, — тесе сӑмах хушрӗ аппӑшӗ, каретӑри чаршавсем хыҫӗнчен пуҫне кӑларса, таврари ҫӗршыва тӗллесе пӑхса.

— И мне тоже, — прибавила сестра, выглядывая из-за занавесок кареты и всматриваясь в окружающую местность.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл ҫав хӑйне тӳрех тӗллесе пӑхакан куҫсенче чӗрене ачашласа хумхантаракан шухӑш сисӗннине вуласа илчӗ.

Всадник заметил, что глаза девушки устремлены на него и в их выражении сквозил интерес… почти нежность.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Карета чаршавӗсем хыҫӗнчен юланута татах тепӗр куҫ тӗллесе пӑхнӑ.

Из-за занавесок кареты на всадника был устремлен еще один взор.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл мачта ҫинче ывӑлне курнӑ та, ӑна тӗллесе, кӑшкӑрса янӑ: «Шыва сик, халех шыва сик! Персе вӗлеретӗп!» — тенӗ.

Он нес ружье, чтобы стрелять чаек2. Он увидал сына на мачте, и тотчас же прицелился в сына и закричал: «В воду! прыгай сейчас в воду! застрелю!»

Шыва сикни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑйне ҫирӗппӗн тытса, ҫамрӑк кимӗ пуҫӗнче тӑчӗ, пӑшалӗпе тискер ҫынҫиенсене тӗллесе, хӑй патне пыртармарӗ.

Не теряя самообладания, юноша стоял на носу пироги и, наведя на дикарей ружье, не давал им подойти.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд пӳртӗн тепӗр кӗтессинчи смоковница вулли ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӗ.

Дик Сэнд указал пальцем на ствол смоковницы в глубине лачуги.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫапах Джека ҫитет, — хирӗҫлерӗ Дик Сэнд, вӗҫсе кайма васкаман кайӑка иккӗмӗш хут тӗллесе.

— Но зато хватит Джеку, — возразил Дик Сэнд, вторично прицеливаясь в птичку, которая не спешила улететь.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тен, тата тӑрӑллӑ кимӗре ларса, пӑшал кӗпҫине ҫеҫ кӑларса, вӑл пытанса ларнӑ сунарҫӑ пек лайӑхрах та тӗллесе перӗ.

Быть может даже, укрываясь в лодке под навесом и высунув дуло ружья, он сможет стрелять более метко, как охотник, притаившийся в засаде.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эпӗ ӑна хирӗҫех тӗллесе тепӗр хут персе ятӑм.

Я выстрелил другой раз, почти в упор.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Акӑ вӑл хир тӑрӑх чупса пырать, хӑй темӗскер ҫине тӗллесе кӑтартать.

Он бежал полем и на кого-то показывал.

Кашкӑрсем ҫурисене вӗрентни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йӗкӗт, пӗр кана чееленсе, урӑх пач капла хӑтланас мар пек, хӗр ҫывӑхӗнче йӑппӑн-йӑппӑн ишкелесе ҫӳрерӗ, лешӗн сыхлӑхӗ йӑмнӑ пек пулсан, Динӑна тӗллесе, йӑр-р чӑмса кӗрсе кайрӗ те ӑна уринчен кап! ярса тытрӗ.

Парень отплывает в сторону, как будто ему и дела нет до нее, Дина расслабленно раскинулась на волне, в эту минуту парень, тихонько поднырнув, внезапно хватает ее за ногу…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йытӑ хӑй ҫине сиксе ӳкнӗ самантра португал Гаррис пӑшалне ярса тытрӗ те тӗллесе персе ячӗ.

И в ту секунду, когда собака бросилась на него, португалец схватил ружье Гарриса, вскинул его и выстрелил.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Красноармеец вӗсене аллипе айлӑмалла тӗллесе кӑтартнӑ.

Красноармеец показал вниз,

4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней