Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗрех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрех (тĕпĕ: пӗрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выҫлӑха, вӗчӗрхенӗве пула Мард шухӑшӗсем тӗлӗнмеллерех ҫул-йӗр суйласа илчӗҫ; ӑна пӗр идея канӑҫ памасть: илӗртӳллӗ темӗнле япала ӑсласа кӑлармалла; ан тив, вӑл пурнӑҫа кӗмеллискер те мар-и тен, анчах пур пӗрех, ҫак тӗллев тавра укҫаллӑ темиҫе ҫынна пуҫтарма пулӗччӗ, лайӑх ҫисе тӑранма, юсанма, канма май килӗччӗ.

От голода и нервности мысли Марда приняли странное направление; у него появилась идея придумать что-нибудь такое заманчивое, хотя бы неосуществимое, вокруг чего можно было бы собрать несколько человек с деньгами, — хорошо поесть, поправиться, отдохнуть.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Джессин кӑмӑллӑ кулли ӑна арпаштарсах ячӗ: вӑл арӑмне хупӑ ҫурма куҫӗсенчен пӑхмарӗпе пӗрех.

Приветливая улыбка Джесси ввела его в заблуждение: он мало всмотрелся в ее замкнувшиеся глаза.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Брентган хӗрсен хваттерне мӗнле тӗллевпе кайма хатӗрленнине тавҫӑрсан Лей кӑштах шикленчӗ, унта ан кайтӑр тесе кӑсӑкрах вырӑн пуррипе илӗртсе ӳкӗте кӗртесшӗнччӗ, анчах Брентган Лей мӗн каланине ӑнланмарӗпе пӗрех, Брентган икӗ хутчен: «Ҫапла… Паллах… Тӗрӗс калатӑн», — терӗ те Лей патӗнчен хӑрушла сӗлкӗшленсе тухрӗ; халӗ унӑн тӗп-тӗрӗс ҫирӗплетӳ тупмалла.

Догадавшись, с какой целью Брентган хочет ехать в квартиру девиц, Лей, несколько струсив, пытался его отговорить, ссылаясь на более интересное место, но Брентган почти не сознавал, что говорит Лей. Два раза Брентган сказал: «Да… Конечно… Ты прав», — и вышел от него в дикой тоске, стремясь иметь точные доказательства.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Ҫак ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче, — вӑл сехет ҫурӑ тӑсӑлчӗ, — Элда чӗнмерӗпе пӗрех; ӑна Готорн палӑртнӑ чикӗ тулашӗнче нимӗн те кӑсӑклантармасть, мӗн тумаллине пурнӑҫласси те техника тӗлӗшӗнчен иккӗлентермест.

Во время этого путешествия, занявшего всего полтора часа, Элда почти молчала; ее ничто не интересовало за пределами, отчеркнутыми Готорном, которые она находила вполне достаточными технически.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Репетици пӗтнӗпе пӗрех.

Это произошло в конце репетиции.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

— Маншӑн пулсан вара — пур пӗрех, — терӗ Лефтель, — философла ӑс-тӑн пулӑшать.

— А мне вот все равно, — сказал Лефтель, — философский склад ума помогает.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Пур-ҫке унашкаллисем: вӗсем патне Лев Толстой Рафаэльпе е, калӑпӑр, Бахпа пӗрле пырса кӗрет-и — йышӑну пӳлӗмӗнче сехечӗ-сехечӗпе тытса пур пӗрех тертлентереҫҫӗ, хӑйсем вара ҫӑра шӑтӑкӗнчен вӑрттӑн сӑнаҫҫӗ:

Есть ведь такие, что приди к ним сам Лев Толстой с Рафаэлем и, скажем, Бахом, так все равно будут выдерживать часами в приемной, а сам в замочную скважину поглядит:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Каҫ пулчӗ, урамра лӑпкӑ, шӑп, ҫын ҫукпа пӗрех.

Наступил вечер, и на улице было тихо, почти безлюдно.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Упаран эпӗ, чӑн та, йывӑҫ ҫине йӑпӑр-япӑр улӑхса хӑтӑлса юлтӑм, анчах хама пур пӗрех ӑмсанмалла апат пек хакларӑм.

От медведя я, правда, залез на дерево, но все-таки смотрел на себя, как на завидное кушанье.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Сана пур пӗрех тытаҫҫӗ.

Тебя все равно поймают.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ку хӗвел пайӑркине тытнипе пӗрех вӗт.

Ведь это все равно, что поймать луч.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Ҫапах пур пӗрех кайса пӑхам; Леданӑн моделӗ ҫук-и унта?

Но я посмотрю все-таки, нет ли там модели Ледана.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Вӑл сехечӗ ҫине пӑхрӗ — ҫиччӗ ҫитнӗпе пӗрех, — вара пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ.

Он взглянул на часы — было почти семь — и встал.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Кист калашле: «Кэтшӑн — пур пӗрех».

Как сказал Кист, «Кэт было все равно».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа та вӗсен хутшӑнӑвӗсем татӑлмаҫҫӗ.

Поэтому их отношения не нарушились.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Уншӑн — пур пӗрех.

Ей — все равно…

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Пур пӗрех тӗл пуласси ҫак самантра иккӗшне те иккӗлентермест ӗнтӗ; вӗсем пӗр-пӗрин патне хӑвӑрттӑн ҫывхарчӗҫ.

В это мгновение оба почувствовали, что свидание неизбежно; затем быстро сошлись.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Анчах сулнӑ-ҫапнӑ чухнехи вӑхӑт кашнин шӑпине татса парасси пур пӗрех кӑштах туйӑнать.

Лишь особый трепет рокового усилия, заключенный в каждом ударе,

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

— Пур пӗрех; вӗсем пурте — тӑрпалтайсем.

— Все равно; все они жулики.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Чӑн та, ҫак вӑрҫӑ пачах чарӑнмарӗ, пӗр ҫӗрте ҫеҫ тата пӗр сехетлӗхе кӑна-и тен… анчах — пур пӗрех.

Правда, эта война была прекращена не совсем, не более как, может быть, на один час и только в одном месте, — что до этого?

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней