Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсе (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле хӑямат тивнӗ тейӗн ҫав: пӑр касси шӑпах ун анине пӗтерсе кайрӗ-ҫке, леререх ав, айлӑмра, ыраш ҫаплах хумханать, унта, шет, тивмен те пуль.

Ведь надо же сотвориться такой жестокости: град прошел полосой ровно над его загоном, а дальше вон, внизу, рожь колышется как ни в чем не бывало, — видимо, на нее не упало ни градинки!..

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ачасем хӑрах алӑллӑ ҫын ҫӑвӑнса пӗтерсе тухнине асӑрхаса юлайман.

Ребята не заметили, как однорукий кончил мыться.

11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пӗтӗм тӗнчепе нимӗнле ҫыхӑну та тытманнипе эпир вӑл вӑхӑтра Андроново сӑрчӗсем патӗнче тӑракан тӑшман хӗрлисен виҫӗ дюймӑллӑ тупӑсемпе ҫапӑҫнӑ батальонне пӗтерсе лартас патнех ҫитерни ҫинчен те пӗлмӗш пулнӑ.

Оторванные от всего мира, мы не знали, что в те дни противником у Андроновой горы был почти уничтожен красный батальон с трехдюймовками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Эсӗ вара эпир лахтарьсене епле пӗтерсе тӑкнине курмарӑн-и мӗн?

— Разве ты не видишь, как мы расправились с лахтарями?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Вара, Кимас-кӳлли ялне ҫавӑрса илсен, пирӗн шуррисен штабне тата пӗтӗм склачӗсене пӗтерсе тӑкмалла.

Тогда, захватив Кимас-озерскую, мы должны уничтожить штаб белого руководства и все склады.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Пирӗн вӗсене систермесӗр Реболына ҫитмелле, ҫапла тумашкӑн тӑшмансен отрячӗсене пурне те пӗтерсе пымалла.

Мы должны дойти незаметно — для этого надо уничтожать все враждебные отряды — до Ребол.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Тӑшман тылӗнче тӗл пулакан хӗҫпӑшалпа вооружени тата ытти хатӗрсен склачӗсене пурне те пӗтерсе пымалла.

Все обнаруженные в глубоком тылу неприятеля склады припасов, вооружения и снаряжение уничтожить.

Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Отряда панӑ задани: Вӑрҫӑ пыракан лини урлӑ каҫмалла та тӑшман ҫавӑрса илнӗ территори ҫине кӗрсе, ҫул ҫинче тӗл пулакан тӑшман ушкӑнӗсене пӗтӗмӗшпех пӗтерсе пымалла.

Задание, которое должен выполнить отряд, состоит в следующем: Перейти линию военных действий и, вступив на территорию, захваченную противником, уничтожать все группы противника, которые встретятся на его пути.

Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Какайҫӑсем ҫав вӑхӑтра шӑпах хӑйсен ӗҫне пӗтерсе, ураписене тиерӗҫ те, хуланалла тухса кайрӗҫ.

Между тем мясники, кончив свою работу, нагрузили телеги и поехали в город.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫапла ӗнтӗ, тулаш енчен ачан чӗринче тӗрлӗ туртӑмсем вӑратма пултаракан япаласене сирсе пыма Макҫӑм тем териех тӑрӑшнӑ пулин те, ҫав хӑй тӗллӗнех ҫуралнӑ туртӑмсем ача чӗрине шалтан тапса йывӑрлатса тӑнине вӑл нихҫан та тӗппе пӗтерсе лартма пултарайман.

Таким образом, сколько бы ни старался Максим устранять все внешние вызовы, он никогда не мог уничтожить внутреннего давления неудовлетворенной потребности.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ӑна наука пӗтерсе хунӑ.

Наука сыграла здесь свою роль.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпир ирхине фермӑна ҫитсе кӗтӗмӗр — вӗсем ҫывӑраҫҫӗ, вара вӗсене ҫийӗнчех пӗтерсе хутӑмӑр.

Сегодня утром мы окружили ферму — все синие спали крепчайшим сном, и в один миг все было кончено.

VI. Граждан вӑрҫин ӑнсӑртлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Манӑн чуна пӗтерсе эс хӑвӑн чунна хуплатӑн, — терӗ старик.

— А губя мою душу, ты вместе с тем губишь и свою, — серьезно заметил пассажир.

I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Эс ман чуна пӗтерсе лартатӑн, ку вара пысӑк ҫылӑх, — терӗ старик.

— Ты желаешь погубить не только мое тело, но и душу, — продолжал старик, — а это нехорошо.

I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Халь тӑшмана канӑҫ памалла мар, унран кашни ҫил арманне, кашни тӗме, кашни чула ҫапӑҫса илмелле; тӑшмана кашни утӑмрах пӗтерсе пымалла, унӑн кашни йӑнӑшӗпех усӑ курма пӗлмелле, кирек мӗне те куҫран вӗҫертмелле мар, сылтӑмалла та, сулахаялла та пыра-пыра ҫапмалла, хӑюллӑн тапӑна-тапӑна хӑратмалла, хӗрхенсе тӑмалла мар, каннӑ вӑхӑтра та ырми-канми ҫапӑҫмалла.

Нужно надоедать врагу, оспаривать у него каждую мельницу, каждый кустик, каждый ров, каждый камешек, дразнить его, пользоваться всем, следить за всем, беспощадно убивать, запугивать, не знать ни сна, ни покоя.

III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗрремӗш Наполеон пултӑрӗ Францири иккӗмӗш революцие 1851 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнче пӗтерсе лартсан, Гюго поэт ҫӗнӗрен ларнӑ императора, Виҫҫӗмӗш Наполеона хирӗҫ татӑклӑн кӗрешӳ хускатса ярать.

Когда племянник Наполеона I задушил (2 декабря 1851 года) так называемую Вторую республику во Франции, поэт повел решительную борьбу против этого новоявленного французского императора, Наполеона III.

I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Шӑплӑха ачасен сасси пӗтерсе хучӗ.

Тишина внезапно прорвалась шумом голосов.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Институт пӗтерсе килнӗ-килмен ҫав шухӑш пӑталарӗ мана.

После окончания института я только о нем и мечтал.

Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Галерейӑна пӑхма вут тивертсе ҫутатас пулсан, калама ҫук хӑрушӑ вут хыпса пирӗн ҫулҫӳрес ӗҫе пӗр самантрах пӗтерсе хунӑ пулӗччӗ.

Имей мы неосторожность осматривать эту галерею с факелом в руке, страшный взрыв положил бы конец нашему существованию.

XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Виноградӑн вунултӑ сортӗнчен вӑл мускатпа токайсене — пурӗ тӑхӑр сорт кӑна хӑварнӑ, ыттисене пӗр хӗрхенмесӗр кӑкласа тӑкнӑ; «американсене» ҫӗнӗ ҫулта «дюбексемпе» улӑштарасшӑн пулнӑ, пахчасене пӗтӗмпех пӗтерсе хума, ун вырӑнне масличнӑй роза лартма сӗннӗ, кайӑк-кӗшӗк фермине пӗтермелле, тенӗ.

Из шестнадцати сортов винограда он оставлял только девять, с мускатами и токаями во главе, остальное безжалостно выкорчевывал; «американы» с нового года намерен был заменить «дюбеками», огороды же предлагал полностью ликвидировать, засадив площадь масличными розами, а птицеферму упразднить.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней