Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ыттисене кансӗрлемесен, пирус чӗртнӗ чухне ура ҫине тӑмалла.Предлагая прикурить, встают лишь там, где это не мешает окружающим.
Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Лӑпкӑн ура ҫине тӑмалла, хӑвна ху тивӗҫлӗхлӗ тытмалла.
Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тавар илес текен ҫын вӑл пушаниччен кӗтсе тӑмалла.Покупатель должен подождать до тех пор, пока продавец не освободится.
Магазина кӗрсен… // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Япала илес текен кашни ҫыннӑн черете тӑмалла.Каждый покупатель, невзирая на пол, возраст или общественное положение, должен соблюдать очередь.
Магазина кӗрсен… // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫав тери вӑрӑм черет пулсан та, пӗр-пӗрин ҫумне ҫат ҫыпӑҫса тӗрткелешсе тӑмалла мар.
Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑмсен вара тӑмалла, мӗншӗн тесен хисеплӗ ватӑ ҫын саламне ларса йышӑнма аван мар.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑвпа калаҫакан ҫынпа тимлӗ пулмалла, калаҫнӑ чухне куҫран тӳрӗ пӑхмалла, куҫа тӗлли-паллисӗр вылятса тӑмалла мар.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тенкел ҫине ларнӑ е тӑнӑ чухне шавсӑр тӑмалла.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хулпуҫҫисене усса, курпуна кӑларса, чӗркуҫҫире урана хуҫлатса, пуҫа чиксе тӑмалла мар.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫыннӑн кашни хусканӑвӗ сӑпайлӑ, йӗркеллӗ пулмалла, лару-тӑрупа килӗшсе тӑмалла, ҫын хӑйне хӑй пек тытмалла.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Искусствӑри пекех, ҫынра содержание форма килӗшсе тӑмалла.В человеке, как и в искусстве, форма должна соответствовать содержанию.
Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хирӗҫлесе калани тӗрӗс, объективлӑ пулмалла тата коммунизмла моралӗн принципӗсемпе килӗшсе тӑмалла.Критика должна быть объективной и соответствовать принципам коммунистической морали.
Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑш вӑхӑтра хӑвна мӗнле тытмаллине ӑстӑнпа туйса тӑмалла.Правила поведения нужно соблюдать осмысленно, в зависимости от ситуации, места и времени.
Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пур ҫын та пӗр тан, классӑр социализмлӑ обществӑра пуриншӗн те пӗр йӗрке-норма пулмалла, вӑл коммунизм обществин моральне пӑхӑнса тӑмалла.
1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
— Мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ, куна тахҫанах кӗтсе тӑмалла пулнӑ, — терӗ вӑл шухӑшлӑн.
Июнӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл пӗлӗтлӗ те ҫумӑрлӑ ире, хула площадӗнчи асаплантармалли ҫӳллӗ вырӑна, ун ҫинчи намӑс юпипе сӑнчӑра, Чернышевский мӑйӗ ҫине ҫакса янӑ «Государство умӗнче айӑпа кӗнӗ ҫын» тесе шурӑпа ҫырнӑ хура хӑмана сахал сӑмахсемпех куҫ умне тухса тӑмалла ӳкерсе кӑтартрӗ.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Мерченпе пӗрле Турикас укӑлчи хапхи патне ҫӑкӑрпа тухса тӑмалла.Вместе с Мерчень они должны быть у околицы Верхней улицы с хлебом-солью.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей ҫак вӑрттӑнлӑха усрама тупа турӗ; каласан юрамасть имӗш, мӗн юмӑҫлани хӑватсӑр кӑна та мар, пӗтӗмпе хирӗҫ тухма пултарать; вара инкекрен хӑтӑлас вырӑнне тата пысӑк асапсем пуласса кӗтсех тӑмалла имӗш.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ир тӑмалла терӗн-ҫке, мӗншӗн ҫывӑрма выртмастӑн тата?
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хуралтисем тӑрӗҫ-ха халлӗхе, пӳрчӗ ытла кӑйттӑ-ҫке: урамалла чикӗнсе анасса кӗтсех тӑмалла.Двор-то еще пока постоит, а вот дом чересчур плохонький: того гляди клюнет носом на улицу.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.