Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тискер сăмах пирĕн базăра пур.
тискер (тĕпĕ: тискер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патӑръел уесӗнчи милици уйрӑмӗсенчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тискер ӗҫсене пӗтӗмпех Калюк хурахӗсем тунӑ пек курӑнать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тарт ӑна хӑрушӑ тискер чӗр чун, ҫын ҫиен пек туйӑнать.

Тарт казался ему страшным чудовищем, чуть ли не людоедом.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ку мӗн иккенне палӑртма малтан ансатах пулмарӗ: хытса тӑнӑ пӗчӗк мӗлке-и е ҫӑм пӑнчи-и; такам кунтан пӗр вунӑ утӑмра тӑрать-тӗр, ӑна вичкӗннӗн те асӑрхануллӑн сӑнать ахӑр; Тарт шухӑшӗсем арпашӑнчӑк, тискер кайӑк куҫӗсемпе тӗл пулас килни ӑна хӑрушла, вилесле, ҫунса кӗлленесле кӑсӑклантарать.

Сначала было трудно определить, что это: маленькая застывшая тень или пятно шерсти; чье-то пытливое, осторожное присутствие сказывалось не дальше, как в десяти шагах и путало мысли, убивая все, кроме жестокого, огненного желания встретить глаза зверя.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вӑрман этеме юрӑ-кӗвӗллӗ, ывӑнтаракан мӑнаҫлӑхпа ҫавӑрса ытамланӑ, вӑл шурлӑх пӑсланӑвӗпе, ҫӗрӗшекен ӳсен-тӑран шӑршипе, тискер юмахри капӑрлӑхпа тулнӑ.

В певучем, томительном забытьи окружал человека лес, насыщенный болотными испарениями, запахом гниющих растений и дикой, сказочной красотой.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хушӑран, самантлӑха, ун умӗнче ҫулҫӑсен тиркевлӗ эрешӗ тискер кайӑксен мӗлки пек ултавлӑн вӗлтлете-вӗлтлете вӗҫет, ҫакӑн чухне Тарт алли хӑй сисмесӗрех чӗтреме пуҫлать те пӑшал кӗпҫи хускалать.

Иногда, на мгновенье, прихотливый узор листвы вспыхивал перед ним обманчивым силуэтом зверя, и рука Тарта бессознательно вздрагивала, колебля дуло ружья.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вак тискер кайӑксем курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, вӑрманӑн юрлакан шӑплӑхӗ хӑлхара пӗр сасӑллӑн янӑрать, Тарт вара пӳрнисене пӑшал курокӗнчен вӗҫертме мансах нимӗн шарламасӑр, кулкаласа тӑрать.

Зверьки скрылись из виду, певучая тишина леса монотонно звенела в ушах, а он стоял, держа палец на спуске ружья и сосредоточенно улыбаясь.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тискер илемлӗхе чарӑлсах кайнӑ, тимлӗ куҫӗсемпе хыпашлать.

Широко раскрытыми, внимательными глазами щупал он дикую красоту.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

— Пилӗк пӑшал, — мӑкӑртатрӗ боцман, — ку шӳт — тискер чӗр чунсем валли, япӑх шӳт… ҫапла.

— Пять ружей, — пробормотал боцман, — это шутки для зверей… плохие шутки… да…

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Кунта тискер кайӑксем пуррине те ан манӑр.

Не забывайте также, что здесь есть звери.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫакнашкал туйӑм тискер кайӑксем улашни-ӳхӗрнине аса илтерет.

Тип этого чувства напоминал бесхитростную простоту рева.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кунта африка ылтӑн кашкӑрӗ те, африка тискер кушакӗ те, сомали ту качаки те, африка тилли те пур.

Здесь есть и африканский золотой волк, и африканская дикая кошка, и сомалийская газель, и африканская лисица.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Тискер кайӑк тӗлӗшӗнчен патшалӑх питӗ пуян темелле.

Можно сказать, что в отношении диких зверей государство богатое.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Ҫӳлти пайне, урӑхла каласан, кунчине вӑл тискер кайӑксен хӗрлӗ тӗслӗ йӗпписемпе илемлетнӗ; кашни йӗппинех вӑл ҫинҫе те ҫирӗп шӑнӑрпа ҫӗлесе лартнӑ.

Верхнюю часть, или голенище, она украсила разноцветными иглами дикобраза; каждая игла была крепко пришита тонкими нитками из сухожилий.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вӑл хутлана-хутлана юр ҫийӗпе кусса аннӑ, мӑйӗнчи аманнӑ вырӑнӗнчен юн юхнӑ Йытӑсем хӑрама пӑрахса ун ҫине ыткӑннӑ, анчах урса кайнӑ тискер кайӑк вӗсене хӑйӗн пысӑк урисемпе ывӑта-ывӑта янӑ.

Она корчилась и каталась по снегу, а из раны на ее шее струилась кровь. Собаки преодолели страх и бросились к ней, но разъяренный зверь отшвырнул их своими огромными лапами.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Малтанах вӑл нимех те уйӑрса илеймен, анчах сасартӑк шӑтӑкра шалта симӗсрех тӗслӗ икӗ пӑнчӑ йӑлтӑртатса илнӗ, вӑл вара самантрах кусем тискер кайӑк куҫӗсем пулнине тавҫӑрса илнӗ.

Сначала он ничего не мог разглядеть, но вдруг в глубине пещеры блеснули две зеленоватые точки, и он догадался, что это глаза зверя.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Анчах шӑтӑк умне ҫитсенех, тискер кайӑк шӑрши пуррине сиссе, йытӑсем чарӑннӑ та хӳрисене хӗссе каялла чакнӑ.

Но у входа в пещеру они почуяли запах зверя, остановились и, поджав хвосты отступили.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Вӑл чӑнласах ҫав хӑрушӑ тискер кайӑк йӗрӗпе кайнӑ-ши?

— Да неужели он шел по следам этого страшного зверя?

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Сывлӑшне аран ҫавӑрса вӑл аслашшӗне хӑрушӑ тискер кайӑк йӗрри ҫинчен, шӑтӑкри кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑсем ҫинчен каласа панӑ.

Задыхаясь, рассказал он деду о следах странного зверя, о пещере и обглоданных костях.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Чӑнкӑ ҫыранра чулсем тата пысӑк чул катрамӗсем пулнӑ, вӗсем хушшинче тискер кайӑкӑн тӗлӗнмелле йӗрӗсем выртнӑ.

Крутой склон был усеян камнями и каменными глыбами, а между глыб виднелись следы странного зверя.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ачасем тискер кайӑксен тирӗсенчен тунӑ вырӑнсем ҫине ларса кӑвайт умӗнче ӑшӑннӑ, хӑйсен йӗпеннӗ мокассинӗсене типӗтнӗ, Отаки ҫӗҫӗ еннинчен хӑйӗн пӗчӗк ҫӗҫҫине кӑларса кайӑк ашне вакланӑ тата кролик тирне сӳсе унӑн ашне пӗҫерекен кӑмрӑксем ҫинче ӑшаланӑ.

Мальчики садились на ложе из звериных шкур, грелись у костра и сушили мокрые мокасины, а Отаки, вынув из ножен свой маленький нож, ощипывала птиц или сдирала шкуру с кролика и поджаривала мясо на горячих угольях.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней