Поиск
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ хӑйӗн ӑшӗнче пысӑк, ҫутӑ савӑнӑҫ ҫуралнине туйрӗ, анчах ӑна ӑнланаймарӗ те именнӗ пек пулса тӑчӗ.Чувствовала она в себе зарождение большой, светлой радости, не понимала ее и смущалась.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ, ку таранччен ҫыхланӑҫлӑ ларнӑскер, сасартӑк хӑйне ирӗклӗрех туйрӗ, шӑмшакӗ шалтан пӑчӑхса ҫитсе ывӑннӑ пек пулчӗ, унӑн куҫ харши чӗтреме тытӑнчӗ, ҫамки ҫине тар тухрӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Судьясем, пичӗ-куҫӗсене тӗлӗнмелле пӗркелесе, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатрӗҫ, хӑйсен ҫӑткӑн куҫӗсене ҫаплах Павел ҫинчен илмерӗҫ, амӑшӗ вӗсем ывӑлӗн сывлӑхне, вӑйне, тасалӑхне ӑмсанса, унӑн ҫирӗп те тӗреклӗ кӗлеткине хӑйсен куҫӗсемпе вараланӑ пек туйрӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах ҫав вӑхӑтрах амӑшӗн чӗрине темскер тирсе, пӑлхатмалла ыраттарса тӑчӗ — вӑл хӑйне хирӗҫ пыракан усал япала пуррине туйрӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ Николай ӑна ӑнланманнине туйрӗ, ҫакӑ вара хӑй хӑрани ҫинчен каласа парас шухӑша тата ытларах йывӑрлатрӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унтан сасартӑк вӑл урисем чӗтресе илнине, ҫӗр ҫумне шӑнса ларнӑ пек йывӑрланса кайнине туйрӗ — тӗрме кӗтесси хыҫӗнчен, хунарҫӑсем пек васкаса, хулпуҫҫи ҫине чикмек хунӑ курпунтарах ҫын утса тухрӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ сасартӑк темӗнле нимӗне хӗрхенмен, этемле мар хаяр япала ҫывхарса килнине туйрӗ.Она вдруг почувствовала приближение чего-то неумолимого, нечеловечески строгого.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнине аса илсе, Ниловна чӗринче лӑпкӑ савӑнӑҫ тапӑртатса тӑнине туйрӗ те, ҫавӑншӑн вӑтанса, ӑна пусарса пычӗ.Вспоминая успех свой, она глубоко в груди чувствовала тихий трепет радости и стыдливо подавляла его.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ хӑйӗн ҫамки тирӗ чӗтренине, куҫӗ пӗҫерсе кайнине туйрӗ.Мать чувствовала, что на лбу у нее дрожит кожа и глазам стало горячо.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах та амӑшӗ вӑл сулкаланнине, унӑн урисем ҫирӗппӗн пусайманнине, алли чӗтренине туйрӗ.Но она чувствовала, что он шатается, ноги его шагают нетвердо и рука дрожит.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ те хӑйӗн чӗринче темскер йӳҫсе хӑпарнине туйрӗ, хӑй ҫумӗнчи чухӑн тумланнӑ ҫамрӑк ҫын патнелле ҫаврӑнса, тарӑхса каларӗ:
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ ҫынсене пурнӑҫӑн тӗрӗс мар енӗсем ҫинчен хӑйӗн чӗлхипе каласа парас кӑмӑл ытларах та ытларах вӑйланнине туйрӗ: хӑш чухне ҫав туйӑма пусарма та йывӑр пулчӗ…
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл Николайпа Андрей хушшинче темӗнле пӗрлӗх пуррине туйрӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна итлесе, вӑл хӑйӗн кӑкӑрне ӑшӑ хум пырса ҫапнине, вӗсем чӗрене кӗнине, чӗри тикӗсрех тапнине туйрӗ, ҫакна пула вӑл хӑйӗн чӗринче шухӑш хумӗсем, лайӑх шӑварнӑ, тарӑн сухаланӑ тӑпрари тырӑ пӗрчисем пекех, хӑвӑрт вӑйлӑ ӳснине, музыка сассин вӑйӗ вӑратнӑ сӑмахсем ҫӑмӑлтан та илемлӗн чечекленнине асӑрхарӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем сӗт ҫинчен калаҫрӗҫ, анчах та амӑшӗ вӗсемех урӑххи ҫинчен шухӑшланине, сӑмахпа каламасӑрах Софьйӑна тата ӑна хӑйне ырӑ суннине туйрӗ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Софьйӑшӑн ку таранччен ытлашши пек туйӑннӑ йӑласем — хыттӑн, янӑравлӑн калаҫасси, хӑйне вӑшт-вашт тыткаласси халӗ унӑн калавӗн вӗри те тикӗс юхӑмӗнче путса ҫухалнине туйрӗ вӑл.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вара вӑл хӑйне вӗсем умӗнче ҫӗрлехи вӑхӑтра пысӑк ту умӗнче тӑнӑ пек туйрӗ.И она почувствовала себя перед ними, как перед горою в ночной час.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Николай ҫинчен вӑл кӑмӑллӑн шухӑшларӗ, унӑн ӑна валли пур ӗҫе те лайӑхрах тӑвас, ӑна пурнӑҫне ӑшӑтма пултаракан ачашлӑхпа пӑхас кӑмӑл килнине туйрӗ…
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ, аллисене кӑкри умне хутлатса тытса, чӳрече патне тӑчӗ, куҫне мӑчлаттармасӑр, нимӗн курмасӑр, куҫ харшине ҫӗклесе, хӑй умнелле нумайччен пӑхрӗ, тутине пӑчӑртаса, шӑлне ҫав тери хытӑ ҫыртса лартнипе часах вӑл ыратма пуҫланине туйрӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Офицер нумай, вӗрентмелле калаҫрӗ, амӑшӗ вӑл хӑйне хӑй кӑмӑлласа калаҫнине туйрӗ.Офицер говорил много, поучительно, она чувствовала, что ему приятно говорить.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.