Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫынсенчен илтнӗ тӑрӑх, асли Правоведенинчен вӗренсе тухнӑ та Петербургра службӑра тӑрать; иккӗмӗшӗ, Сергей, тахҫан мана ҫав тери килӗшнӗскер, Петербургри Пажсен корпусӗнче пысӑк та хулӑн кӗлеткеллӗ кадет пулса тӑнӑ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ илтнӗ калаҫусем тӑрӑх шутласан, вӗсен юратнӑ йӑпанӑвӗсем: вӗсемсӗр шампански ӗҫесси, ҫунапа хӗр чӳречисем умне каясси, — ӑна вӗсем иккӗшӗ те юратаҫҫӗ пулас, — чӑн-чӑн балта, ачасеннинче мар ӗнтӗ, визави ташласси.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак юрра Упа инҫетренех илтнӗ, ҫилленнипе кӑшт кӑна вилсе выртман.Услышал издалека эту песню медведь и чуть не околел от злости.
Тилӗпе упа тата кӗтӳҫӗ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Ҫынран илтнӗ сӑмахсем суя сӑмахсем вӗсем, эпӗ вӑл сас-чӳсене ӗненместӗп, — тенӗ Шигайбай.Слова, которые я услышал от других, это ложь, я не верю этим слухам, — сказал Шигайбай.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
Чӑнкӑртатнине илтнӗ японецсем, палуба ҫине тухасшӑн пулса, алӑка хире пуҫланӑ.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Салтаксем лашасемпе калаҫнине илтнӗ эпӗ, тата «йытӑ чӗлхин азбукине» шутласа тупнӑ пӗр кӗҫӗн командира та пӗлетӗп, анчах ӑс-пуҫлӑ ҫын моторпа калаҫнине пирвайхи хут куратӑп.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Мулкач хӑйне каллех шыранине илтнӗ те: — Ну, манӑн халӗ ӗнтӗ пурӗпӗр вилес пулать, пулам-ха эпӗ пӗреххутчен вӑрӑ-хурах, — тенӗ.
Мулкач // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.
— Кун пеккине эпӗ Ленинградра ҫӗр хут та илтнӗ.
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл тата ҫакна каларӗ: «Эпӗ сирӗн коммуна ҫинчен Семен Афанасьевичран илтнӗ, анчах ӗненмен. Ҫавӑнпа та тӗрӗслеме килтӗм», терӗ.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Халӗ вара ҫак писатель, хӑйӗн фантазийӗпе чапа тухнӑскер, Владимир Ильичран пирӗн Россия часах электрификациленесси ҫинчен илтнӗ.
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑй илтнӗ пӗр сӑмах та, пӗр ӗҫ те — ан тив, вӑл ҫав тери пӗчӗккӗ пулнӑ пултӑр — уншӑн ахаль иртсе каймастчӗ.Ни одно услышанное слово, ни одно событие, пусть самое малое, не проходило для него бесследно.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Миҫе хут илтнӗ пулӗ эпӗ: «Тупнӑ япала — волейбол! Мечӗке ҫапатӑн та — ӗҫӗ те пӗтрӗ», е: «Тупнӑ япала, чушкӑ! Патака ывӑтатӑн та — ӗҫӗ те пӗтрӗ!» тенине.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пуҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, хӗвел ҫинче ялкӑшакан горна малалла тытса, вӗсем темле урӑхла кӑшкӑртрӗҫ, вӗсем кӑшкӑртни пӗртте унччен илтнӗ сигналсем пек пулмарӗ.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Король пӗрре ҫавна илтнӗ те — тӳрех каласа хучӗ:
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Эпӗ ку хӑвӑл ҫинчен аван мар сӑмах илтнӗ, — терӗ Кэукай хуллентерех.— Я слыхал об этой пещере нехорошее, — тихо промолвил Кэукай.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тен, илтнӗ пулӗ, Эйпын шывӗ айлӑмӗнче пысӑк аэродром тӑваҫҫӗ?Может, слыхали, в долине реки Эйпын строится большой аэродром?
Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Малтанхи сӑмахӗсенченех ӑнланса илтӗм эпӗ: Разумов Гальӑна эпӗ унччен Екатерина Ивановнӑран илтнӗ историе тепӗр хут каласа парать пулмалла.С первых слов я понял: Разумов, должно быть, повторял Гале то, что я уже знал от Екатерины Ивановны.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл пирӗн юлашки сӑмахсене илтнӗ те тӳрех калаҫӑва хутшӑнать:
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Илтнӗ сӑмахсем кусем Павел Подсолнушкин сӑмахӗсем.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Юлашкинчен Леня, пӗр ҫӑмартине хӑлхи пӑтне илсе пырса, шалтан хуллен кӑна шакканине илтнӗ.И вот, приложив ухо к одному из них, Леня впервые услышал едва уловимое постукиванье.
16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.