Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йышӑнма (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл командӑри ҫынсене вырӑнӗсене йышӑнма приказ панӑ.

Он отдал приказание команде становиться по местам.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Раҫҫее ҫуртпа танлаштарас пулсан, — тенӗ адмирал, — ҫакна йышӑнма тивет. Ҫак ҫуртӑн хӑрах енӗ Пӑрлӑ океана тухать».

«Если сравнить Россию со зданием, — говорил адмирал, — то нельзя не признать, что фасад его выходит на Ледовитый океан».

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Куракансем хыҫарахри варринчи креслосене йышӑнма тӑрӑшнӑ.

Люди расселись в основном на задней половине рядов и ближе к центру.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женьӑн йышӑнма тиврӗ:

Женя была вынуждена признать это.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Парӑр, парӑр… йышӑнма пуҫлатӑп.

Давайте, давайте… перехожу на прием…

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йышӑнма пуҫлатӑп… йышӑнма, йышӑнма!..

Перехожу на прием… прррием, прррием!..

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ну, халь ӗнтӗ пулчӗ: Крупицына хӑйӗн постне йышӑнма таврӑнчӗ.

— Ну, теперь порядок: Крупицына на свой пост приехала.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем «Пахтусов» ҫине хӑйсене хушса тӑракансем, е коксем пулма йышӑнма ыйтрӗҫ.

Просили, чтобы их устроили на «Пахтусове» кочегарами, коками — кем угодно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑнасем йышӑнма ытла каҫа юлнӑччӗ ӗнтӗ.

Поздний час для гостей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла тӑвасси вара ҫӑмӑл ӗҫех мар иккен, паллах ӗнтӗ «упӑшкине ниҫта йышӑнма ҫук» тенипе мар.

Но это была нелёгкая задача, и вовсе не потому, что «мужу некуда вьехать».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хӗрарӑмсене моряк профессине йышӑнма ирӗк паманни моряксене, хӑйсен ҫыран хӗрринче юлакан ҫемйисенчен уйрӑлса кайнӑскерсене, нумай сиен кӳрет. Пулас вӑхӑтра карап борчӗ ҫинче хӗрарӑм-механика, хӗрарӑм-штурмана, хӗрарӑм-капитана куратӑп» тесе ӗнентерет капитан.

Капитан утверждал, что «недопущение женщин к профессии моряка» приносит, вопреки распространённому суеверию, много бед морякам, принуждённым надолго отрываться от оставленных на берегу семейств, и что в будущем он видит на борту корабля «женщину-механика, женщину-штурмана, женщину-капитана».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл часах каялла тухса, его высокоблагородин халь йышӑнма вӑхӑчӗ ҫуккине, мана тӗрмене кайса хупма хушнине тата майрана хӑй патне илсе пыма хушни ҫинчен каласа пачӗ.

Он тотчас же воротился, объявив мне, что его высокоблагородию некогда меня принять, а что он велел отвести меня в острог, а хозяюшку к себе привести.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чӑваш Тӗнчинче эс кӑна йышӑнма пултарнӑ вырӑн пурччӗ.

Помоги переводом

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Пӗр сӑмахпа каласан, айӑплакан Евгений Онегина 10 ҫуллӑха хупма, пӗтӗм пурлӑхне туртса илмелле тесе приговор йышӑнма сӗнчӗ.

Словом, общественный обвинитель считал, что Евгения Онегина нужно приговорить к десяти годам с конфискацией имущества.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, нимӗн курнӑҫланкаласа тӑмасӑрах, хӑй мана чӗререн кӑмӑллани ҫинчен тата ашшӗ-амӑшӗ те унӑн телейне хӗпӗртесех йышӑнма кирли ҫинчен тӳрех каласа пачӗ.

Она безо всякого жеманства призналась мне в сердечной склонности и сказала, что ее родители, конечно, рады будут ее счастию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эсир ҫырса кӑтартнӑ туйӑмсене эпӗ ҫав тери кӑмӑллатӑп, анчах та эпӗ вӗсене йышӑнма пултараймастӑп, мӗншӗн йышӑнманнине сире ҫырса пӗлтерме те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӑл сӑлтав сире пырса тӗкӗнмест.

Выраженные Вами чувства чрезвычайно лестны для меня, но мне невозможно принять их по причинам, которые бесполезно приводить здесь, ибо они не касаются Вас:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пыма пултӑм та ҫав кунах вӑл хваттере йышӑнма ҫын ятӑм.

Я обещал — и тот же день послал занять эту квартиру.

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эпӗ хамӑр тӗплӗн шухӑшламасӑр, ӗҫе васкаса тунине ҫеҫ йышӑнма пултаратӑп.

— Я могу признать только то, что мы свою работу сделали, не обдумав тщательно, второпях.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Службӑна йышӑнма ирӗк парӑр?

 — Разрешите приступить к несению службы?

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсем Владимир ыйтнине йышӑнма кӑна мар, уншӑн хӑйсен пурӑнӑҫне те пама хатӗр тесе тупа тунӑ.

Они не только приняли предложение Владимира, но даже клялись ему в готовности жертвовать для него жизнию.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней